Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхВăрман ачисемАтте пилĕКайăк тусĕЧипер АннаĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеӖмӗр вӗрен

Сăвăçсен пĕрпеклĕхĕ


— Эпĕ Ухсайран та

Çĕклентĕм çӳле, —

Янтрашать пĕр сăвăç

Сăввисемпеле.

 

Эпĕр ĕненетпĕр

Ку пĕрпеклĕхе.

Мĕншĕн хирĕçлес-ха

Ыр тĕрĕслĕхе?

 

Ухсай уксахлатчĕ

Вăрçăран килсен.

Вĕçкĕнрех поэтăн

Уксах сăввисем.

Денис


«Эрех турри пирĕн, —

Тет грек, — Дионис.

Чăваш калать: — «Çавă

Пирĕншĕн Денис».

 

Денис хаçатра

Вуланă иккен

Паян ирхине

Хăй ячĕ çинчен.

 

Çавскер юлташне

Чĕнет савăнса:

— Эй, кил-ха. Вĕçсем

Часрах, Ваççа.

 

— Мĕскер кăшкăран?

Чарать Нил ăна. —

Пушар тухнă пек

Çуран таврана.

 

— Эп тупрăм! — Денис

Çаплах çухăрать.

— Мĕн тупрăн? — унран

Нил лăпкăн ыйтать.

 

— Денис тени вăл

Эрех турри тет.

Уншăн-мĕн ман тек

Ĕçессĕм килет, —

 

Каларĕ Денис

Хыт тăпăртатса.

Кăштах сыпнăскер —

Ярать юрласа.

 

Кăшт-кашт сыпнăшăн

Тек ан ятлăрах.

Ята, — тет, — тӳрре

Ман кăлармăллах.

Литтакмаксем


Писательсен Союзне

Кĕме йывăр, çăмăл та:

Пĕриншĕн — футбол хапхи,

Е теприншĕн — йĕп çăрти.

 

Вĕрентеççĕ çамрăка

Сăвă çырма ик поэт:

«Чăх кăтиклемест пулсан,

Автаймасть Кукареку».

 

Пуçланать чăн юрату

Ăнсăртлă тĕлпулуран.

Ун пирки А. Юрату

Çырнă рифмăсăр романс.

 

Сăвăç панă критика

Хăй томне чунтан шанса

Хайласса ыр дифирамĕ,

Лешĕ тăкнă тиркесе.

 

Пичетленмен сăвине

Сăвăç литкаçра вулать.

«Ал çупни гонорартан

Лайăх-çке», — теет поэт.

 

Поэтсем 100 çын кăна,

Графоманĕ 1000 ытла.

Ай-уй, мĕнле чăтать-ши

Чăваш çĕрĕ ун чухле?

 

«Эпĕ выçă, — тет писатель. —

Кĕнеке кăларма çук».

Ун пĕлесчĕ: ун пек чух

Роман лайăх çырăнать.

 

«Роза — проза» — кивĕ рифма, —

Тенĕ сăвăçа çынсем.

Вырăн улăштарса çырнă:

«Капла, тенĕ, — килĕшет».

 

«Ан хăра критикăран», —

Калать критик сăвăçа.

Малалла

Шурçилхе


Пролог

 

Пирĕн повеçре сăмах асамçăсем çинчен пулать. Асамçăсем авалтанах пирĕнпе пĕрле юнашар пурăннă, анчах çынсене курăнман. Çаксем хăйсен историне питĕ тĕплĕн тата хăватлăн сыхланă, пĕлнĕ-пĕлмен çынна хăйсем пуррине каламан, ырă çынсене кăна вĕсем хăйсем кам иккенне кăтартма пултарнă. Малтанах çынсем асамçăсенчен шикленнĕ, анчах вăхăт иртсен вĕсенпе туслашнă, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма пуçланă.

Асамçăсем виçĕ тĕрлĕ пулнă — Çуттисем, Тĕттĕммисем тата Хутăшшисем. Çутă асамçăсем Пысăк Тинĕс тăрăхĕнче, Нукран вăрманĕсем1 патĕнче анлă сарăлнă пулнă. Çаксем çутă вăйпа çеç усă курнă, нихăçан та тĕттĕм вăйсем енне пăрăнман. Пысăк Тинĕс тăрăхĕнчи асамçăсем çынсем пĕрремĕш хуласемпе ялсем тăвичченех хăватлă урхамахсем ӳстернĕ пулнă. Вĕсен пĕрремĕш лашисем ылтăн ураллă пулнă, этем чĕлхипе калаçма пултарнă. Халь вара çак лашасенчен пĕри кăна юлнă пулнă, ун çинчен вара малалла сăмах пулĕ. Тата çутă асамçăсен пĕр хаклă япала пулнă — Çутăсен кĕмĕл виçкĕтеслĕхĕ. Çак япала питĕ пысăк çутă вăй тытса тăнă пулнă — вăл асамçăсене тĕрлĕ чĕрчун туса хума пултарнă, чĕрчун пулнă асамçăсене каялла çын тума пултарнă.

Малалла

«Пĕлместĕп...»


Пĕлместĕп... пур-ши ыр чăваш

Лăпкамăш Чăвашра? —

Чăваш çынни — вăл анăраш, —

Тени халь те асра.

 

Ăна каланă асатте,

Калатчĕ ман атте.

Ăмсанчăк туйăмне чĕрте

Пурнать чăваш килте.

 

Çампек шăпа-ши чăваша

Тур панă пайласа? —

Пур уçă кăмăл — тамаша, —

Тесе вăл пурăнса.

 

Çук, кураймасть кахал чăваш,

Ĕçчен чăваш ĕçне

Хура юн пĕвĕннĕ юлташ

Сутать хăй юлташне.

 

Нарăс, 2000.

Акатуй


Акатуй! Акатуй!

Çĕрпе вăрлăхшăн туй —

Вăрлăхпа çĕр-ани

Вăхăтра пĕрлешни.

Хĕл каçа акаччен

Ĕçлĕ-хĕллĕ хресчен

Çураки вăхăтне

Парать чун хавалне.

Тырă-пулă акма,

Пурпала пурăнма

Вăл шутлать кунсерен

Çураки çитнĕрен.

Ешерсен тыр пĕрчи —

Акатуйăн калчи.

Хĕпĕртет çав хресчен

Чунĕпе чĕререн.

Çĕрпе вăрлăх калчи —

Акатуйăн ачи

Çĕкленет пĕвĕпе

Хумханса пучахпе.

Пуç таять хресчене

Акатуй хуçине.

Манманран çĕр ĕçне

Тата çăкăр хакне.

Савăн эсĕ, хресчен!

Юрла эсĕ, хресчен!

Акатуй сан, уяв...

Санăн чыс та мухтав.

Вĕçӳ


Вĕлтĕр те вĕлтĕр сар çулçă,

Шăппăн ӳкет çĕр питне.

Ăшă çу кунĕ ал сулчĕ

Тунсăхлăн-тунсăхлăн пит.

Кур: кĕркунне кĕрнеклĕн

Мăнаçланса утать.

Кайăк карти эрлеклĕн —

Инçе çула тухать.

Тăван-тăван кĕтесĕ,

Юлĕ вĕсемшĕн кунта.

Алă сулсамччĕ, эсĕ,

Лăпкăлăх тулĕ чунра.

Ăшă кунсем татах та

Килĕç кайăксемпе пĕрле.

Кăчăк туртĕ ката та

Çу çепĕç çилĕпеле.

Шухăшăмсем те вĕçеççĕ

Салху пусать чĕрене.

Шухăшăмсем — çĕтеççĕ,

Лайăх. Çапла хăш енне?

Мулкач


Эпĕ пĕрре ка[й]рăм вăрмана

Ахаль мар, лаша çитерме.

Лаша çипчен ансассăн,

Мал[ал]ла виççĕ ярса пуссассăн,

Пĕр йывăç тĕлĕнчен

Лаша хăшт! турĕ те

Мулкач вĕлт кăна тăвайчĕ,

Эпĕ пăхса кăна юлайтăм.

Каласан та çылăх мар,

Чăнк хăлхине тăратса,

Пĕр тапса сикет те

Ӳкет пичатăй2 та пĕр аршăн3.

Урхамах парни


Пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен Йăван ятлă ывăл пулнă. Çак Йăван питĕ хăвăрт ӳснĕ, питĕ çӳллĕ, тĕреклĕ, кăвак куçлă каччă пулса тăнă.

Пĕрре çапла Йăван çырма хĕрне пит-куçне çума анать. Пăхать çӳлелле — темĕскер так-так тутарать, çĕрелле пăхать — çӳлтен кĕрĕслетсе тем ӳкет.

— Кам унта& Эсрел-и эсĕ& Хăвăртрах сас пар, — тет Йăван.

— Тук-тук, ку эпĕ, тăхран, — тет çӳлти сасă. — Йывăç хупписен айĕнчи хуртсене кăларса çиетĕп, так! тутаратăп та йывăçа сиплетĕп, вăрман тухтăрĕ эп — улатакка.

— Çук, ĕненместĕп. Эсĕ кун пек мĕн пур йывăçа хăртатăн, — тет Йăван тӳрре тухса. — Шыв та типсе ларĕ, ӳсентăран тĕнчи те пĕтĕ. Ĕненместĕп, ĕненместĕп...

— Хăвăн кăмăлу, — тет те улатакка тепĕр еннелле вĕçсе каять.

Йăван çаплах улатакка еннелле тилмĕрет. Татах так-так! туни илтĕнет.

— Мĕнле хитре мар кайăк, кĕпи ула-чăла, сăмси шĕвĕр, пачах та ман пек хитре мар, — тет Йăван шыв çийĕнче хăй мĕлкине пăхса. — Эпĕ мĕнле илемлĕ каччă-ă-ă! Куçăм улăхри утмăлтурат пек, тутам пиçсе çитнĕ çырла пек...

Унччен те пулмасть, Йăван хăй умне темĕнле çăмха чăштăртатса тухнине курать. Хăйне пăхса савăнса тăракан Йăван чутах шыва кĕрсе ӳкмест. Йăван çăмхана тĕксе пăхать — хускалмасть, ни чĕрĕ, ни вилĕ — утмасть, пӳрнипе тĕллет кăна — шăрпăк тăрăнтарать.

Малалла

Акатуй уявĕ


Ачак ялĕнче

Акатуй паян.

Çаврăнса пăхсан

Тĕлĕнен каян.

Кам-ши çук кунта?

Мĕн-ши çук кунта?

Халăх тăп тулли...

Тĕрлĕ япали.

Мĕн илес? —

Йăлт пур:

Пыр та тытса кур.

Туянас тесен —

Туянма пулать.

Илесех тесен

Ал çапас пулать.

Хаклă? Йӳнĕ-ши? —

Пĕлме май çук халь.

Ирĕк сут-илӳ

Илекен сахал.

Кĕсье тĕп яка

Укçа-тенкĕ çук.

Укçине тума

Йывăр-ăçти çук.

Таврари ялсем

Хаклă уявра.

Çитнĕ тăвансем

Пурте хăнана,

Шăна пек сĕрлеç

Сăра ĕçнĕрен

Шавласа кĕрлеç

Туйăм çитнĕрен.

Юрă шăранать,

Кĕвĕ янăрать.

Акатуй юрлать,

Чăваш савăнать.

■ Страницăсем: 1... 387 388 389 390 391 392 393 394 395 ... 796
 
1 Нукран вăрманĕсем — хĕвелтухăç енчи авалхи пысăк вăрмансем. Çак вăрмансенче вăрманти çутă асамçăсем пурăнаççĕ.
2 Пичатăй — тăршшĕ виçи, чалăш (тăршшĕ 2,1 м).
3 Аршăн — тăршшĕ виçи (0,7 м).