Ҫӗнӗ Шупашкарти Александр Волков ТНТ телеканапа эфира тухакан «Ташӑ» кӑларӑма хутшӑнать. 28 ҫулти ташӑҫӑ унта 3 миллион тенкӗшӗн тата Раҫҫейри чи лайӑх ташӑҫӑ ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшать.
Иртнӗ эрнере Александр пӗччен ташланӑ. Хальхинче унӑн хӗрпе юрату ташши ташламалла пулнӑ. Унпа пӗрле Кейӳри Пена ташланӑ.
Шел те, Александр Волковпа ташланӑ Пенӑн шоу вӗҫӗнче кайма тивнӗ. Анчах Александр Волков проекта малалла та хутшӑнма пултарать. Эппин, уншӑн кунсерен сасӑламалла ҫеҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн, кашни эрнере кашни командӑран чи сахал балл пухнӑ виҫшер ҫын каять. Иккӗшне Сергей Светлаков ҫӑлса хӑварать. Ыттисен шӑписене юлашкинчен Егор Дружинин тата Мигель татса параҫҫӗ.
Мускаври чӑваш общественноҫӗ Чӑваш Ене ӑсчахсене тавӑрассипе ҫине тӑрасшӑн иккен. Нумаях пулмасть йӗркеленӗ Мускаври чӑвашсен ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫак енпе ҫине тӑма пуҫласшӑн.
Пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Сорокин сӑмах Чӑваш Енрен хӑй вӑхӑтӗнче Мускава кайса унта пӗлӳ илнисем пирки пынине пӗлтернӗ. Ҫавсене Чӑваш Ене илӗртес тесен вӗсем валли грантсем пӑхса хӑвармалла. Ун валли, паллах, республикӑн влаҫӗсемпе Чӑваш Енӗн вӗренӳ учрежденийӗсем килӗштерсе ӗҫлени кирлӗ.
Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе пуян мар республикӑн пуянлӑхӗ — «пӗлӳ экономики» тесе шухӑшлать иккен маларах каланӑ пӗрлешӗвӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ертӳҫи Николай Белов.
Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекенсене Раҫҫенйӗн Патшалӑх Думине илсе кайнӑ. Курма.
Ҫулҫӳреве йӗркелеме Чӑваш Республикинчен Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине суйланнӑ Руслан Тихонов депутат пулӑшнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулине унта халиччен пулман, аслӑ классенче вӗренекен 30 ачана илсе кайнӑ. Гимназитсене Мускав кӑтартса ҫӳренӗ, Кремле кӗрсе тухнӑ, «Мосфильм» киностудие. Ачасене Мускаври МГИМОна тата М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетне те кӗртсе кӑтартнӑ. Асӑннӑ аслӑ шкулсемпе 4-мӗш гимнази килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Ачасемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ самант Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ҫитни тесе пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Руслан Тихонов депутатӑн пулӑшуҫипе Сергей Никитинпа, депутатсемпе тӗл пултарнӑ вӗсене.
Мускавра Вырӑс географи обществин XV съезчӗ иртнӗ. Ӑсчахсем 5 ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ, малашнехи плансене сӳтсе явнӑ.
Тӗпчевҫӗсемпе РФ Президенчӗ Владимир Путин та тӗлпулнӑ. Вӑл Вырӑс географи обществин попечительлӗх канашне ертсе пырать. Съезда Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Пӗр эрнере ӑсчахсем лекцисем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, интерактивлӑ лапамсем ӗҫленӗ. Вырӑс географи обществин уйрӑмӗсем Раҫҫейри 85 субъектра ӗҫлеҫҫӗ. Регионсем хӑйсен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштараҫҫӗ.
Фестивалӗн кашни кунӗ уйрӑм темӑпа иртнӗ. Пирӗн республика делегацийӗ съезда килнисене чӑваш тӗррипе паллаштарнӑ, сӑра вӗретес, хӑмла ӳстерес ӗҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑнасене кваспа хӑналанӑ. «Атӑл» халӑх хорӗ чӑвашла юрӑсем юрланӑ. Кунсӑр пуҫне обществӑн чӑваш уйрӑмӗ кӑларнӑ ӑслӑлӑх литературипе паллаштарнӑ.
Куракансене чӑваш тӗрри пирки итлеме интереслӗ пулнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗсене тытса курнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» программӑна Шупашкар хулинчен тухса кайса Мускав облаҫӗнче пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ. Александр Пищита тухтӑр хӑйпе ҫырӑнмасӑр пурӑнакан, хӑйӗнчен 20 ҫула яхӑн кӗҫӗн (вӑл 39-та кӑна) хӗрарӑма, Татьяна Родионовӑна, бухгалтер пулса ӗҫлекенскере, вӑл унӑн статусне тивӗҫтермест тесе ӳпкелерӗ. Хӗрарӑм Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ, кайран Шупашкарта вӗреннӗ. Студент вӑхӑтӗнче вӑл ҫипуҫа хӑй аллипе капӑрлатма кӑмӑллани пирки каласа кӑтартрӗ.
Кӑларӑма ертсе пыракансем арҫын хӑйӗн ҫамрӑк та чипер арӑмӗ пирки чыслӑ курӑнмасть тесе шухӑшлать тесе ӑнланчӗҫ.
Кӑларӑма хутшӑнакан Дарья Донцова детектив ҫыравҫи хӗрарӑма хӳтӗлеме пӑхрӗ. «Ман шутпа, Александр хӑйӗн мӑшӑрне сексуаллӑ курӑнма чарасшӑн. Арӑмӑра эсир хӑвӑр юратни пирки калатӑр-и хӑть?» — кӑсӑкланчӗ вӑл.
Ҫак ыйту арҫынна килӗшмерӗ. «Хӑвӑра капла тытсан сирӗн пирки детектив ҫырасси кӑна юлать», — хушса хучӗ Эвелина Хромченко мода эксперчӗ.
Кун пек сӑмахсем хыыҫӑн арҫын кӑларӑма ертсе пыракансене хӑйсенчен каҫару ыйттарасшӑн пулчӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ Мускавра вилӗмсӗр «Чапаев» фильмӑн 80 ҫулхине халалланӑ пултарулӑх каҫне йыхравлать. Вӑл чӳкӗн 13-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Раҫҫей кинематографистсен союзӗн Кино ҫуртӗнче пулӗ. Мероприяти 19 сехетре пуҫланмалла.
Пултарулӑх каҫне тата «Чапаев» фильма кӑтартассине маларах асӑннӑ элчелӗхӗн тулли праваллӑ элчи Леонид Волков пуҫарнӑ иккен. Ку шухӑшпа вӑл Раҫҫейӗн кинематографистсен союзне тухнӑ.
Мероприятие В.И. Чапаевӑн тӑванӗсем, ҫӗршывӑн кинематографӗсем хутшӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне Чӑваш Енӗн кино ӳкерес ӑсталӑхне хӑтлӗҫ. Унта Николай Мордвинов, Петр Вельяминов, Станислав Садальский артистсем хутшӑнмалла. «Чӑвашкинон» иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчи ҫитӗнӗвӗпе те паллаштарӗҫ.
Мероприятие тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
«Бурановские бабушки» фольклор ушкӑнӗ тата хрантсуссен юрӑҫи Мирей Матье пӗрлехи эстрада номерӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ун пирки ТАСС информаци агентстви Удмурт Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Светлана Смирнова пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
«Еврокурав» юрӑ конкурсӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗнтерсе ят ҫӗнсе илнӗ кинемейсем Мускавра Удмурт Республикин ҫулталӑкне уҫнӑ чух сцена ҫине тухӗҫ. Хӑйсем кӑна мар — Мирей Матье юрӑҫпа пӗрле хатӗрленӗ номерпе.
Удмурт Республикин Мускаври ҫулталӑкӗ раштавӑн 7-мӗшӗнче эстрада концерчӗпе уҫӑлӗ. Унта «Бурановские бабушки» ушкӑнсӑр пуҫне «Айкай» тата «Италмас» наци ансамблӗсем, ытти артист пулӗ.
Удмурт Республикин ҫулталӑкне 2015 ҫулта П.И. Чайковский 175 ҫул тултарнине тата Удмурт Республикин 95 ҫулхине халалланӑ.
Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче ӳнер пирки калаҫу пынӑ. Кампа? Раҫҫей театрӗн тата киновӗн актерӗ Анатолий Гущин журналистсемпе тӗлпулнӑ.
Анатолий Гущин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл Щепкин театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ ентеш Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Анатолий Гущин театрта тата кинора чылай роле калӑпланӑ. Вӑл «Гагарин», «Вий», «Первый в космосе», «Грозовые ворота» картинӑсенче ӳкерӗннӗ.
Анатолий Гущин Юрий Спиридонов режиссерӑн «Обочина» чӑваш фильмӗнче те ӳкерӗннӗ. Вӑл картинӑна ырланӑ. Актер ҫав фильмӑн ӳкерӳ вӑрттӑнлӑхӗсемпе журналистсене паллаштарнӑ.
— Эпир унпа паллашрӑмӑр, тепӗр кун ресторанра тӗлпулма калаҫса татӑлтӑмӑр. Эпӗ сценари ыйтрӑм. Анчах вӗсем ӑна пӗр каҫра ҫырма шантарчӗҫ. Вӗсем 5 страница ҫырчӗҫ, сцена шухӑшласа кӑларчӗҫ. Ҫапла сӗтел хушшине ларса 5 страницӑллӑ сценӑна ӳкертӗмӗр, — аса илнӗ Анатолий Гущин.
Хула администрацийӗ актера тӑван тӑрӑхне татӑшрах килме ыйтнӑ. Леонид Черкесов ҫитес тӗлпулӑва ачасемпе йӗркелеме палӑртнине пӗлтернӗ.
«Раҫҫей Культура» каналпа «Раҫҫейӗм, юратӑвӑм манӑн!» ярӑмпа «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗ» фильм кӑтартнӑ. Кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Владимир Михайлов та — эфир пирки ӑнсӑртран кӑна пӗлнӗ иккен. Апла тӑк ыттисем те сисмесӗрех юлнӑ-тӑр.
Асӑннӑ каналӑ ҫӗнӗ проекчӗ регионсен пурнӑҫӗ пирки хӑйне евӗр каласа кӑтартать. Калининградран пуҫласа Инҫет Хӗвелтухӑҫ таран выртакан ҫӗршывра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх-йӗркипе, пурнӑҫӗпе, хйӑне евӗрлӗхе хрантсус паллаштарать. Кӑларӑма ертсе пыракан Пьер Кристиан Броше — хрантсус ҫулҫӳревҫи тата издателӗ, Раҫҫейре 20 ҫул пурӑнать. Хӑйӗн арӑмӗпе аичсем ҫуралнӑ ҫӗршыва лайӑхрах пӗлес тесе вӑл Урал тӑрӑхӗнче. Чукоткӑра, Туллӑ Алтайра, Якутинче, Пушкӑртстанра, Мӑкшӑ Республикнче пулнӑ.
Чӑваш ене Пьер Кристиан пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче килнӗ. Кунта вӑл пирӗн патри ҫутҫанталӑка, халӑх юрри-ташшине, йӑлине ӳкернӗ. Вӑрнар районӗнчи Владимир Михайловпа вӑл ҫур кун ирттернӗ. Музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пирӗн халӑхӑн ҫав япалисене кӑтартнӑ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хрантсус Михайлова тата Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Композиторсен союзӗн пайташӗпе Светлана Макарова музоковедпа иккӗшне музыка телекӑларӑм ӳкерме чӗнсе илнӗ.
Мускавра нумаях пулмасть Геннадий Айхин халиччен пичетлемен сӑввисене хӑтланӑ. «Расположение счастья» кӗнекере кун ҫути курнӑскерсем унччен нихӑҫан та пичетленмен. Поэт архивӗчен вӗсене пухса тата ҫӗнетсе кӑлараканӗсем — Наталия Азаровапа Татьяна Граузӗ Вӗсемех кӗнеке хӑтлавӗ вӑхӑтӗнче Айхин сӑввисене вуланӑ.
Кӗнеке хӑтлавне поэтӑн тусӗ пулнисем, литераторсем тата сӑвӑҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Геннадий Айхи ҫинчен тус тата поэт евӗр, тӗслӗхрен, Игорь Макаревич художник каласа кӑтартнӑ. Сӑвӑҫа халалланӑ ӗҫӗсене те кӑтартнӑ вӑл унта. Акварельпе ӳкернӗскерсем поэта чӗрӗ евӗр сӑнлаҫҫӗ иккен. Айхин сӑнӳкерчӗкӗсене те илсе пынӑ.
Хӑтлава поэтӑн ывӑлӗ Алексей Айхи хӑйӗн «4'33» ушкӑнӗпе пырса ҫитнӗ. Вӑл ашшӗн темиҫе сӑввине кӗвӗленине пӗлтернӗ. Ачалӑхри хӑш-пӗр саманта та аса илнӗ. Ашшӗн савӑнӑҫлӑ та тиркевлӗ сӑввисене итленӗ май ӑна хӑй валли тепӗр енчен уҫнине те пытарман вӑл.
Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ.
Паян вара Айхине асӑнса Мускаври Пултарулӑх ҫуртӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |