М.Ф. Чернова
Çур кунне сывлама сывлăш уçă,
янăрать кайăк-кĕшĕк сасси.
Паян кун мухтанать Ункăпуçĕ,
мухтанать Ишекпе Хыркасси.
Çакă кун тĕнчене эсĕр килнĕ –
хура шăнкăрчăн шăхăрăвĕпе.
Çавăнпа хушамат çапла илнĕ,
тата йăм çӳçĕре çав тĕспех.
Хура çӳç ерипен кăвакарчĕ,
яш утти те майпен вĕтелет.
Çамкана та тĕрлет вăхăт карчĕ,
вăхăт пурнăç çипне тĕвĕлет.
Кашни çын хăй ĕçне пĕтĕмлетĕ,
Эсир çеç васкамастăр темме,
çулсерен кĕнеке пичетлетĕр,
вăхăт çук мĕн çав пĕтĕмлетме!
Чăваш синтаксисĕ кăткăс пит теççĕ,
пăтратса тултарни нумай теç.
Хăшĕсем пичетре те хĕртеççĕ,
теприсем шăл йĕрсе йĕкĕлтеç.
Чĕлхе пĕлĕвĕнче пур-ха пайтăр.
Ик алри ĕçсене вĕçлеме,
вĕренен чĕпсене вĕçтерме
Сире Туррăмăр сывлăх парайтăр!
28.04.2005.
Шухăшсем
Our AI-powered traffic solution delivers...
Discover how our AI can skyrocket your c...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...