Мускаври чӑвашсене пӗлме!
Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли тӳлевсӗр курс ӗҫлеме пуҫлӗ — унта вӗренме 22 ҫула ҫитмен ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Уроксем канмалли кунсенче иртӗҫ — центрта, Белорусская метро ҫывӑхӗнче.
Тӗплӗнрех пӗлмелли телефон: 8-915-383-68-35.
АВН | 14 |
«Язык для успеха» (Шупашкар) шкулпа Раҫҫей чӑвашӗсен культурӑпа наци автономийӗ (Мускав) чӑваш ҫамрӑкӗсем валли «Аталану-2012» пӗлӳ ӑмӑртӑвне пуҫарнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 авӑнӑн 30-мӗшӗччен пырӗ, вӑл инҫет ҫыхӑну майпа иртӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 8-11 класс ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫак ӑмӑрту ачасенче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланас туртӑма вӑйлатасса йӗркелӳҫӗсем чӑннипех те шанаҫҫӗ!
Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗн официаллӑ сайтра пӗлме пулать: www.atalanu.com.
Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Шонова Ирина хӑйӗн ушкӑнӗнче чӑваш халӑх тумне ҫӳллӗ шайлӑ модӑ енӗпе аталантарса тӗнче халӑхӗ умне кӑларас енӗпе тӑрӑшать. Юлашки вӑхӑтри тупсӑмӗсене хайӗн вӗренекенӗпе Михайлова Наталияпа Мускаври тӗнче халӑхӗсен «Этно-Эрато» ятлӑ модӑллӑ тумтир ӑсталаканӗсен конкурсӗнче хутшӑннӑ иккен.
Ку пулӑм акан 14-15-мӗшӗсенче иртнӗ имӗш. «Этно-Эрато» — патшалӑх пулӑшнипе аталанакан халӑх проекчӗ. Унӑн тӗллевӗ — тӗнчери халӑхсен йӑла-йӗркисене сыхласа тата аталантарса пырасси, модӑра тӑван халӑх культурине хальхи вӑхӑт сӗнӗвӗсемпе пӗрлештересси. Ҫак конкурса пула юлашки ҫулсенче «пысӑк мода» уҫлӑхне питӗ нумай ӑслӑ та хастар ҫамрӑк виркӗнсе кӗме пултарчӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енрен те. Кӑҫал «Мода-Эрато» 62 коллекцире 418 ҫӗнӗ мода-сӗнӳпе паллаштарнӑ имӗш. Пултаруллӑхне кӑтартма Раҫҫейри 22 регионсӑр пуҫне чикӗ леш енчен килнӗ ултӑ ӑста та хутшӑннӑ тет. Чӑваш Ен пикисем вара «Пӑлхар хӗрӗн тумӗ» модельпе «Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен тумӗ» номинацийӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑр ҫӳлти шайра пулнишӗн тӑрӑшни, чӑвашӑн чи пысӑк тӗллев пулинччӗ, ҫапла вӗт, тусӑмӑрсем!
«СУМ» лавкка таварсемпе пуянлансах пырать — ак, тин кӑнаҫ, унти таварсен йышӗ 300-тен иртрӗ. Чуна кантармалли, кӑмӑла хӑпартмалли, ӑса ҫивӗчлетмелли япаласем кунта пайтах сутӑнаҫҫӗ. Туянакансем те сахал мар — Тутарстан, Чӑваш ҫӗрӗ, Пушкӑртстан, Темен тӑрӑхӗ, Мускав...
Нумай пулмасть лаввкана вырнаҫнӑ таварсем: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» (130 тенкӗ), «Ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере» (100 тенкӗ), «Ермей Рожанский. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» (130 тенкӗ), «Краткая чувашская региональная энциклопедия (Пензенская, Саратовская, Ульяновская области)» (1 том 430 тенкӗ, 2-мӗш том 670 тенкӗ), курмаюрӑсен пуххисем («Пӗртӑвансем, юрлар-и?», «Атте», «Пулӑн эсӗ», «Калым (Турӑ ҫырни)» — пурте 100 тенкӗ).
Тетелти «СУМ» лавкка ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ! Ӑна хута яни пирки шӑп та лап акан 2-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн таварсен йышӗ 300-е ҫывхарни пирки асӑнма пулать. Паллах, вӗсем хушӑнсах пырӗҫ — ак, ҫитес вӑхӑтра та лавккара темиҫе ҫӗнни вырнаҫмалла. Ҫак 12 уйӑх хушшинче пурӗ 44 саккас тунӑ. Нумай-и, сахал-и? Сахал, паллах, анчах та реклама пулманнине шута илсен — ҫителӗклӗ пек туйӑнать. Саккасҫӑсем Раҫҫейӗн пур тӑрӑхӗсенчен те пулчӗҫ — Чӑваш Ен (9 саккас), Шупашкар (4), Мускав (3), Пушкӑртстан (3), Чӗмпӗр (2), Мускав облаҫӗ (2). Ҫавӑн пекех туянакансем Самар облаҫӗнчен, Перӗм енӗнчен, Тӗмен облаҫӗнчен, Тутарстанран, Кисан облаҫӗнчен, Кемӗр хулинчен, Екатеринбургран, Якутинчен, Тула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Анлӑ-и? Ҫапла пуль тетпӗр.
Шел те, тӗрӗслев шайӗнчен халӗ те тухаймарӗ-ха вӑл — туса ҫитерейменни нумай мар пулин те ҫук мар ҫав. Вӑраха тӑсӑлнин сӑлтавӗ те пур — ӑна эпир тӗппипе ҫӗнӗрен ҫырса, хатӗррипе усӑ курмарӑмӑр.
Пысӑк ҫынра пурте пысӑк пулмалла теҫҫӗ: туйӑмӗсем те, шухӑшӗсем те, ӗмӗчӗсем те, тӗллевӗсем те, ӗҫӗсем те — пурте-пурте. Юрий Спиридонов тӗлӗшпе илес пулсан ҫак каларӑш 100 проценчӗпех тӳрре тухать. Вӑл кӗлеткипе те боевиксенчи хӑватлӑ та харсӑр киносӑнара аса илтерет, ӗҫӗсемпе те тахҫанах палӑрнӑ. Юрий Николаевич пуҫӑнакан ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, пахалӑхӗ, курӑмлӑхӗ пирки иккӗленмелле мар, тӑвас ӗҫе вӑл тӗплӗ те ӑмсанмалла лайӑх тума хӑнӑхнӑ. Ю. Спиридоновӑн ҫынна пулӑшасси малти вырӑнта тӑрать: ачасене, уйрӑмах «йывӑр» теме хӑнӑхнисене, спортсменсене, чӑваш культурин ӗҫченӗсене тӗрек парсах тӑрать вӑл.
Юлашки ҫулсенче Ю.Спиридоновӑн пурнӑҫӗнче кино пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах вӑл каскадер пек Раҫҫей телевиденийӗнчи паллӑ «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ӳкерӗннӗ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерӗ — Андрей Голубев), «Человек войны» (Раҫҫей, режиссерӗ — Алексей Муратов) сериалсенче тӗп рольсенче пӗрне калӑпланӑ. «Белорусфильм» (режиссерӗ — Андрей Голубев) ун пирки автобиографиллӗ «Путь доброты» фильм та ӳкернӗ, унта Юрий Николаевич тӗп роле вылянӑ.
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ҫӑмӑл енӗпе чупакан Ҫӗмӗрле ҫамрӑк ачисем Мускаври ЦСКА спорт керменӗнче хӑнара пулнӑ. Кунта тӗнчипе йӑлана кӗнӗ «Вырӑс хӗлӗ» ӑмӑртусем иртнӗ. Маларах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ май пирӗн ҫамрӑксем кунта куракансен шутӗнче хутшӑннӑ.
Ӑмӑртусене Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко уҫнӑ. Ҫӗршывра кӑна мар, хӑйсен кӑтартӑвӗсемпе тӗнчипе палӑрнӑ спртсменсем ачасене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе тата ӗмӗтӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗмӗрлӗ ачисемпе спорт ӑстисем хӑйсен вӑхӑтне хӗрхенмесӗр кунӗпех ӗҫленӗ, вӗрентнӗ — чупас енӗпе Татьяна Зеленцова ӑс панӑ, утас енӗпе Ольга Каниськинӑпа Валерий Борчин пулӑшнӑ, ҫӳллӗ сикессипе Андрей Сильнов сӗнӳсем панӑ.
Ачасем ҫулҫӳреврен тулли кӑмӑлпа тата ҫӗнӗ ӗмӗтпе пуянланса таврӑннӑ.
Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать.
Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла.
Григорий Вакку эстрадӑпа сывпуллашать. Пултарулӑх ӗҫне вӗҫлекен концертсен ярӑмне вӑл Мускавра пуҫлать, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кашнине «Хӗрӗхрен иртсен пӗлетӗр-и мӗн?» программӑпа паллашма «Х.О.» кафене йыхравлать. Пуҫламӑшӗ 18 сехетре, савӑнӑҫлӑ уяв ҫӗрлеччен, 24 сехетччен, пырӗ, мӗн ирччен тӑсӑлӗ. Концерта ерсе пыраканӗ те хӑйех — Григорий Вакку. Билет хакӗ те пысӑк мар — 300 тенкӗ кӑна. Юлташсем, раштав сиввинче атьӑр кулӑпа та юрӑпа ӑшӑнар — Григорий Вакку концертӗнче савӑнар!
«Х.О.» кафе кунта вырнаҫнӑ: Мускав, Свиблово метро, Русанов пр., 25.
Яндакова Наталья Ҫӗмӗрле хулинчи 6-мӗш шкулта, 8-мӗш классра тӑрӑшать. Ҫӗмӗрлери шкулсенчи чи аван вӗренекенсенчен пӗри вӑл. Хӗрача хӑй пултаруллӑхне кӑтартман вырӑн та тупма йывӑр. Шахмӑтра, каратэ тата туризмра, биологи та экологире, литература тата ӳкересси енӗпе — пур ҫӗртре те хастар хӗр малти вырӑнсенче. Мӗн тӗрлӗ Ҫӗнтеру хучӗсем ҫук пулӗ унӑн. Шупашкартан, Мускавран тата ытти пысӑк хуласенчен, ҫӳллӗ вырӑнсенчен.
Наташа Кремль Чӑрӑшне хутшӑнни пире питӗ савӑнтарать те мӑнаҫлантарать. Нумайрах пултӑрччӗ Яндакова евӗр ачасем Чӑваш Енре!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |