Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ.
«Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ.
Шупашкарти элеватор ҫӑнӑх авӑртакансен конкурсӗнче каллех ҫӗнтернӗ. Предприяти «Лучшая мельница России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх арман) статуэткӑна тивӗҫнӗ. Сумлӑ ҫак наградӑна элеватор тӑххӑрмӗш ҫул тивӗҫет иккен.
Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» акционер обществин филиалӗ шутланать. Унта ҫулсерен 200 пине яхӑн тонна тырӑ тирпейлеҫҫӗ, 140 пин тонна ытла продукци туса кӑлараҫҫӗ. Предприяти ҫӑнӑхпа Чӑваш Ене тивӗҫтернипе пӗрлех продукцие ҫӗршыври 17 региона тата Узбекистана, Казахстана, Таджикистана ӑсатать.
Чӑваш Енри Валентина Алексеева илем конкурсӗн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
«Раҫҫей пики» конкурса Шупашкарти тата тепӗр хӗр хутшӑнӗ. Вӑл — Чӑваш Енри илем конкурсӗнче кӑҫал ҫӗнтернӗ Алла Кадеева.
Вӑл та вун саккӑрта. А.Н. Косыгин ячӗллӗ университечӗн пӗрремӗш курс студентки. Ту ҫинче йӗлтӗрпе ярӑнма юратать, вырӑс классикине кӑмӑллать, тӗрлеме тата курса ҫӳреме килӗштерет.
«Раҫҫей мисӗ» наци илем конкурсӗ пуҫланнӑ. Лайӑх хыпар: Шупашкарти 18 ҫулти Валентина Алексеева финала тухнӑ. 85 пин чиперккерен финала 50-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - пирӗн ентеш те.
Валентина хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать, унтах вӗренет. Шупашкара хӑнана тӑванӗсем патне килет. Унӑн чун киленӗҫӗ: йога, ташӑ, фитнес, макияж тӑвасси.
Халӗ Валентина финала хатӗрленет, Чӑваш Ене тивӗҫлипе хӳтӗлесшӗн. Вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртет.
Шупашкарти 7-мӗш шкул директорӗн канашҫи Надежда Аполлонова Пӗтӗм Раҫҫейри патриотлӑх воспитанийӗн «Быть, а не казаться!» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Наставник-профессионал» номинацире мала тухнӑ.
Конкурс финалӗ Волгоград хулинче иртнӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ енчен тӗрӗҫленӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем уҫӑ уроксем ирттернӗ, социаллӑ проектсем хатӗрленӗ, ҫарпа спорт мероприятийӗсене ирттернӗ… Надежда Аполлонова чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрса пуринчен те иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри историпе обществознани вӗрентекенӗ Артем Максимов Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.
Конкурс пуҫланнӑ. Пӗрремӗш тур Саратов хулинче иртет. Артем Владимирович унта обществознанипе урок ирттернӗ, ачасем кӑсӑклӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Халӗ унӑн «Педагогпа – интервью» тапхӑр витӗр тухмалла: унта жюри пайташӗсемпе калаҫӗҫ. Кайран 20 вӗрентекен иккӗмӗш тура хутшӑнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Вӗрентекен кунӗнче, юпан 5-мӗшӗнче, чыслӗҫ.
Чӑваш Енри электрик Дмитрий Николаев «Профессипе чи лайӑххи» Раҫҫейри конкурсра мала тухса 1 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Вӑл 550 балран 531,5-шне пухнӑ.
Жюри пайташӗсем Дмитрий ыттисенчен самай иртсе кайнине палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 42 специалист хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Дмитрий Николаев Шупашкарти ГЭСра ӗҫлет. Вӑл конкурса хутшӑнни уншӑн паха опыт пулнине палӑртнӑ.
Ольга Кошелева Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессипе чи лайӑххи» конкурса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «Чи лайӑх сыр пӗҫерекен» номинацире палӑрнӑ.
Конкурса 34 регионти сыр пӗсерекен 45 ӑста хутшӑннӑ. Кашниех хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ольга Кошелева 500 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: Ольга сырӑн 20 ытла тӗсне хатӗрлет. Ку енӗпе вӑл малалла аталанасшӑн.
Тӑвай округӗнчи Татьяна Юркина сыр пӗҫерес енӗпе чӑн-чӑн ӑста. Качотта, сулугуни, халуми, ламбер… Тӗрлӗрен сыр хатӗрлет вӑл.
Татьяна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ ҫыннисем» конкурса хутшӑнма заявка панӑ. Вӑл «Ӗҫлӗ хӗрарӑм» номинацире тупӑшӗ.
Татьяна Юркина хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран пулӑшу илнӗ. 2023 ҫулта унӑн предприятийӗнче 800 килограма яхӑн сыр тунӑ. Кӑҫал вара ку кӑтартӑва тата пысӑклатасшӑн. Унӑн сырӗсене Вӑрмар, Тӑвай, Канаш Ҫӗрпӳ, Патӑрьел округӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем юратса ҫиеҫҫӗ.
Республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурс иртет. Кӑҫал унта ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлекен 26 ҫын хутшӑнать. Вӗсенчен 6-шӗ - хӗрарӑмсем.
Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 20-мӗшӗччен иртет. Онлайн сасӑлавпа чи лайӑххине палӑртӗҫ. Юпан 7-16-мӗшӗсенче регион шайӗнчи тапхӑр пулӗ. Унта онлайн сасӑлавра ҫӗнтернӗ участковӑй республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ.
Сӑмах май, 2016, 2021 тата 2022 ҫулсенче чи лайӑх участковӑй пулнӑ Сергей Ипатьев кӑҫал та конкурса хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |