Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӳкеҫ

Культура

Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Самая читающая семья» (чӑв. Чи вулакан ҫемье) республикӑри конкурс ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чи вулаканнисем Канашпа Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑннине палӑртнӑ.

Харӑс ларса вулама кӑсӑклине республикӑри 58 ҫемье ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем — 15 районпа 4 хуларан. Ку шутра Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Етӗрне хулисем пур.

Конкурсра Канашри Игнатьевсем, Етӗрнери Семеновсем тата Кӳкеҫри Ташковсем ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑннисене хаклама Галина Белгалис тата Елена Светлая ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ.

 

Культура
Янӑшри конкурс вӑхӑтӗнче
Янӑшри конкурс вӑхӑтӗнче

Шупашкар районӗнчи ҫак кунсенче аслӑ ҫулхисен «Чунпа ҫамрӑк» пултарулӑх конкурсӗ малалла пырать. Ӗнер Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Шӑмӑшра иртнӗ. Гала-концерт авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче пулӗ.

Маларах конкурс Янӑшра иртнӗ. Унтине вырӑнтисемсӗр пуҫне Чӑрӑшкасси, Ишек ял тӑрӑхӗсенчи ӳркенмен ватӑсем пуҫтарӑннӑ.

Ҫулне кура мар вӑр-варрисене хаклакан тӳресен йышӗнче Ростислав Данилов та пур. Хӑй вӑхӑтӗнче Росислав Васильевич Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, халӗ вӑл Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмне ертсе пырать. Тӳресен йышӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкар районӗнчи клубсен тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ксения Виноградова, асӑннӑ тытӑмӑн пуҫлӑхӗн пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ксения Леонтьева.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян кӳкеҫсем Лапсарти юсанмалли 1-мӗш колонире ларнӑ арҫынна юлашки ҫула ӑсатнӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртесспе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн пресс-службин ертӳҫи Сергей Герасимов «ПроГород» хаҫата ӗнентернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ тӗпчев пырать.

Икӗ пӗчӗк ача ашшӗ 36 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче асӑрханӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ официаллӑ верси тӑрӑх, арҫын хӑй ҫине алӑ хунипе леш тӗнчене вӑхӑтсӑр ӑсаннӑ. Анчах унӑн тӑванӗсем вӑл хӑй ҫине алӑ хума пултарнине ӗненесшӗн мар иккен.

Лапсарта вырнаҫнӑ юсанмалли 1-мӗш колонире кӑҫал ҫуркунне те ҫын хӑй ҫине алӑ хунӑ тӗслӗх пулнӑ. Ун чухне те пӑтӑрмах пирки тӗрӗслев ирттерессине, материалсене РФ Следстви комитечӗн следстви управленине панине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра
Сергей Димитриев тата Владимир Димитриев
Сергей Димитриев тата Владимир Димитриев

Ӗнер Шупашкар районӗнчи социаллӑ учрежденисен коллективӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Димитриев тата ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗпе Сергей Димитриев ирттернӗ канашлура хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ.

Епле ӗҫлени тата пурӑнни пирки Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн, районти Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗн, Ӑс-тӑн енчен кая юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗн, ваттисене тата инвалидсене сиплекен «Вега» центрӑн, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн ертӳҫисем отчет тунӑ.

Тӗлпулӑва хутшӑннӑ министр социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерессине пахалӑхлӑ тата яваплӑн пурнӑҫламаллине палӑртса хӑварнӑ май ҫавӑнтан ҫынсен кӑмӑлӗ килнине аса илтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Пушар машини ҫула тухма хатӗр
Пушар машини ҫула тухма хатӗр

Шупашкар районӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗнче пушар хуралӗ йӗркеленӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекен урапасене пур муниципалитет та тытса тӑраймасть: ун валли укҫа та, вырӑн та, техника та, штат та кирлӗ.

Ишлейсем хӑйсен пушар хуралне иртнӗ эрне вӗҫӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах уҫнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтермелли урапана «Ишлейское» пушар хуралӗн харпӑрлӑхне куҫарса панӑ. «АРС-14» маркӑллӑ урапана малтан юсанӑ.

Халӗ ишлейсен хайсен посчӗ пур. Инкек сиксе тухсан урапа Ишлей ял тӑрӑхенчи ялсене кӑна мар, Кӑшавӑш, Ҫӗньял Покровски, Атайкасси, Вӑрман Ҫӗктер тӑрӑхӗсене те тухса вӗҫтерӗ.

Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишлейра муниципалитетӑн пушар хуралне йӗркелени асӑннӑ тӑрӑхри ялсем район центрӗнчен, Кӳкеҫрен, аякра вырнаҫнипе ҫыхӑннӑ.

 

Ҫурт-йӗр
Сивӗ шыв кранӗнчен вӗри юхать
Сивӗ шыв кранӗнчен вӗри юхать

Кӳкеҫре пурӑнакансенчен хӑшӗсем сивӗ шыв пӑрӑхӗнчен вӗри шыв юхни пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫыраҫҫӗ. Унта шавлани тӑрӑх хакласан, пӑтӑрмахӗ темиҫе кун каяллах пуҫланнӑ.

Сивви вырӑнне вӗри шыв юхни, ҫынсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, шыв ӑшӑтмалли хатӗрсене хӑшӗсем сӳнтерменнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Анчах хваттертен хваттере шаккаса ҫӳрени те усӑ кӳмен теҫҫӗ. Пурте: «Пирӗн йӗркеллех», — тесе ӗнентереҫҫӗ-мӗн.

Первомайски урамри 3-мӗш ҫуртра пурӑнакан Алена Чаликова ҫур кун вӗри шыв кайнӑ хыҫҫӑн икӗ крантан та сивӗ шыв кайма тытӑннине пӗлтерет.

«Кранри вӗри шывпа ачасем пиҫсе кайма пултараҫҫӗ», — пӑшӑрханать, сӑмахран, Кӳкеҫре пурӑнакан Ольга Михайлова. Хӗрарӑм шучӗпе, ку ӑнланманлӑха татса пама ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсен хушша-хуппа кӗме вӑхӑт.

 

Спорт

2004 ҫултанпа авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа велучупу иртет. Кӑҫал спортсменсем авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитӗҫ.

Кӑҫал ҫулсене юсанӑ май спортсменсем хулара вӗлесипедпа ярӑнмӗҫ, тӳрех космонавт ҫуралнӑ яла кайӗҫ. Старт «Химик» культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитсе килмешкӗн — 40 ҫухрӑм. Ҫавӑнпа ҫак дистанцие парӑнтарма пултаракан велочупуҫӑсене старта чӗнеҫҫӗ.

Кӑҫал велоколоннӑна Юрий Степановпа Павел Попов ертсе пырӗҫ. Ҫӗрпӳри Владимир Николаев унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗ. Вӑл педале сылтӑм урипе ҫеҫ ҫавӑрӗ. Юрий Степановпа Павел Попов вара педале ятарлӑ хатӗрпе ҫавӑрӗҫ, вӗсен хенбайк пулӗ.

Кӑҫал Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан 87 ҫул тултарӗччӗ. Ҫавна май тепӗр старт пулӗ. Вӗсем Шуршӑлтан Кӳкеҫе, 87 ҫухрӑмран кая мар, велосипедпа кайӗҫ, Шупашкар районӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Шупашкарта ырӑ мар шӑршӑ кӗни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Сывлӑш таса маррине Шупашкар районӗнче пурӑнакансем те сисеҫҫӗ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем ӗнер 19 сехет тӗлӗнче асӑннӑ районти Арккасси ялӗн хӗвеланӑҫ районӗнчи сывлӑша тӗрӗслеме илсе пӑхнӑ. Роспотребнадзорӑни республикӑри управленийӗ хальтерех пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑшри аммиак виҫи виҫерен 4 хут, сероводород 2 хут пысӑкраххи палӑрнӑ. Специалистсем ҫакӑнта «Юрма» агрохолдинг витӗм кӳрет тесе шухӑшланӑран асӑннӑ кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче паян планпа пӑхман тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Ӗнер тата виҫӗмкун, сӑмах май каласан, Кӳкеҫӗн Советски урам вӗҫӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсем патӗнче те ырӑ мар шӑршӑ самай тӑчӗ, паян та халӗ сӑмсана ҫуракан ҫав шӑршӑ килет. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен пысӑк комплекссем пур ытти тӑрӑхра та тислӗк шӑрши сарӑлмасӑр пулмасть-тӗр. Шупашкар районӗнчи Мамӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансем те вырӑнти сысна ферминчен шӑршӑ сарӑлни пирки каланине час-часах илтме тивет.

 

Ҫурт-йӗр

Нумаях пулмасть Кӳкеҫри Шоссе урмӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шар курнӑ. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫусан вӗсен ҫуртне шыв аннӑ. Пат-пат! тумламан, самаях вӑйлӑ юхнӑ.

Чи малтанах виҫҫӗмӗш хутра пурӑнакансем сехӗрленсе ӳкнӗ. Галина Евлампиева аялти кӳршисене ҫӑлас тӗллевпе шыв юхакан вырӑнсене тирӗк лартнӑ, ҫӗрӗпе вӗсене пушатса ҫӳренӗ.

Ҫумӑр Владимир Ивановӑн ҫуртне те сӑтӑр кӳнӗ. Вырсарникун киле кӗрсен вӑл чӑннипех те тӗлӗннӗ: йӑлтах ишет. Алӑксем те йӗпенсе тайӑлнӑ. Ун умӗн кӑна вӑл хваттерне 100 пин тенкӗлӗх юсанӑ.

Ку ҫуртра подрядчик тӗплӗ юсав ирттернӗ. Ӗҫе пурнӑҫланӑ май ҫурт тӑррине сӳнӗ. Строительство материалӗ ҫитменрен ӗҫ чарӑнса ларнӑ.

Ҫуртра пурӑнакансем тарӑхнипе тӗплӗ юсав фондне ҫырупа тухнӑ. Куншӑн подрядчик айӑплине палӑртнӑ. Вӑл тӑкака саплаштарма хирӗҫ мар-мӗн.

 

Вӗренӳ
 Ӑс-тӑн енчен юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗ
Ӑс-тӑн енчен юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗ

Чӑваш Енӗн Общество палатипе республикӑн Вӗренӳ министерстви ҫак кунсенче тата ҫитес уйӑхра ачасен ҫурчӗсене тӗрӗслеме палӑртнӑ. Специалистсем 7 интерната ҫитӗҫ.

Икӗ ведомство — пӗри халӑх организацийӗ шутланать, тепри министерство, тӗрӗслевпе тухнине РФ Праивтельствин ирнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвне пурнӑҫланипе сӑлтавлаҫҫӗ. Федераци шайӗнчи хут тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене интернатсенче епле усранине хаклама хистет. Шурӑ хутра хура чернилпа ҫырнине пурнӑҫласа ача ҫурчӗсенчи пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансен, учрежденисен ертӳҫисен ытларах тимлемелле.

Тӗрӗслевҫӗсем хальлӗхе Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртчӗнче тата Ӑс-тӑн енчен юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫуртӗнче пулма ӗлкӗрнӗ.

Ҫитсе ҫаврӑнни тӑрӑх Раҫҫейӗн Общество палатине тата Вӗренӳ министерствине хыпарламалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ... 43
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть