Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Конкурссем

Чӑваш чӗлхи
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелет.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ ‒ хальхи чӑваш литературине аталантарасси, пултаруллӑ авторсене пулӑшасси, чӑвашла ҫыракансене хавхалатарасси.

Конкурса материалсене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнӗҫ: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви. Унсӑр пуҫне fed_ol@mail.ru электрон адреспа «Чӑваш романӗ» конкурса» тесе ярса пама пулать.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хушавӑш ялӗнче пурӑнакан Алякинсем ҫӗнтернӗ. Чыслав Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ.

Ҫемье пуҫӗ Дмитрий Сергеевич ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать , унта вӑл 2022 ҫултанпа. Вӑл Жуков орденне тата тӗрлӗ медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗ Светлана Валериевна – Тӑван ҫӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗн хастарӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл – ял старости. Алякинсен икӗ хӗр ҫитӗнет.

Конкурсра ҫӗнтернӗ ҫемьене Дипломпа тата 50 пин тенкӗлӗх сертификатпа чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16227
 

Персона
Кирилл Степанов архивӗнчи сӑн
Кирилл Степанов архивӗнчи сӑн

Элӗк округӗнчи блогер тата ҫамрӑк фермер Кирилл Степанов каллех ҫитӗнӳ тунӑ. Хальхинче вӑл «Время молодых» проектра «АгроЛидер» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ку проекта Мускаври «Раҫҫей» наци центрӗнче пӗтӗмлетнӗ. Чыслава Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесри 1600 ытла ҫамрӑка чӗннӗ. Вӗсен йышӗнче ҫамрӑксен юхӑмӗсен лидерӗсем, усламҫӑсем, регионсенче ҫамрӑксен политикине аталантаракан специалистсем пулнӑ.

Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра Кирилл Таиландра канать. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. «Икӗ ҫул пӗр канмасӑр ӗҫленӗ, акӑ халӗ пӗрремӗш отпуск. Таиланд. Аннеҫӗм, тавах, хуҫалӑх санӑн шанчӑклӑ аллунта», — тесе ҫырнӑ Кирилл.

 

Раҫҫейре
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раҫҫейри чи лайӑх педагог-библиотекарьсем Чӑвашра ӗҫлеҫҫӗ.

Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче тимлекен Саида Колдашова тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Галина Чернышёва «Раҫҫейри чи лайӑх педагог-библиотекарь» конкурс призёрӗсем пулса тӑнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта хыпарланӑ.

Конкурса 89 регионтан 3000 яхӑн заявка тӑратнӑ, 300-шӗ финала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16750
 

Республикӑра

Чӑваш Енри тӑватӑ ял чи лайӑх стелӑна палӑртмалли конкурса хутшӑнать. Вӗсем – Тӑвай, Кӳкеҫ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне.

Тӑвай «Пысӑк йышши ял тӑрӑхӗ» категорире тупӑшать. Ҫӗмӗрле, Етӗрне тата Кӳкеҫ «Пӗчӗк хуласем тата поселоксем» категорири сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ.

Чи нумай сасӑ пухнӑ проектсем финала тухӗҫ.

 

Раҫҫейре
 Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.
Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.

Пирӗн ентеш Адель Редькова Мускаври илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн Чӑваш Ен чысне Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чиперккесем хӳтӗленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Адель Редькова «Чи пӗчӗк принцесса» тата «Чи пӗчӗк МартинМедиа мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Ӑна Турцире канмалли путевка парса хавхалантарнӑ.

Адель халӗ ҫӗршыв чысне Грузире иртекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗнче хӳтӗлме хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона

Чӑваш Енри Наталья Иванова Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи кӑтартусемпе чи лайӑх ача-пӑча тренерӗ пулса тӑнӑ.

Наталья Иванова тренерта 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл – ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ.

Палӑртса хӑварар: конкурсра мала тухассишӗн 114 ял-хулари 171 тренер тупӑшнӑ.

 

Республикӑра

Куславккари Аксинья Кудряшова, 7-мӗш класра вӗренекенскер, Раҫҫей ШӖМӗ йӗркеленӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унӑн ӗҫӗ 12-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче палӑрнӑ.

Аксинья ашшӗ-амӑшне ӳкернӗ. Унӑн амӑшӗ Светлана Николаевна – полици капитанӗ. Ашшӗ Владимир Николаевич – отставкӑри майор. Вӗсем службӑра паллашнӑ. Халӗ 3 ача ӳстереҫҫӗ: Катя, Аксинья тата Андрей. Аппӑшӗ те хитре ӳкерет, вӑл та ку конкурса икӗ хут хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25494
 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Михаил Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк ертӳҫӗсен «Ял лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ.

Унта ҫӗршывран пӗтӗмпе 16 пин ытла заявка килнӗ. Чӑваш Енрен иккӗн финала тухнӑ: Михаил Николаев тата Канаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Ольга Медведева.

Конкурсра виҫӗ тапхӑр пулнӑ. Михаил Николаев кашни задание ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа мала тухнӑ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 201-мӗш ача пахчин аслӑ воспитателӗ Ирина Дергунова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри воспитательсем» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ.

Пирӗн ентеш «Шкул умӗнхи инклюзивлӑ вӗренӗве пурнӑҫланин чи лайӑх практики» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, Ирина Дергуновӑн практики ача пахчине хӑтлӑ тума, унти шӑпӑрлансене аталанма пулӑшать.

Сӑмах май, конкурса ҫӗршыври 500 ытла воспитатель хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 179
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 27

1935
91
Социализма тӑвас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш АССРӗ Ленин орденне тивӗҫнӗ.
1940
86
Зайцев Алексей Иванович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Дмитриев Иосиф Александрович театр режиссёрĕ çуралнă.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть