Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускаври чӑваш наци культура автономийӗ чӑвашсен уявне Кӗр сӑрине ирттернӗ. Уяв «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртнӗ.
Культура ҫуртӗнче Кӗр сӑрине халалланӑ концерт иртнӗ. Унта чӑваш этрада артисчӗсем Стас Владимиров, Алиса Чайникова, Светлана Печникова тата ыттисем хутшӑннӑ.
Концерт 16 сехетре пуҫланнӑ. Каҫхи 9 сехетре «Таврия» ресторанра уяв малалла тӑсӑлнӑ. Унта Олей Кӑйкӑр, Ирина Понамарева, Светлана Печникова хутшӑннӑ.
Ташӑ каҫӗ ирхи 5-чченех пынӑ.
Ҫак кунсенче Мускавра Геннадий Айхи поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халлаланӑ ӑслӑлӑх конференцийӗ ӗҫлет. Вӑл юпан 15-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, паян хупӑнмалла.
Мероприятие Раҫҫейӗн наука академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн инсититучӗн ертӳҫисем, Германири, Италири, Швецинчи, Чехинчи, Турцинчи, Японири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата хамӑр ҫӗршыври поэзи тата лингвистика енӗпе тӑрӑшакан ученӑйсем хутшӑннӑ. Чӑваш филологи ӑслӑлӑхӗсен пайташӗсем те пулнӑ.
Конференцие Чӑваш Ен Элтеперӗн ячӗпе унӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков сӑмах тухса каланӑ. Конференци йӗркелекенсене вӑл Михаил Игнатьев тата хӑй ятӗнчен тав тунӑ. Волков шучӗпе, поэзире Геннадий Айхи - ҫӗнӗ сӑмах. Вӑл — чӑваш поэзине тӗнчене ҫул уҫакан ят.
Конференцие Раҫҫейӗн наука академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн инсититучӗпе Раҫҫейӗн патшалӑх гуманитари университечӗ пӗрле йӗркеленӗ.
Сӑнсем (3)
Нумаях пулмасть Мускаври «Экспоцентр» тӗп курав центрӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ салонӗ пуҫласа иртнӗ. Ӑна ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерстви, Мускав Праивтельстви, Россотрудничество, Раҫҫейӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати йӗркеленӗ.
Вӗренӳ салонне йӗркелекенсен шучӗпе мероприяти вӗренӳ ӗҫӗнче пулӑшма пултаракан хальхи вӑхӑтри малта пыракан технологисене кӑтартмалла. Салона уҫма ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец, РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Чӑвашран мероприятие Йӗпреҫри ятарлӑ (тӳрленме пулӑшакан) вӑтам шкул-интернатра воспитательте тӑрӑшакан Елена Брусянина хутшӑннӑ. Вӑл сусӑр ачасене вӗрентессине тата воспитани парассине сӳтсе явма йӗркеленӗ «ҫавра сӗтеле» хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракансен «Паянхи инновацилле шкул» пӗтӗм Раҫҫейри канашлура пулнӑ. Мероприятирен вӑл ҫавӑнта хутшӑннине ӗнентерекен сертификатпа таврӑннӑ.
Вӗренӳ салонне 7,2 пин ытла ҫын, ҫав шутра — 1500-е яхӑн шкул ачи, хутшӑннӑ.
Пуйма каякан вилсе килнӗ теме юрататчӗ кукамай. Ӗҫӗ ҫукран та Мускавалла е ытти хуланалла талпӑнать пуль-ха ялти чӑваш арӗ-арӑмӗ, Анчах тепӗр чухне вӗсем унтан вилсе таврӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кунта маларах илсе панӑ каларӑш вырӑнлах та мар, тен. Пулас инкекӗ килте ларса та пулать-тӗр темелле-ши?..
Шӑматкун Мускав облаҫӗнчи Красногорск районти Путилково ялӗнче икӗ чӑваш арҫынни вилнӗ. Вӗсем саккӑрмӗш хутран персе аннӑ-мӗн. Иккӗшӗ те монтажник-бетонщикра тӑрӑшнӑ. Инкек хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилнӗ арҫынсем 31 ҫулта пулнӑ.
Халӗ ку инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтерет «Интерфакс» информагентство.
Мускава йӗкехӳресем «тапӑнаҫҫӗ». Кун пирки Роспотребнадзорӑн Мускаври управленийӗ пӗлтерет. Тӗп хулари тӗп санитар тухтӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа йӗкехӳре ҫынна тапӑннӑ 179 тӗслӗхе шута илнӗ. Сӑмах — ҫыртни пирки.
Тӳре-шара ҫулталӑк вӗҫлениччен хулана йӗкехӳресенчен хӑтарма палӑртнӑ. Малтан Мускавра кашни ҫын пуҫне пӗрер йӗкехӳре пулнӑ тӑк — халӗ, ахӑртнех, нумайрах. Хулара 12–15 миллион кӑшлакан ҫак чӗрчун пулнине палӑртаҫҫӗ. Анчах вӗсене пурте кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем путвалсенче, коммуникацисенче тата ытти ҫӗрте пурӑнаҫҫӗ.
Йӗкехӳре ҫыншӑн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ чир-чӗре сарма пултарать. Чи тӗлӗнмелли — йӗкехӳрен аталанмалли майсене ҫын хӑйех туса парать. Ҫӳп-ҫап, ӑна пӑрахмалли вырӑнсем — йӑлтах вӗсемшӗн меллӗ. Йӗкехӳре тӑранса пурӑнмалли вырӑнсене сахаллатсан ҫак чӗрчун йышӗ те чакать.
Пирӗн ентеш Алексей Григорьев, Мускавра пурӑнаканскер, «Физрук» паллӑ телесериал лапамӗнче ӗҫлет-мӗн. Анчах актер ролӗнче мар. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ӑна сериал килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл иккӗмӗш сезона ӳкернӗ чухне ӳкерӳ лапамӗнче администратор пулса ӗҫлеме шухӑшланӑ.
Алексей пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш сезона ҫу уйӑхӗнче ӳкерме пуҫланӑ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, Федор Струков режиссер турилкке ҫӗмӗрнӗ. Ванчӑксенчен пӗрине Дмитрий Нагиев хӑйӗн валли асӑнмалӑх илнӗ-мӗн. Алексей ӳкерӳ вӑхӑтӗнче Нагиевӑн хваттерӗнче те пулса курнӑ.
Ӳкерӳ хӑвӑрт тата ҫӑмӑллӑн пынине пӗлтернӗ Алексей. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сериала кӗркунне кӑтартма пуҫламалла. Анчах вӑл унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем пирки калама пултараймасть — килӗшӳ тунӑ-ҫке-ха.
Ҫывӑх вӑхӑтра «Кӗрешӳ» регионсем хушшинчи федераци Пӗтӗм Раҫҫейри праваллӑ пулса тӑмалла. Ҫапла тума кӑҫалхи ҫулла «Раҫҫей Федерацийӗнчи физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн май тупӑннӑ. Унта спортӑн наци енӗсене аталантарасси пирки каланӑ иккен. Тивӗҫлӗ тӳрлетӳсене нумаях пулмасть Чӑваш Ен Правительстви физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан республика саккунне кӗртнӗ.
Кӗрешӳ евӗр спорт енӗ ытти халӑхсен те пур. Казахсен вӑл кураш ятлӑ, пушкӑртсен — куреш, чӑвашсен — кӗрешӳ. «Кӗр» тенине тӗрӗк чӗлхинчен куҫарсан «пуян, вӑйлӑ, хӑюллӑ» тенине пӗлтерет.
Кӗрешӳпе маларах сахал ҫын кӑсӑкланнӑ. Официаллӑ майпа ӑна 1995 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи Николай Петров спортсмен тата историк чӗртсе тӑратнӑ темелле. Ҫав ҫулхине кун енпе Чӑваш Ен шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухнех республикӑра федераци йӗркеленӗ.
Унтанпа кӗрешӗве тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ. Хамӑр республикӑра кӑна мар, Мускавра та, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче те. Чӗмпӗр облаҫӗнче ӑна Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре халалланӑ.
Чӑваш Ене Шупашкартан кино ӳкерекенсем килесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Хорло» фильма Марат Никитин режиссер ӳкерет. Хӑй вӑл Александр Митта киношкулӗн сценарисчӗсемпе режиссерӗсен аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Марат Никитин — «Атал» киностудин пуҫлӑхӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑскер халӗ Мускавра пурӑнать.
Ӗнер Красноармейски районӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Хорло ятлӑ хӗр хӑйӗн юратӑвне тата телейне шырани ҫинчен калакан историпе ҫыхӑннӑ фильма ӳкерекенсем ытти района та ҫитесшӗн. Кинона пирӗн тӑрӑхра икӗ эрне ытларах ӳкерме палӑртнӑ.
Сӑнсем (15)
Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и?
Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ:
- Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла.
- Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла.
- Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле.
- Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар.
Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар.
Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ.
Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ.
Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |