
Маршрутка водителӗнче ӗҫлекен Надежда Тихонова «Автоледи» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурс иртесси пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ.
Ку конкурс Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче иртнӗ. Жюри пайташӗсем хӗрсемпе хӗрарӑмсем машинӑпа мӗнле ҫӳренине, ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӑхӑннине хакланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: пӗрремӗш вырӑна Надежда Тихонова тухнӑ. Надежда – икӗ ача амӑшӗ. Вӑл пултарулӑх енчен те маттур: гитара калать, сӑвӑсем ҫырать. Вӗсене маршрутка салонне те ҫыпӑҫтарать – пассажирсем киленсе вулаҫҫӗ. Ӗҫӗ унӑн ҫӑмӑлах мар: кашни кун тенӗ пек маршруткӑпа ҫынсене илсе ҫӳрет.
Сӑмах май, Надежда Тихонова конкурса иккӗмӗш хут хутшӑннӑ. 2023 ҫулта вӑл 2-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Кӑҫал та вӑл хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 55 ҫулти Ивета Орендеева Мускавран харӑсах виҫӗ титулпа таврӑннӑ.
Вӑл «Раҫҫей Ҫут тӗнче мисӗ» коронӑна ҫӗнсе илнӗ. Жюри пайташӗсем унӑн ӑсне, пултарулӑхне те хакланӑ, «Интеллект мисӗ» тата «Ӗлккенлӗх мисӗ» ятарлӑ парнесемпе те чысланӑ.
Конкурс финалӗ ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ. Пирӗн ентеш 50 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен хушшинче тӗп коронӑна ҫӗнсе илнӗ.
Иветӑшӑн ку – пиллӗкмӗш конкурс. Унччен вӑл Чӑваш Ене федераци тата регион шайӗнчи подиумсенче хӳтӗленӗ. Вӗсенче туслӑха кӑтартнӑшӑн тата хутшӑнма пӗлнӗшӗн ятсем ҫӗнсе илнӗ. Халӗ ав унӑн коллекцийӗнче тепӗр корона пур.
Палӑртса хӑварар: Ивета виҫӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ икӗ мӑнукне пӑхма пулӑшать. Вӑл илем сферинче ӗҫлет, саккассем паракан пунктпа ҫыхӑннӑ услама аталантарать.

Чӑваш Енри юрӑҫ Тайландра иртнӗ илем конкурсӗнче палӑрнӑ.
Зинаида Раймова Miss Tourism Queen International конкурса хутшӑннӑ та унта вӑл 4-мӗш вице-миссис пулса тӑнӑ.
Илем конкурсне 21 ҫӗршыври ҫамрӑк хӗрарӑмсем хутшӑннӑ.
Илем конкурсӗнче чи хитри тесе Вьетнам хӗрне палӑртнӑ. Финала лекнисен топӗнче — Камбоджа, Филиппин, Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывӗнчи хӗрсем.

Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире чи лайӑххи» конкурспа килӗшӳллӗн иртнӗ «Каменщик» номинацире ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.
Кӑҫал чи лайӑххин ятне илессишӗн республикӑри ертсе пыракан строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан 9 специалист вӑй виҫнӗ. Конкурса хутшӑнакансем теори пӗлӗвне кӑтартнисӗр пуҫне эрешлесе кирпӗч хунӑ: «26» эреш пулса тухнӑ.
Конкурсра «СЗ «Стройтрест №3» АОра ӗҫлекен Алексей Петрянкин мала тухнӑ. Вӑл ку организацире 20 ҫула яхӑн вӑй хурать. 2024 ҫулта вара тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ.
Иккӗмӗш вырӑна – Юрий Матвеев, виҫҫӗмӗш вырӑна Дмитрий Шагаров тухнӑ.
Финал Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ специалист Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи чиперкке Светлана Григорьева Чӑваш Республикин чысне «Тӗнчен Раҫҫей мисӗ» конкурсра хӳтӗлӗ.
Вӑл республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнӑ. Светлана Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче ӗҫлет, «Трактор савутӗнчи» проектсене ертсе пырать. Кунсӑр пуҫне ташӑ студине ертсе пырать. Вӑл – икӗ хӗрача амӑшӗ.
Хӗрӗсем хӑйсем те унччен «Чӑваш Енри ҫамрӑк мисс» конкурса хутшӑнса мала тухнӑ. Шӑпах вӗсем амӑшне илем конкурсне хутшӑнма хавхалантарнӑ та.
Финал ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Мускавра иртӗ.

Чӑваш Енри вӗрентекен Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне лекнӗ. Сӑмах – Татьяна Константинова пирки.
Вӑл Финанс университечӗн Канашри филиалӗнче студентсене вӗрентет. Педагог Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци технологийӗсен «Чи ҫамрӑк преподаватель» конкурсне хутшӑнса палӑрнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑрта ҫӗршыври 500 ытла вӗрентекен тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 80 ҫын лекнӗ. Унта Татьяна Вячеславовна хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Жюри ӑна пысӑк хак панӑ. Ҫапла пирӗн ентеш 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Татьяна Константиновӑна Патшалӑх Думин ӑслӑлӑхпа аслӑ вӗрентӗвӗн комитечӗн пӗрремӗш ҫумӗн Тав хучӗпе те чысланӑ. Ӑна Татьяна вӗрентӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерстви республика шайӗнче «Ача садӗнчи Акатуй» конкурс ирттерет. Унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. 1-мӗшӗ – муниципалитет тапхӑрӗ. Вӑл ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. 2-мӗш тапхӑр – республика шайӗнчи. Вӑл ҫӗртмен 15-17-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче финал Шупашкарти 203-мӗш ача садӗнче пулӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Республика шайӗнчи конкурсра ҫак критерисем хушма балсем парӗҫ: чӑвашла тухса калаҫни, «Контактра» халӑх тетелӗнче #НЕДЕЛЯАКАТУЙ21 хэштегпа публикацисем вырнаҫтарни, шкул ачисем хутшӑнни тата оригиналлӑ шухӑша пурнӑҫлани.
Ыйтса пӗлмелли телефон: 58-47-19 (122 хушмалла), 58-37-89, (118 хушмалла).

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Этелек ялӗнче чӑваш халӑх ташшин облаҫри конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Пушкӑрт Республикин халӑх артистне Н.И. Осипова халалласа йӗркеленӗ.
Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче иртнӗ ҫак уява Похвиҫнӗ, Клевлӗ, Шунтал тата Чаллӑпуҫ районӗсенчи 18 ушкӑн хутшӑннӑ. Самар тата Шупашкар хулисенчен уйрӑм юрӑҫсем килнӗ. Пурӗ 70 ытла ҫын хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Конкурса чӑвашсен «Пехил» обществи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ тата администраци пулӑшнипе ирттернӗ. Хутшӑннӑ пур ҫынна та дипломсемпе призсем панӑ. Шунтал районӗнчи «Зорюшка» ансамбль пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Транспортпа пулӑшнӑшӑн Шунтал районӗн администрацине тата «Пехил» обществӑн ертӳҫине О.Н. Зиновьевана тав тунӑ.

Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Автоледи 2026» конкурс иртӗ.
Хӗрарӑм водительсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑхра ӑмӑртӗҫ, чи маттуррисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех шоу-программа пулӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене часрах памалла – вырӑн питех нумай мар.
Сӑмах май, пӗлтӗр 30 хӗрарӑмран 12-шӗ ҫеҫ финала лекнӗ. Ун чухне пӗрремӗш вырӑна Екатерина Матвеева йышӑннӑ. Иккӗмӗш Марина Васильева пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Анастасия Чинаевӑпа Екатерина Ятрушева пайланӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем актер тата режиссер ӗҫӗсен «Ҫутӑ ӗмӗт» республикӑри фестиваль‑конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Фестивале Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш вырӑна «Нас бьют, мы летаем» постановкӑпа Антонина Казеева тухнӑ. «Юратуран вӑйли ҫук» композиципе Галина Кузнецова иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Куракансем кӑмӑлланӑ номинаци те пулнӑ. Кунта Григорий Петрова «Встреча» этюдшӑн (унта культура колледжӗн студенчӗсем Дарья Рябова тата Андрей Краснов вылянӑ) палӑрнӑ.
Театр «хӑюлӑхшӑн, пултарулӑхри шыравшӑн, фестивле хутшӑннӑшӑн» Алексей Александров, Никита Ильин тата Анастасия Емельянова ҫамрӑк артистсене те тав тӑвать.
