Ӗнер, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енре 12–14 ҫулсенчи ачасем наркӑмӑшланнӑ-мӗн. Пирӗн республикӑна вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Наро-Фоминск хулинчен ишесси енӗпе вӗренӳ тренировкисем ирттермешкӗн килнӗ.
Ачасене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине илсе ҫитернӗ. Ачасем Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен ятарлӑ спорт шкулӗнче темиҫе кун пулнӑ хыҫҫӑн хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Пирвайхи симптомсем ҫӗрлех палӑрма тытӑннӑ-мӗн: хӑстарнӑ, хырӑм ыратнӑ, вар-хырӑм ҫемҫелнӗ. Ирхине вара 7 ҫынна инфекци уйрӑмне илсе кайнӑ.
Ун чухне пурте каҫхине апатланнӑ. Анчах пӗри апатланӑша кайманнине, пур-пӗрех наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Ахӑртнех, ку апатланӑша кайнӑшӑн мар тесе шутлаҫҫӗ. Тен, вӗсем темӗнле вирус ҫаклатнӑ.
Специалист та ачасем апата пула мар наркӑмӑшланнине пӗлтернӗ. Ачасем инфекцие Наро-Фоминскранах илсе килме пултарнӑ-мӗн. Малтан та командӑри темиҫе ача наркӑмӑшланнине каланӑ-мӗн.
Инфекци уйрӑмен заведующийӗ Евгений Чеглаков каланӑ тӑрӑх, ачасен сывлӑхӗшӗн хӑрамалли ҫук. Вӗсем тӑван хулинче пулнӑ-тӑк халех киле ярӗччӗҫ те. Анчах вӗсем хӑна ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен ытти ачапа хутшӑнма юрамасть.
Халӑх укҫи-тенкине тытса тӑрассипе Патӑрьел район администрацийӗ Раҫҫейре палӑрнӑ. Вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
«Халӑх укҫи-тенкине тытса тӑрассипе Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра мала тухассишӗн пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗ тӑрӑх 236 хулапа район тупӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, конкурса хутшӑнакансене объективлӑ хакланӑ май муниципалитет пӗрлешӗвӗсем укҫа-тенкӗне епле тытса пынине тишкернӗ. Епле тытса тӑни шутне вара конкурс тӳрисем хыснана хуласемпе районсем хӑйсен туприпе пуянлатнине, тӑкаксене тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет парӑмӗсемпе татӑлса пынинетата ытти ҫавӑн йышшине кӗртмелле.
Иртнӗ эрнере ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври «Измайлово» ӗҫ центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Унта Патӑрьел район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Чернова та кайнӑ.
Сӑнсем (4)
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра «Вечерняя Москва» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Александр Куприяновпа тӗл пулнӑ чухне чӑваш ял хуҫалӑх комплексӗсен организацийӗсем, халӑх ӳнерӗн ӑстисем малашне те Мускаври ярмӑрккӑсене хутшӑнассине палӑртнӑ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вара ЧР Ял хуҫалӑх министерстви Мускава чӑваш таварӗсене туса кӑларакансене ярмӑрккӑна ӑсатнӑ. «Ҫӗнӗ Черумушки» метроран тухнӑ чухнех чӑваш кӗвви янӑранӑ.
Кӑҫал ярмӑрккӑра Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет хӑйӗн продукцийӗпе паллаштарать. Ҫав шутра — Шупашкар хули те. Чӑвашсем халӑх мускавсене чӑваш апатне тутанма чӗнеҫҫӗ.
Ярмӑрккӑна Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та ҫитсе курнӑ.
Мускавра тата ун ҫывӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсене пурне те ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Вӑл паян, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Сӑнсем (15)
Чӑваш Ен Раҫҫейри чи таса регионсен йышне кӗнӗ. Пирӗн республика чи таса регионсен списокӗнче малти вырӑнсенчен пӗринче.
Чӑваш Республикипе пӗрле малти вырӑнсене Тамбов, Белгород, Томск, Курск облаҫӗсем, Алтай Республики йышӑннӑ.
«Симӗс патруль» ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен программа директорӗ Роман Пукалов палӑртнӑ тӑрӑх, чылай регионта ҫӳп-ҫап нумай, ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ начар. Чӑваш Енре ку енӗсемпе лару-тӑру япӑх мар-мӗн.
Рейтингри аутсейдерсем Тула, Мускав, Свердловск, Челябинск облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ пулнӑ. Волгоград облаҫӗ вара хальхинче 25-мӗш вырӑнтан 40-мӗшне аннӑ. Мускав та танлашӑмра аяларах аннӑ.
«Эксперт РА» рейтинг агентстви Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне хатӗрленӗ. Унта Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем те кӗнӗ.
Танлашӑма ачасем ППЭне мӗнле тытнине шута хурса мар хатӗрленӗ. Унта шкултан вӗренсе тухакансем Раҫҫейри аслӑ шкулсене вӗренме кӗнисене хакланӑ. Кӑтартусене 2014 ҫулхисене шута илнӗ.
Рейтинга 200 шкул кӗнӗ. Вӗсенче вӗренекен ачасем аслӑ шкулсене вӗренме кӗреҫҫӗ. Танлашӑма пӑхас-тӑк малти вырӑнсене Мускаври шкулсем йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарти 3-мӗш лицей унта 51-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази вара рейтингра 151-мӗш вырӑна тухнӑ.
Даннӑйсене танлашӑм валли аслӑ шкулсем панӑ. Пӗтӗмпе Раҫҫейри 9 пин шкултан вӗренсе тухнӑ 40 пин ача пирки информацие шута илнӗ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен «Наврус» XII фествиальне хутшӑннӑ. Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ» спектакльне чӑваш артисчӗсем Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗртмен 3-мӗшӗнче лартнӑ.
Ун чухне чӑн-чӑн аншлаг пулнӑ. «Мунча кунне» курма зал лӑк тулли пухӑннӑ. Унта Казахстанран, Турцирен, Азербайджанран, Саха Республикинчен, Крымран фестивале килнисем те пынӑ.
Cпектакле Мускаври, Пушкӑртстари, Тутарстанри критиксем сӳтсе явнӑ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. Уйрӑмах РСФСР тата ЧР халӑх артисткине Нина Яковлевӑна, Евгений Урдюков артиста, ЧР тава тивӗҫлӗ артисткине Елизавета Хрисанфовӑна хакланӑ.
Чӑваш артисчӗсем Тутарстанран асӑнмалӑх сувенирпа таврӑннӑ.
Мускавра Чӑваш чӗлхи кунӗсене ирттернӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа — 167 ҫул, Константин Иванов ҫуралнӑранпа — 125 ҫул, Илпек Микулайӗ кун ҫути курнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мускаври чӑвашсем Ваганьковӑри масара пухӑннӑ. Унта — Иван Яковлевӑн вилтӑпри. Митинга Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков уҫнӑ.
Митинга хутшӑннисем Иван Яковлевӑн юнашар пытарнӑ тӑванӗсен ятне ҫырнӑ стела тума шутланӑ. Мероприяти вӗҫленсен Патриархӑн вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Унтан пурте Мускаври национальноҫсен ҫуртне кайнӑ. Унта чӑваш композиторӗсене халалланӑ каҫ иртнӗ. Куракансем ЧР халӑх артисчӗ Валерий Иванов, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Елена Соловьева, Мускаври «Атӑл» чӑваш халӑх хорӗ шӑрантарнӑ юрӑсене киленсе итленӗ.
Уяв каҫӗнче социологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Ким Шилин «Живой университет Г.Н.Волкова» кӗнекепе паллаштарнӑ.
Сӑнсем (39)
М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн студенчӗсемпе преподавателӗсем Владимир кнеҫ палӑкне ларттарасшӑн маррине пӗлтернӗ. Палӑка Мускаври Воробьев сӑрчӗн пӑхмалли лаптӑкӗнче вырнаҫтарасшӑн иккен. Унӑн ҫӳллӗшӗ 24 метр тӑршшӗ пулмалла.
Студентсемпе преподовательсен шучӗпе Владимир кнеҫ палӑкӗ асӑннӑ аслӑ шкулӑн архитектура ансамбльне пӑсать. Мускаври патшалӑх университечӗ вара «Раҫҫейӗн визит карточки тата тӗнче аренинче мухтанмалли шутланать». Воробьев тӑвӗн пӑхмалли лаптӑкӗ геологи хӑрушлӑхӗ енчен те асӑрханмаллискер. 24 метр ҫӳллӗш монумент хӑпартса лартсан Воробьев сӑрчӗн тӑвайккийӗ ишӗлме пултарать.
Палӑка хирӗҫ тесе 42 пине яхӑн ҫын алӑ пуснӑ. Хула влаҫӗсем вара палӑка кӑҫалах уҫасшӑн.
Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫынна тӑватӑ сехетре ҫывӑрса канма май паракан сехете хакланӑ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансене вӑл унпа правительство пайташӗсене тивӗҫтерме ыйтнӑ.
«Пире кун пек прибор кирлӗ. Тренировкӑсем ирттерсе пӗтерсен пире, Сергей Сергеевичпа (кунта сӑмах Мускав мэрӗ Собянин пирки пырать. — авт.)» иксӗмӗре тата правительствӑн мӗнпур пайташне ярса парӑр», — тенӗ вӑл шӳтлесе.
Ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫӗнӗ гаджета Мускавра технопарк уҫнӑ вӑхӑтра кӑтартнӑ. Сулӑна алла тӑхӑнмалла иккен. Вара вӑл пуҫ мимин импульсне шутласа пырать те тарӑннӑн ҫывӑрас вӑхӑта тӑсать.
Гаджета шухӑшласа кӑларакансем ахаль ҫынна ҫыврӑса тӑранма пӗтӗмпе тӑватӑ сехет кирлӗ. Ҫав шутран иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрма, иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрасси патне ҫитме. Ҫӗнӗ хатӗр ҫак вӑхӑта кӗскетет иккен те темиҫе минут та ҫитет-мӗн. Ун пек хатӗр правительство пайташӗсене ларура ҫывӑрса каясран кирлӗ тесе шӳтленӗ.
Ҫитес уйӑхран Чӑваш Енрен Мускава «ЮТэйр» авиакомпанин самолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. 70 вырӑнлӑ ATR 72 самолетсем вырсарникунсӑр пуҫне кашни кун хутлӗҫ.
Асӑннӑ авикомапанин регионти ертӳҫи пулса Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, авиацин генерал-лейтенанчӗ Николай Гаврилов ертсе пырать иккен.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Николай Гавриловпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ иккен. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ авиарейс уҫасси пирки калаҫса татӑлни ҫинчен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Мускавран самолет Внуково аэропортран шӑматкунсӑр пуҫне кашни кунах 21 сехет те 10 минутра хускалӗ. Шупашкартан 7 сехет те 30 минутра, вырсарникунсӑ пуҫне, вӗҫсе кайӗ. Билет хакӗ 3 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |