Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Мерседес» машинӑпа ҫула тухнӑ водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ. Унсӑр пуҫне салонта ларса пынӑ тепӗр ҫынна, 26 ҫулти каччӑна, больницӑна ӑсатнӑ. Анчах вӑл паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
«Мерседес» рулӗ умӗнче пулнӑ 26 ҫулти ҫамрӑк водитель правине 2023 ҫулта илнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗсменнине тӗрӗсленме килӗшменрен кӗҫех вӑл водитель прависӗр тӑрса юлнӑ. Удовстоверение пӗлтӗрхи кӗркунне ҫеҫ каялла тепре илнӗ.
«Лада» машинӑн водителбне (руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ) тата салонти икӗ пассажира (вӗсенчен пӗри 4 ҫулти ача) больницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене киле янӑ.
