Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йăмраллă ялСар ачапа сарă хĕрÇамрăк ĕмĕтҪул пуҫламӑшӗПăва çулĕ çинчеХусанТаркăн

Чечек


Хӳхĕм хĕр ӳстернĕ çав пике,

Вăл, иккен, Чечек ятпа çӳренĕ.

Çитĕнсе çитсессĕн Чечеке

Кӳршĕ çĕршыва кайма пилленĕ.

 

Вăл Византире патша килне

Кӳнĕ имĕш хăйне май чиперлĕх:

Хатĕрленĕ йышăну тумне,

Ун ятнех илет-мĕн çав еткерлĕх.

 

Тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕршыври патша

Пирĕн йăх пикисене юратнă,

Хунаттарнă тет хурăнташа,

Арăслан пек ывăл-хĕр çуратнă.

 

Пăлхарти мухтавлă хĕрсене

Вырăс кнеçĕсем те тиркемен-мĕн.

Тăванла курсассăн пĕр-пĕрне —

Пĕр çĕршыв та хытă сехĕрленмĕ.

Чăваш ятпа черетленсе килсе тăратпăр...


Чăваш ятпа черетленсе килсе тăратпăр,

Каятпăр çутă тĕнчерен пĕр харăс мар,

Кунта ачасене пиллетпĕр, хăваратпăр,

çĕр пин юррăмăра парса, çĕр пин сăмах…

 

Мĕскершĕн пурăнатпăр çĕр çинче, атьсемĕр,

ăçта çитерĕ-ши çак пурăнăç çăмхи?

Христос çуралнăран иртейрĕ çирĕм ĕмĕр.

Ун умĕнхи мĕнле, мĕскер ун хыççăнхи?

 

Куç умĕнче – Еврази хирĕсен тусанĕ

Каганлăхсем, ĕмпӳлĕхсем, Ылтăн Урта…

Скиф-Çĕпĕр тĕнчинчен хăрать хĕреслĕ Анăç,

Атăл тавра хунать пăлхар, пăртас…

 

Чăваш ятпа черетленсе килсе тăратпăр,

каятпăр çакă тĕнчерен пĕр харăс мар.

Пăхатпăр каялла, хамăр йăха тăсатпăр,

çак пурнăç тупсăмне пуçлатпăр шырама.

 

Христос çуралнăран иртейрĕ çирĕм ĕмĕр,

чĕлхе-сăмах, чунсем куçаç ламран лама.

Этемлĕхĕн пулайтăр çĕр çинче пĕр ĕмĕт,

çут тĕнчепе çураçăнса пурăнмалла.

Çитетпĕр çĕнĕ ĕмĕре...


Çитетпĕр çĕнĕ ĕмĕре,

пин çуллăха кĕретпĕр.

Çаплах телей чухне кулсан,

инкек чухне йĕретпĕр.

Нимех те улшăнман çак тĕнчере,

мĕн пурĕ пулнă, пулнă.

Тен, çав шутран эпир те.

Тен, тĕлĕкре вăл юлнă?

С.Ф. Сайкина


Чăваш валли ятран аслă шкул

уçма пултартăр,

Иван Яккăльчăмăр ĕмĕтне

эсир тултартăр.

 

Эсир Университетăмăрăн

пĕрремĕш ректорĕ,

Сирĕн пилпе çакă аслă шкул

чечекленсех тăрĕ.

 

Чăваш сурпанĕ пек ĕмĕрĕр

вăрăм пултăр,

Хур кайăк çулĕ-çăлтăрсемлĕ

çулăр юлтăр!

 

1999, авăн.

Парспит


Пулнă хасарсен Парспит аппа.

Барсăн хӳтлĕхне ĕненнĕрен-тĕр

Чĕннĕ тет ăна çапла ятпа,

Тен шутланă: барс пек тĕреклентĕр.

 

Паварпи пекех, маттур çӳрет,

Хан вилсессĕн, вăл — çĕршывăн пуçĕ.

Тăшмана хăюллăн çĕнтерет,

Ывăлĕ, Парспикĕ, — çĕнтерӳçĕ.

Çавалăмăр...


Çавалăмăр,

çаранăмăр,

вăрман хĕрри Вăрнарăмăр,

çутă тĕнчен

вăта çĕрĕ,

сĕткен паран тымарăмăр!

 

Яш чухнехи

вăкăр сĕчĕ,

тĕнче тавра çавăратăн.

Ватăлăхри

кăкăр сĕчĕ,

тăван çĕре тавăратăн.

 

Тĕлĕксенчи

ас илӳсем

куç уçсанах çухалаççĕ,

масар çинчи

мăн ватăсем

хăйсен патне йыхăраççĕ.

 

Ан васкăр-ха,

аннем-аттем,

тата кăштах пурнасчĕ-ха;

ĕмĕтрисем,

çырмаллисем

пĕтменччĕ-ха, нумайччĕ-ха…

 

1996, çĕртме.

Эпир катаччине тухманччĕ...


Эпир катаччине тухманччĕ,

эпир тухманччĕ ярăнма.

Тахçан пирĕн умра тăманччĕ,

пуçланă çеçчĕ пурăнма.

 

Тăван-пĕтенсенчен кĕтмесĕр

çукран пур турăмăр пулсан,

кала, мĕн-ма чунна кĕртмесĕр

пурнатăн эсĕ? Мĕн çук сан?

 

Хваттершĕн эпĕ тапаçланмăп.

Мана кавир те кирлĕ мар.

Хĕр пĕрчĕке нихçан та манмăп,

атя юлташ пулсах юлар.

 

Санра шырамăп тĕрлĕ айăп,

эп хам, эп хам чи айăпли.

Сăмахсăрах ăнлантăм. Кайăп.

Пулассине Турри пĕл-и?

Кил-çурт управĕ те илемĕ...


Кил-çурт управĕ те илемĕ,

ача-пăчамăрăн телейĕ,

çумри юлташăм, кăмăлăм,

ман чун ăшшиçĕм, мăшăрăм.

Мухтав та чыс сана паян,

эс пулнăран эпир пуян!

 

7.03.1980.

Павари


Çурçĕр Кавказ тăрăхне

Пĕр вăхăт тĕпленнĕ сăвар.

Мăн асаттемĕр йăхне

Аптратнă вут-вăрçă, кăвар.

 

Пĕр ăрусен пуçĕсем

Тинкернĕ Иран куçĕнчен.

Сутăннă мулшăн вĕсем,

Ăсатнă çарсем хăйсенчен.

 

Тепĕр йышне кăнтăртан

Византи чĕнмешкĕн хавас.

Канăç курмасть вăрçăран

Пуян та илемлĕ Кавказ.

 

Тухăç тыллать кай енне,

Сикет мал енне анăç ен.

Мĕн чул-ши вутра тĕнчене

Пайланă, çунтарнă хальччен?..

 

Акă Кура айлăмне

Çĕрле шăвăнать утлă çар.

Тухрĕ тепри ун умне

Ирпе вăрмантан вăр та вар.

 

Хăвăрт палларĕç: ара,

Ют мар-мĕн — тăван-хурăнташ.

Пĕри вĕçтерет тутăра,

Çывхарчĕ хайхи вăш та ваш:

 

— Таврăнăр, упрăр пуçа!

Пуйма каякан вилнĕ тет.

Çак тăрăхра ху хуçа,

Ун мулĕ пурне те çитет.

 

Ак тырă-пулă ӳстер,

Ĕрчет выльăхна ытларах.

Пурнăн килтех чип-чипер,

Упра пурлăхна вăйлăрах.

 

Килĕ чĕнмесĕр тăшман,

Малалла

Пăхсам куçран, куçна ан тарт эс...


Пăхсам куçран, куçна ан тарт эс,

сисеп, чуну çатăлтатать.

Мĕн шухăшсем сана хăратрĕç,

мĕскер сан ыйхуна татать?

 

Сан мар, эс мар, эп хам мĕн путнă

пăтравлă шухăш авăрне,

Пурнăçăмра ăçта эп утнă,

тата çитетĕп мĕн патне?

 

Шăпаçăмран мĕнех кĕтетĕп,

ыттисем пек лăплан та лар, –

«Хваттер те, мул та тĕллев мар,

кил-йыш те тӳпе мар-ха», – тетĕп

 

«Эпир вилсен, пиртен мĕн юлĕ,

ламран лама мĕскер куçать?»

Чăнах та эп фанатик пулĕ,

пĕр шухăш çавăрать пуçа.

 

Куляннине шав пытаратăн,

мана хĕрхеннĕрен пуль çав.

Кĕтессĕр те епле пурнатăн,

вăл-ку та питĕ кирлĕ,ав…

 

Пăхсам куçран, куçна ан тарт эс,

эпир катаччине тухман.

Çул учĕсем юртаç-ха, туртĕç.

хыçра – çĕн йĕр, умра – тăман.

■ Страницăсем: 1... 744 745 746 747 748 749 750 751 752 ... 794