Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Конкурссем

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлери юман «Деревья – памятники живой природы» (чӑв. Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн палӑкӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри программӑна хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: уншӑн ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сасӑламалли.

Асӑннӑ конкурса хутшӑнакан йывӑҫсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӳсеҫҫӗ. Ҫӗмӗрлери юман 250 ҫулта. 2023 ҫулта ӑна Раҫҫейӗн авалхи йывӑҫӗсен реестрне кӗртнӗ.

 

Чӑвашлӑх
chwom.rchuv.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
chwom.rchuv.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш чӗлхи кунӗнче Муркашра «Пӗчӗк Нарспи» конкурс иртнӗ. Ӑна унта ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.

Хальхинче конкурса 4-10 ҫулсенчи 29 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне кӑтартса панӑ. Вӗсене районти культура тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Л.А. Рыжкова саламланӑ.

«Пӗчӗк Нарспи»-2025 ята «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) 3-мӗш ача пахчинчи Анна Кожевникова ҫӗнсе илнӗ.

 

Чӑвашлӑх
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш чӗлхине сарас, унӑн сумне ӳстерес, тӑван халӑх культурине хисепе хума вӗрентес тӗллевпе культура тата вӗренӳ учрежденийӗсем ҫеҫ мар, кирек мӗнле хастар та хӑйӗн тӳпине хывма пултарать.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр «Контактри» хӑйӗн страницинчен чӑвашла ӳкерсе илемлетнӗ турилккесене выляттарать. Черетлӗ вылява паян, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче турилккене Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ ҫӗнсе илнӗ. Илемлӗ турилккене унччен Крымра пурӑнакан арҫын патне ӑсатнӑ.

«С Днём чувашского языка! Тӑван чӗлхене юратар, манар мар, туссем! Ачасене те чӑвашлах вӗрентер. Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс, виҫӗ чӗлхе — виҫӗ ӑс», — тесе ҫырса хунӑ учреждени конкурса пӗтӗмлетнӗ май.

 

Чӑвашлӑх

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Асамат вулавӗсем» конкурс иртнӗ.

Поэзи ӑмӑртӑвне Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул, Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.

Ӑмӑртӑва хулари тӗрлӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен 33 учитель хутшӑннӑ, вӗсем Чӑваш халӑх поэчӗн Светлана Асаматӑн «Чыс та мухтав сире...» кӗнекинчи Константин Иванова халалланӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр илемлӗ каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канашри чӑх-чӗп фабрики шкул ачисен хушшинче ирттернӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса ҫӑмарта упаковки ҫинчи логотип хатӗрлес тӗллевпе ирттернӗ.

Унта округри шкул ачисем хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнепе хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑншӑн – ноутбук, иккӗмӗш вырӑншӑн – планшет, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн смартфон панӑ. Кунсӑр пуҫне 15 лауреата «Канаш» ӑратлӑ чӑх-чӗп фабрикин грамотипе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13581
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗ, гид-экскурсовод, «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх экскурсовод – 2024» конкурс лауреачӗ Татьяна Миронова Пӗтӗм тӗнчери «Проводники смыслов. Экскурсоводы Победы» сумлӑ конкурс финалистки пулса тӑнӑ. Ку конкурса «Росмолодежь» йӗркелет.

5 пине яхӑн ҫынран чи лайӑх 400 экскурсовода кӑна суйланӑ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пур. Татьяна Миронова - Вӑрмартан.

Ҫитес вӑхӑтра Татьяна Мускавра экскурсоводсемпе тӗл пулӗ, вӗренӳ мероприятийӗсене хутшӑнӗ, культура объекчӗсене кайса курӗ. Ҫавӑн чухнех ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20736
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ирттерекен чӑвашла пьесӑсен конкурсне ӗҫсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче аса илтернӗ.

Конкурс икӗ номинаципе иртет: «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» тата «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса». Ҫӗнтерӳҫӗсене 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ.

Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 56-50-48.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Семейный театр» (чӑв. Ҫемье театрӗ) республикӑри конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫӳралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурс тӗллевӗ — чӑваш литературин пуянлӑхӗпе паллаштарасси. Унта пӗр ҫемье лартнӑ постановкӑсемпе хутшӑнма пулать.

Конкурса утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӗҫ.

 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванв ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗ Александр Игнатьев – «Островский. Опыт постижения» актер лабораторине хутшӑнӗ.

Раҫҫейри Пӗчӗк театр 180 заявкӑран 17-шне суйласа илнӗ. Чӑваш артисчӗ сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.

«Островский. Опыт постижения» лаборатори Мускаври Пӗчӗк театрта ҫӗртме уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Лабораторие Раҫҫӗйӗн Культура министерстви пулӑшӗ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нумаях пулмасть «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта Юлия Переверзева ҫӗнтернӗ. Унӑн йӑх несӗлӗсем – Чӑваш Енрен.

Юлия Мускавра пурӑнать. Унӑн ашшӗ – Чӑваш Енрен. Юлия хӑй те 11-16 ҫулта чухне Шупашкарта пурӑннӑ, чӑвашла калаҫма, ташлама вӗреннӗ.

Юлия конкурсра та чӑваш эрешӗллӗ тум тӑхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75505
 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 174
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 28

1918
108
Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ.
1968
58
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
17
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть