Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Йӗпреҫ округӗнче культура ҫурчӗн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Ахӑртнех, ку юр йывӑрӑшне пула. Кун пирки округ пуҫлӑхӗ Игорь Семенов телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Ку пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Сӑмах Буинскри культура ҫурчӗ пирки пырать. Ҫурт кивӗскер, ӑна 1937 ҫулта хута янӑ.
Тӑрӑ ишӗлсе ансанах округ пуҫлӑхӗ вырӑна ҫитнӗ, пӗтӗм службӑпа тата район прокурорӗпе Василий Николаевпа пӗрле канашлу ирттернӗ.
Культура ҫуртӗнчи администраци ӗҫченӗсене, библиотекарьсене, культура ӗҫченӗсене вӑхӑтлӑха ача пахчине вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пушӑ пӳлӗмсене йышӑннӑ, унта уйрӑм алӑкран кӗрсе ҫӳреме пулать.
Специалистсем тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутлама культура ҫуртне тӗрӗсленӗ.
