Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Куçа-куçăнЙытă тĕлĕкĕЮрату ҫӑлкуҫӗÇул хыççăн çулИлемЕркӗнИрĕк çил

Сăмахăм пур


Çил пулса вĕрем – вĕрнĕ чух,

Чечек пулса ӳсем – ӳснĕ чух,

Сăмах пулса юхам – юхнă чух,

Сăрт-ту пулса тăрам – тăнă чух.

 

Калас сăмахăм – вĕрнĕ çилсенче,

Курас куçăм – ӳснĕ çеçкесенче,

Çут шухăшăм – юхас шывсенче,

Кĕрнек пĕвĕм – мăнаç тусенче.

Йăмăх юнра хĕвел шевли пур,

Чĕреçĕмре çĕрĕн юрри пур,

Куçăмсенче халăх чунĕ пур,

Çавăнпа ман калас сăмах пур!

Тăван чĕлхе


И чĕлхеçĕм, и чиперĕм

Атте-аннемĕн чĕлхи..

Эп Пушкăрт халăхĕн чечек-чунне

Пин вĕлле хурчĕ пек кĕрсе тухатăп.

Тухатăп та, ун чĕрĕ сĕткенне

Ыр шăршăллă пĕр караса пухатăп.

 

Эп çавăнпа чĕлхе хакне пĕлетĕп:

Вăл вăйлă та, пуян та, вăл ачаш,

Ытти халăхсенчен юлмасть пĕрре те, –

ăна ăнланмĕ чунсăр çын анчах.

 

Халăх чĕлхи мана – чăнлăх чĕлхи,

Ман çук çĕр-шывăм, çук тавралăх унсăр.

Хăшиншĕн сивĕ хăй халăх чĕлхи, –

Çĕр-шывсăр вăл, чĕресĕр, вăл чунсăр!

 

Аннем чĕлхи, кĕслеç чĕлхи пур санăн,

Ман сансăр халăх çук, хам килĕм çук.

Çумра енчен те халăх çук пулсан ун

Этем ятне илмешкĕн тивĕç çук!

Юраймарăм


Атте чĕнчĕ хăйне пулăшма,

Хăйпе пĕрле пĕрене йăтма.

Пĕрене пуçне эп йăтаймарăм,

Юраймарăм тăван аттене.

Юраймарăм тăван аттене,

Ăçтан юрас çич ют ашшĕне?

 

Анне хушрĕ кукăль пĕçерме,

Тутлăрах ту терĕ кукăльне.

Кукăльне эп тутлă тăваймарăм,

Юраймарăм тăван аннене.

Юраймарăм тăван аннене,

Ăçтан юрас çич ют амăшне?

 

Йăмăк ыйтрĕ тутăр тĕрлеме,

Хитререх ту терĕ тĕррине.

Тĕррине хитре эп тăваймарăм,

Юраймарăм тăван йăмăка.

Юраймарăм тăван йăмăка,

Ăçтан юрас çич ют йăмăкне?

 

Тăван чĕнчĕ хăнана пыма,

Тус-тăванпа пĕрле савăнма.

Тăван патне эпĕ каяймарăм,

Юраймарăм хам тăванăма.

Юраймарăм хам тăванăма,

Ăçтан юрас çич ют тăванне?

Чăн тухтăрах улатакка...


Чăн тухтăрах улатакка:

хыр кăкăрне таккать-таккать,

итлет вăл йывăç ӳпкине,

чĕрийĕпе ун таппине,

ӳтри шĕкке-хурта иртет,

çапла ĕç кунĕ ун иртет.

Ыйтмасть вăл полис е укçа,

кунта платсем-мĕнсем çук çав.

Вăрманăмăр, ешер, кĕрлех!

Пире сан йĕркӳсем кирлех.

 

31.10.2007. Кăнтăрла.

Ухмахсенчен кулатăр-и?...


Ухмахсенчен кулатăр-и? Ан кулăр —

«Телейлĕрех» вĕсем ăслисенчен:

Вĕсен сăнĕсенче мĕн ĕмĕр кулă,

Пĕр тĕслĕ çеç вĕсемшĕн çут тĕнче.

Вĕсем хĕн-хур, нуша мĕнне пĕлмеççĕ,

Вĕсен нихçан та чунĕ ыратмасть.

Кулаççĕ вĕсенчен, хăш чух шеллеççĕ,

Анчах ухмах... «телейлĕ» пурăнать.

Шăпа


Лартрăм эпĕ çамрăк улмуççи,

Пултăр терĕм тутлă пан улми.

Час та часах тăтăм шăварса,

Мĕншĕн пур пĕр хăрса ларчĕ-ши?

 

Пурччĕ манăн шурă перчетке

Хутран-ситрен кăна тăхăнма.

Тăхăнтăм ăна пит упраса,

Мĕншĕн пур пĕр час хуралчĕ-ши?

 

Пурччĕ манăн хам юратнă тус

Ĕмĕр пĕрле савса пурăнма.

Чĕремре ман çунчĕ юрату,

Мĕншĕн ăна систермерĕм-ши?

 

Хăрса ларман пулсан улмуççи

Пан улми çиеттĕм савăнса.

Çумра пулнă пулсан чун савни

Çӳремĕттĕм чунтан хурланса.

 

Пĕлмен çынна тухрăм эп качча,

Пулаймарĕ ырă курасси.

Савăнма пӳрмен мана шăпа,

Мĕншĕн мăшăр çĕре кĕчĕ-ши?

Ĕмĕт


Çул хĕрринчех сар чечек

Кăпкаланчăк сар çӳç пек.

Чылай тăтăм тинкерсе,

Аса илтĕм савнине.

 

Çӳлте шăпчăк юр юрлать,

Çамрăк пике сасси пек.

Чылай тăтăм итлесе,

Илтрĕм савни сассине.

 

Хурăнлăхра шур хурăн

Йăрăс пӳллĕ пике пек.

Ыталарăм хурăна,

Кĕтĕм савни ытамне.

 

Çӳл тӳпере сар хĕвел

Ăшăтать çут тĕнчене.

Чылай тăтăм ăшăнса,

Туйрăм савни ăшшине.

 

Савăнăçлă кăмăлпа

Тухрăм эп тăван хире.

Сив çил сирчĕ ĕмĕте,

Хурлантарчĕ чунăма.

 

Йĕри-тавра пăхрăм та —

Чечек те çук, шăпчăк та,

Сар хĕвел те, хурăн та.

Юлтăм хуçăк кăмăлпа.

Ытлашши, чĕлхем, эс калаçан...


— Ытлашши, чĕлхем, эс калаçан,

Пуш сăмах нумай-çке çаптаран, —

Пуç пĕрре ятлать тет чĕлхине, —

Кăшт тытма вĕрен тилхепӳне! —

Чим-ха, эсĕ мар-им тилхепем?

Эс калаçтаран-çке мана тем.

Эс мĕн хушнă, эп çавна тăвап,

Санăн шухăшна эпĕ калап.

Ху вĕрен-ха тĕрĕс уйлама,

Пĕлерех мана калаçтарма, —

Хуравларĕ тет чĕлхе лешне.

Пуçĕ тытрĕ тет вара... пуçне.

Ватă Атăл çĕрĕпе...


Ватă Атăл çĕрĕпе

шур тĕтре пуçтарчĕ.

Лешĕ кăмăлсăр хĕр пек

Йăлăм енне тарчĕ.

 

Çамрăк хырлăх пур кунта,

хӳтлĕх лăсă пур пек.

Тĕтрене малаш кунта

çакă çитмĕ пурпĕр.

 

Мĕн кĕтсе явăнать-ши

хĕр-тĕтре çĕр-ирĕн?

Сивĕ сывлăш, ăшă шыв –

ак ăна мĕн кирлĕ.

 

Çитĕ хĕл. Пĕр ирхине

тĕтрене хыр чĕнтĕр,

вырăн чатăрĕ çине

картăр кĕмĕл чĕнтĕр.

 

31.10.2007. Ир кӳлĕм.

Вăхăт çитĕ, пырса тăрăп...


Вăхăт çитĕ, пырса тăрăп,

Чĕркуçленĕп Сан умна.

«Каçарсамччĕ, — тейĕп, — Турă,

Мана — çылăхлă чуна!»

Каçарсамччĕ шанманнишĕн

Эсĕ чăн та пуррине.

Çавăнпа, тен, пуçтарнишĕн

Çĕр çинче çылăхсене.

■ Страницăсем: 1... 717 718 719 720 721 722 723 724 725 ... 796

Шухăшсем