Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Китайла, вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, чӑваш чӗлхи пирки аса та илмеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.08.2016 22:08 | 6763 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Ҫӗнӗ ыйтӑва хускатмастӑп. Ун пирки чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсем кунӗн-ҫӗрӗн калаҫаҫҫӗ, чан ҫапаҫҫӗ. «Пӗччен сурсан типет, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫавӑнпа темиҫе ҫын ҫеҫ ҫине тӑнипе лав малалла хускалмасть. «Ҫӳлтисем» ӑнланмасан, пулӑшмасан усси сахалрах.

Ачасене чӑвашла вӗрентменни пирки калаҫмашкӑн пӗр пулӑм хистерӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Никонов килсе кайрӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятие, ҫавра сӗтеле, конференцие хутшӑннӑ, унта Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ пирки калаҫнӑ. Вячеслав Никонова республикӑри шкулсем килӗшнӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр ача пахчине те ҫитсе курнӑ. Паллах, шӑпӑрлансемпе воспитательсем хаклӑ хӑнана хӑйсен ӳсӗмӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ача пахчине ҫӳрекен ачасем вырӑсла, акӑлчанла тата китайла вӗренни пирки Вячеслав Никонова калас кӑтартнӑ. Мӗншӗн пӗчӗкскерсене чӑвашла калаҫма вӗрентес мар? Ҫак ыйту чӑннипех те шухӑшлаттарать. Акӑлчанла кӑна мар, китайла та калаҫма тытӑнаҫҫӗ-ши вара пирӗн ачасем? Ашшӗ-амӑшӗ ахаль те вӗсене тӳрех вырӑсла пуплеме хӑнӑхтарать. Тӑван чӗлхене хӑть ача пахчинче ӑса хывасчӗ. Чӑнах та, тепӗр темиҫе ҫултан ачасем чӑваш чӗлхине ют чӗлхе пекех йышӑнма тытӗнӗҫ.

Федераци шайӗнчи хӑнасене наци тумӗ тӑхӑннӑ, чӑвашла калаҫакан ачасем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илсен мӗн тери аван. Ҫавӑнпа ҫеҫ эпир ыттисемшӗн интереслӗ пулаятпӑр.

Мӗншӗн пирӗн тутарсенчен тӗслӗх илес мар? Общество транспортӗнче пынӑ чухне вӗсен калаҫӑвне итлеме питӗ кӑмӑллӑ. Чӑвашла хыттӑн калаҫакансем ҫине вара пирӗн халӑх темшӗн кӑн! ҫаврӑнса пӑхать. Ҫавна пулах-ши — чылайӑшӗ тӑван чӗлхепе калаҫма вӑтанать, чӗлхене хуҫа-хуҫа вырӑсла пуплет. Ахаль ҫын е пысӑк пуҫлӑх вырӑсла акцентпа калаҫнӑ чухне чылайӑшӗ кулать. Чӑвашри пӗр пуҫлӑх вырӑсла шӑкӑр-шӑкӑр пуплеменнине (вӑл вара чӑвашла питӗ таса та яка калаҫать) тӗнче тетелӗнчи канашлура сӳтсе явнине, ун пирки темӗн те пӗр ҫырнине вулама тивнӗччӗ. «Малтан ҫемҫе пукан йышӑниччен вырӑсла лайӑх вӗренесчӗ» — ҫакнашкал ҫырни пайтахчӗ. Мӗншӗн кулмалла-ха? Чечня Республикин пуҫлӑхӗн те вырӑсла калаҫнӑ чухне акцент палӑрать. Анчах ун ҫине пӳрне тӗллесе никам та кулмасть. Мӗскӗнленетпӗр ҫав, хамӑра хисеплеместпӗр эпир…

 

Сӑн ҫинче: Мускавран килнӗ хаклӑ хӑна (сылтӑмран иккӗмӗшӗ)

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ачасем, #вӗренӳ, #хӑнасем, #ача пахчисем, #Шупашкар, #чӑваш чӗлхи, #Мускав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем