Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче самолет ӳкнӗ. Сарӑту авиалинийӗн Ан-148 самолетра 71 ҫын пулнӑ. Кун пирки Интерфакс пӗлтерет.
«Тимӗр кайӑк» Мускаври «Домодедово» аэропортран Орска вӗҫсе тухнӑ. Мускавра вӗҫсе хӑпарсанах вӑл радарсен экранӗнчен ҫухалнӑ. Экипажпа ниепле те ҫыхӑну йӗркелеме май килмен. Кӑштахран самолет ӳкнине курнӑ ҫынсем ку хыпара пӗлтернӗ. Вӑл Раменское районӗнче ӳкнӗ.
Самолетра 65 пассажир тата экипажӑн 6 ҫынни пулнӑ. Шел те, специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсен ҫӑлӑнма шанчӑк пулман.
Хальлӗхе ҫӑлавҫӑсем икӗ вилен пайӗсене тупнӑ. Самолет ӳкнӗ вырӑна техника кӗреймест, ҫавӑнпа унта ҫуран ҫитме тивет.
Паян официаллӑ майпа Раҫҫейӗн резерв фондне хупнӑ. Ӑна пӗтересси пирки финанс министерстви кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчех систернӗччӗ, паян вара 10 ҫул каялла туса хунӑ фонда чӑннипех те хупнӑ. Ҫапла май малашне Раҫҫейӗн наци пурлӑхӗн фончӗ (выр. Фонд национального благосостояния) ҫеҫ юлӗ.
Ку икӗ фонда та 2008 ҫулта никӗсленӗччӗ. Резерв фондне хыснари тӑкаксене саплаштарас тӗллевпе тунӑччӗ, наци пурлӑхӗн фондне — халӑха пенсипе тивӗҫтерме. Апла-и, капла-и, 2017 ҫулта резерв фондӗнчи пӗтӗм укҫа-тенкӗне тӑкакласа пӗтернӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче юлашки 54 млрд. тенкӗне расхутланӑ. Кун хыҫҫӑн унта пӗр пус та юлман. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӑрлачпа-чӳк уйӑхӗсенче ку фонда тӗкӗнмен пулнӑ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне наци пурлӑхӗн фондӗнче пурӗ 3,75 трлн. тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ шутланнӑ. Ӑна никӗсленӗ чухне тӗллевӗ халӑха пенсипе тивӗҫтересси пулнӑ пулин те унти укҫа-тенкӗпе тӗрлӗ инфраструктурӑна аталантарма та, хыснари тӑкаксене саплаштарма та усӑ кураҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗршыври тата республикӑри хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫӗре пусса йӑранласа тухмасан (вырӑсла ку сӑмах межевание тенине пӗлтерет) ӑна сутса-туянма, парнелеме тата ытти хӑш-пӗр ҫавӑн пек утӑма тума май килменни пирки хыпарланӑ. Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче ку сӑмах тӗрӗс маррине ӗнентереҫҫӗ.
Виҫтермен ҫӗрпе хальлӗхе ирӗклӗнех хуҫаланма юрать. Федераци е регионсенчи саккунсенче ҫакӑнпа ҫыхӑ нимле чару та ҫук. Кун пирки Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Екатерина Карпеева шантарсах калать.
Апла пулин те кунта ҫӗре пусса йӑранласа тухни ҫынсемшӗн хӑйсемшӗн лайӑххине те палӑртмаллах. Чиккине саккунлӑ палӑртнӑ пурлӑхпа усӑ курнӑ чух кӳршӗ-аршӑпа тавлашу сиксе тухмӗ.
Нумай пулмасть Тӗп банк 200 тата 2000 тенкӗллӗ хут укҫасене халӑха кӑларчӗ, вӗсем нумай пулмасть пирӗн тӑрӑха та ҫитрӗҫ. Ҫавах та ҫӗнӗ хут укҫа малтанхисенчен самай уйрӑлса тӑрать — хӑш-пӗр сутӑҫсем тата ахаль ҫынсем суя укҫа лекесрен шикленеҫҫӗ. Кӑна шута илсе «Гоззнак» смартфонсем валли ятарлӑ приложени кӑларӗ.
AppStore тата GooglePlay сервиссенче ӑна кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче уҫласа илме май пулӗ. Приложени ҫӗнӗ укҫасенчи кашни уйрӑмлӑхӗ пирки пӗлтерӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл япӑх тунӑ суя укҫасене те палӑртма пултарӗ.
Аса илтеретпӗр, 200 тенкӗллӗ хут укҫа ҫинче Севастополь хулине сӑнланӑ, икӗ пинлӗххи ҫинче вара — Восточный (чӑв. Тухӑҫ) космодромпа Русский (чӑв. Вырӑс) утрав ҫине хывнӑ кӗпере.
Ку статьяна каярах ҫырасшӑнччӗ, анчах та Анатолий Кипечӗн ҫырӑвӗ хыҫҫӑн халех калӑплас терӗм. «2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кам суйланӗ?» тесен пурте тенӗ пекех пӗр харӑс пӗр ята кӑна асӑнма пултарӗҫ. Ав, пирӗн шурсухал Анатолий Кипеч те (комментари ҫыракан пӗр сайтҫӑ ӑна вырӑс тесе каларӗ пулин те пирӗн ку тӗлӗшпе пысӑк иккеленӳ пур — эпир пӗлнӗ тӑрӑх Анатолий Ильич Канаш тӑрӑхӗнче чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ), ав, Владимир Путин пирки ҫырать. «Ваше желание еще раз стать Президентом страны одобряю. Надо быть смелым и решительным человеком, чтобы взвалить на себя эту тяжелую ношу», — тет вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче. Вырӑсла пӗлменнисем валли ятарласа хамӑрла куҫарса та парӑп: «Ҫӗршыв Президенчӗ пулма тепӗр хут шут тытнӑ Сирӗн шухӑша ырлатӑп. Ҫак йывӑр ҫӗклеме хӑйӗн ҫине илес текенӗн хӑюллӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулмалла». Иккӗмӗш пуплевӗшӗпе (предложенипе) килӗшетӗп-ха та, анчах пӗрремӗшне тем тесен те ырлас килмест.
Ашшӗ-амӑшне кирлӗ пулман, вӗсем пирки ним те паллӑ маррисен пепкисене малашне пенси тӳлеме пуҫлӗҫ.
Пӑрахнӑ ачасем иртнӗ ӗмӗрӗн ҫурринчен пуҫласа, 1956 ҫултанпах, социаллӑ тӳлевсӗр пурӑннӑ. Ырӑ ҫынсем е патшалӑх вӗсене пӑхнӑ-ха, ашшӗ-амӑшӗ ӑҫти тата кам пулни паллӑ мартан хайхи тӗпренчӗксем тӑлӑх шутланман, социаллӑ пенси те ҫавна май тивӗҫмен.
Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ку ыйтӑва татса пачӗҫ-пачӗҫех. Малашне ҫав ачасем хӑр тӑлӑхсемпе танах пенси илме пуҫлӗҫ. Саккун кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. РФ Пенси фондӗнче ун валли укҫа пӑхса хӑварнӑ.
Уйӑхри социаллӑ пенси виҫи 10068 тенкӗ те 53 пуспа танлашӗ. Ӑна ача 18 ҫул тултариччен, куҫӑн уйрӑмра вӗренекен студент пулсан 23 ҫула ҫитичченех тӳлӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ маррисем пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра — 12-ӗн.
Иртнӗ ҫулӑн юлашки кунӗсенче Мускавра Раҫҫейри халӑхсен ача-пӑча литературин антологийӗ кун ҫути курнӑ. Сумлӑ кӗнекере чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсем те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Информполитика министерстви паян хыпарланӑ.
Антологие Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен ятлӑ-сумлӑ писателӗсен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсене вырӑсла куҫарса кӗртнӗ. Кашнинех ӳкерчӗкпе илемлетнӗ, унсӑр пуҫне наци эрешӗсене кӑтартнӑ, хушма информаци вырнаҫтарнӑ.
Антологи валли чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисенчен Николай Ытарайӑн, Анатолий Тимофеев-Ыхран, Ева Лисинан, Раиса Сарпин, Николай Ишентейӗн хайлавӗсене суйласа илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫейри халӑхсен хальхи ача-пӑча литературин антологине 201 авторӑн 870 хайлавӗ кӗнӗ. Вӗсене тӑлмачӑсем 55 чӗлхерен куҫарнӑ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче суйлава хӑй тӗллӗн тухакансене йышӑнас тапхӑр вӗҫленнӗ. Тӗп суйлав комисси пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ пулма хӑй тӗллӗн тӑратнӑ 46 ҫынна йышӑннӑ. Саккӑр ҫынна регистрацилеме килӗшмен. Пӗри ют патшалӑх гражданӗ пулни паллӑ пулнӑ, теприн — судпа айӑпланнин вӑхӑчӗ тухманни. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ партисенчен тепӗр 21 ҫынна тӑратнӑ.
Халь хӑй тӗллӗн тухнӑ кандидатсен 300 пин алӑ пусни пухмалла. Ҫав вӑхӑтрах пӗр тӑрӑхран 7500 ытла пухма юрамасть. Партисенчен тӑратнӑ ҫынсен суйлава хутшӑнма 100 пин пухмалла. Патшалӑх Думине лекнисене ку ӗҫрен хӑтӑрнӑ. Саккун тӑрӑх алӑ пуснисене суйлав комиссине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен пырса памалла. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче вара пур хутсене те тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма кама-кама ирӗк пани паллӑ пулӗ.
Владимир Путиншӑн алӑ пуснисене пирӗн хулара пухма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халах сайчӗ унашкал кӗтессене МТВ-Центрта асӑрхарӗ.
Статистикӑна пӑхсан кӑҫалхи суйлава кандидатсене иртнӗ ҫулсенчисенчен ытларах тӑратнӑ. 2000 ҫулта 34 ҫын пулнӑ, 2004-мӗшӗнче — 11, 2008-мӗшӗнче — 13, 2012-мӗшӗнче — 14. Кӑҫалхинчен ытларах 1996 ҫулта ҫеҫ пулнӑ — ун чухне президент пулма 78 ҫын шухӑш тытнӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҪҪХПИ ӗҫченӗсен штатне кӗскетесси пирки хушу кӑларнӑ. «Газета.Ру» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре тӳрех 10 пин ӗҫчене ӗҫрен кӑларнӑ.
ШӖМӗн 983-мӗш шалти хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсен штатне ҫеҫ кӗскетнӗ. Ку кашни пиллӗкмӗш ӗҫчене пырса тивет, мӗншӗн тесен иртнӗ ҫулхи кӗркунне вӗсен йышӗ 55 пин ҫынна ҫитнӗ.
Кашни регионтах штата кӗскетӗҫ. Анчах ку машинӑсене регистрацилекен, водитель правине илессишӗн экзамен паракансемпе ӗҫлекенсене пырса тивмӗ. Штат расписанине пӑхса тухса пӳлӗмре ларакансене ҫул-йӗр ҫине ӗҫлеме яма пултарӗҫ.
Ӗҫрен кайнисен ШӖМӗн ытти подразделенине ӗҫе вырнаҫма май пулӗ.
Телекуравпа пыракан «Мужское\Женское» кӑларама каллех пирӗн ентеш лекнӗ. Шупашкарта пурӑнакан Анна Бабинян унта унччен те пулнӑ-ха. Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эфирта каллех ӑна курма май пулнӑ. Кӑларӑм иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ, ҫулталӑк тӑршшӗпе шӑв-шав ҫӗкленӗ кӑларӑмсен сӑнарӗсене эфира чӗнсе вӗсен пурнӑҫӗ мӗнле улшӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Анна Бабинян кӑларӑмра амӑшӗ унпа тискеррӗн хутшӑннине каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫывӑх ҫынни ӑна хӗненӗ, хӗрӗ валли суя диагноз – олигофрени – тума хӑтланнӑ. Халӗ Анна урӑх ҫемьере пурӑнать, анчах амӑшӗ ӑна каялла тавӑрасшӑн-мӗн. Хӗрӗн пӗр куҫӗ пачах курма пӑрахнӑ, вӑл кӑларӑм ертӳҫисене операци енӗпе пулӑшма ыйтнӑ.
Раштавӑн 29-мӗшӗнче Анна кӑларамра амӑшӗ, аппӑшӗ тата пиччӗшӗ унран хӑпманни пирки куҫҫульленсех каланӑ. Нумаях пулмасть унӑн куҫне операци тунӑ. Ҫапах, тухтӑр каланӑ тӑрӑх, унӑн куҫӗ курма пуҫлас шанчӑк сахал.
Кӑларӑмпа Александр Амелин адвокат Аннӑна пулӑшма шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |