Урхамах парни


Пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен Йăван ятлă ывăл пулнă. Çак Йăван питĕ хăвăрт ӳснĕ, питĕ çӳллĕ, тĕреклĕ, кăвак куçлă каччă пулса тăнă.

Пĕрре çапла Йăван çырма хĕрне пит-куçне çума анать. Пăхать çӳлелле — темĕскер так-так тутарать, çĕрелле пăхать — çӳлтен кĕрĕслетсе тем ӳкет.

— Кам унта& Эсрел-и эсĕ& Хăвăртрах сас пар, — тет Йăван.

— Тук-тук, ку эпĕ, тăхран, — тет çӳлти сасă. — Йывăç хупписен айĕнчи хуртсене кăларса çиетĕп, так! тутаратăп та йывăçа сиплетĕп, вăрман тухтăрĕ эп — улатакка.

— Çук, ĕненместĕп. Эсĕ кун пек мĕн пур йывăçа хăртатăн, — тет Йăван тӳрре тухса. — Шыв та типсе ларĕ, ӳсентăран тĕнчи те пĕтĕ. Ĕненместĕп, ĕненместĕп...

— Хăвăн кăмăлу, — тет те улатакка тепĕр еннелле вĕçсе каять.

Йăван çаплах улатакка еннелле тилмĕрет. Татах так-так! туни илтĕнет.

— Мĕнле хитре мар кайăк, кĕпи ула-чăла, сăмси шĕвĕр, пачах та ман пек хитре мар, — тет Йăван шыв çийĕнче хăй мĕлкине пăхса. — Эпĕ мĕнле илемлĕ каччă-ă-ă! Куçăм улăхри утмăлтурат пек, тутам пиçсе çитнĕ çырла пек...

Унччен те пулмасть, Йăван хăй умне темĕнле çăмха чăштăртатса тухнине курать. Хăйне пăхса савăнса тăракан Йăван чутах шыва кĕрсе ӳкмест. Йăван çăмхана тĕксе пăхать — хускалмасть, ни чĕрĕ, ни вилĕ — утмасть, пӳрнипе тĕллет кăна — шăрпăк тăрăнтарать.

— Шыври Шуйттан мар-и эсĕ? — ыйтать Йăван тĕлĕннипе. — Мăйракусене ăçта чикрĕн?

— Çук, Шуйттан мар. Чĕрчунсен чи ăслă патши. Ăспĕлтер теççĕ мана, — тет чĕрĕп.

— Ă-ă-ă! Ăслă патши тетĕн? Илтменччĕ! Ăс чи хаклă тупра пулнине илтнĕччĕ те-ха. Халех тупса пар, ăçта сан ăсу, хам арчана чиксе хурăп, — тет Йăван чĕрĕпе хăмсарса.

— Çапла, çапла, — тет чĕрĕп çирĕп саспа. — Эпĕ ăс паман пулсан чăвашсем паян кун та тыр-пул туса илес çук. — Эсĕ те шăл хушшине çăкăр хураяс çук.

— Каçар чĕрре кĕрсе калаçнăшăн, — тет Йăван.

— Йăнăшна туятăн пулсан итле мана, ачам, — тет Ăспĕлтер. — Ман сăмахсене çамку çине картса хур. Кирек камăн та пурăнмалăх ăс илмелле, вĕренмелле. Çакна тусан кăна эсĕ пур япалана та хисеплеме вĕренĕн.

— Иккĕмĕш хут çакăн çинчен илтетĕп. Анчах нимĕн тума та пĕлместĕп. Ăс илме мĕнрен, ăçтан пуçламалла? Чĕрĕп, кала-ха, — тет Йăван йăлăнса.

Çаврăнса пăхать Йăван — чĕрĕп çук. Ларать çапла пĕр вăхăт шыв çине пăхса. Çав вăхăтра шыв хумханма тытăнать. Хумсем çӳлелле çĕкленеççĕ те, шурă кăпăк çийĕнче вăрăм çӳçлĕ, йăрăс кĕлеткеллĕ, пулă хӳриллĕ Шывăшпи курăнса каять.

— Айта халех манпа, Йăван! Эпĕ сана патша патне илсе каятăп. Айта, — тет Шывăшпи Йăвана аллинчен тытма хăтланса.

Йăван умне çав вăхăтра турат ӳкет те, Йăван хыçалалла сулăнса каять. Шывăшпи куçран çухалать. Йăван хăранипе тата хăй чĕрĕ юлнишĕн савăннипе макăрса ярать.

Шыв каллех хумханать.

— Мĕн пулчĕ? Шыв тăварланма пуçларĕ, — теççĕ пулăсем. — Кун пек эпир пĕтетпĕр, пĕтетпĕр, пĕтетпĕр.

— Ай-ай-яй! — теççĕ раксем. Вилĕ пулă нумайланчĕ. Пурне те халех çисе пĕтереес çук, кайран мĕн çийĕпĕр, — теççĕ хаччисемпе кач-кач тутарса. — Мĕн тăвар? Камран пулăшу ыйтар?

— Халех, хăвăртрах Урхамах патне каяс, — теççĕ шыв нăррисем.

Пулăсемпе шыв нăррисем Урхамах патне çитеççĕ те çапла калама тытăнаççĕ:

— Шыв хĕрринче пĕр çӳллĕскер ларать, макăрать, шыв çавăнпа тăварланать. Эпир пурте пĕтетпĕр, çăлсам пире, патшам, — теççĕ çут пулăсем тархасласа.

— Васкар хăвăртрах, каяр! — тет Урхамах пурне те васкатса.

Урхамах шывран тухать те хăй пулăшуçине, Ăспĕлтере, чĕнме хушать.

Чĕрĕп мăркăлтата-мăркăлтата пĕчĕк урисене аран-аран куçарса çитет.

— Мĕншĕн ман патшалăхра лару-тăру лăпкă мар? — тет Урхамах пĕлесшĕн пулса.

— Йăван вĕренесшĕн, çавăнпа макăрать. Ăна вĕрентме пĕлӳ çурчĕ кирлĕ, — тет Ăспĕлтер.

Урхамах чĕрнисемпе чăнк-чанк тутарса чĕрчунсене пĕр çĕре пухать.

— Итлĕр ман сăмаха. Эпир халĕ пурте пĕр ĕçе пуçăнăпăр. Пĕлӳ çурчĕ тăвăпăр.

— Эсир, раксем, пылчăк çăрăр. Пулăсем, пылчăка шывран илсĕ тухăр. Чĕкеçсемпе шăнкăрчсем, эсир çурт купалăр, — тет Урхамах пурне те ĕç хушса.

Чĕрчунсем пурте ĕçе тытăнаççĕ: раксем юшкăна çăраççĕ, пулăсем шывран пылчăк илсе тухаççĕ, шăнкăрчсемпе чĕкеçсем виçĕ хутлă çурт хăпартаççĕ.

— Тăррине витме хамăр хупăсене парар, — Пĕлӳ çурчĕн тăрри çирĕп пултăр — теççĕ пулăсем.

Урхамах чĕрнисемпе чăнк-чанк тутарать те, çуртăн тăрри витĕнсе те ларать.

Пĕлӳ çурчĕ ялтăраса кăна тăрать. Чĕрĕп чĕрчунсене пĕршер йĕп парса тухать. Урхамах чĕрнисемпе чăнк-чанк тутарать, çилхисене вĕçтерет, хайхи чĕрĕпрен йăрăс кĕлеткеллĕ хитре йĕкĕт пулса тăрать.

— Ăспĕлтер, малашне эсĕ тĕнчери аслă вĕрентекен пулăн, паянах хăвăн ĕçна тытăнма пултаратăн, — тет Урхамах çирĕп сасăпа. — Сирĕн ырă ĕçĕре манмăп.

Урхамах чĕрнисемпе чăнк-чанк тутарать те чĕкеçсенчен хĕрачасем, шăнкăрчсенчен арçын ачасем пулса тăраççĕ.

Пĕлӳ çурчĕ кăваккăн-симĕссĕн ялтăраса кăна тăрать. Урхамах тăпăртатса çеç тăрать...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


вера (2010-11-21 00:02:48):

Тĕлĕнмелле илемлĕ хайлав.Маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Василий (2010-11-21 00:18:40):

Юмахри ĕçсем чăн пурнăçа çаврăнсан мĕнле аван пулнă пулĕччĕ. Вĕрентекенсен çулталăкнех халаллас тенĕ пулĕ юмаха Татьяна. Пурте килĕшӳллĕ пулса тухнă. Пурнăçра пурин те ыррине шанса пурнасчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алексей (2010-11-21 07:57:58):

Килĕшӳллĕ кивелнĕ тата çĕнĕ сăмахсемпе усă курнă. Татьяна чăваш халапĕсене аван пĕлни курăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина Анатольевна (2010-11-23 16:45:51):

Юмах килĕшрĕ. Кунта чăваш тĕнчи сăнланнăнах туйăнать. Маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля (2010-11-23 16:53:14):

Юмах питĕ çăмăл вуланать. Интереслĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Людмила Николаевна (2010-11-23 17:04:15):

Вĕрентекен çулталăкĕнче кун пек юмаха вулама питĕ кăмăллă. Юмах чĕлхи уйрăмах кăмăла кайрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Константин (2010-11-23 17:59:21):

Паянхи пурнăçра Урхамах пек сăнарсем нумай пулччăрах. Тавах, маттур

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Николай (2010-11-23 18:29:56):

Юмах вулама юратнăран-ши, хайлав чăнахах та килĕшрĕ. Урхамахран хамăн та мĕн те пулин ыйтас килсе кайрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вера Николаевна (2010-11-23 19:54:49):

Юмах чĕлхи пуян, çĕнĕ ятсем те шутласа тупнă. хайлавра хускатнă тема паянхи куншăн актуаллă. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2010-11-24 13:31:47):

Юмах мана та питĕ килĕшрĕ. Пикем, эсĕ питĕ маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда (2010-11-24 13:55:04):

Юмаха интересленсех вуларăм. Мана вăл питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Димитриев Николай (2010-11-24 14:36:25):

Мана юмах питĕ килĕшрĕ.Маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алёш (2010-11-24 14:51:16):

Мана юмах питĕ килĕшрĕ.Молодец.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алексей Кондратьев (2010-11-24 14:53:29):

Мана юмах питĕ килĕшрĕ,маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 14:55:11):

Мана юмах питĕ килĕшрĕ,эсĕ питĕ маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 14:55:19):

Мана юмах питĕ килĕшрĕ,эсĕ питĕ маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 14:57:59):

мана юмах килĕшрĕ,лайăх çырнă, маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 14:58:05):

мана юмах килĕшрĕ,лайăх çырнă, маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 14:58:09):

мана юмах килĕшрĕ,лайăх çырнă, маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 14:58:14):

мана юмах килĕшрĕ,лайăх çырнă, маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 14:58:19):

мана юмах килĕшрĕ,лайăх çырнă, маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 15:01:58):

Мана юмах чун-чĕререн килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев (2010-11-24 15:02:29):

Мана юмах чун-чĕререн килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей Сергеев (2010-11-24 15:30:25):

ку юмах мана та питĕ килĕшрĕ,малалла та юмахсем çирма сĕнетĕп!Маттур!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Федоров Евгений (2010-11-24 15:39:57):

чăнах та ку юмах питĕ-питĕ килĕшрĕ.Маттур!!!!!!!

 

Алина Петрова (2010-11-24 15:44:05):

Ой, мана Питĕ килĕшрĕ!!, сан юмахсене малалла та вуласа тăрасах килеть,.... Таня тăрăшуллă пул..!!!!... МАТТУР!!!!!..)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Патшина Настя (2010-11-24 16:54:02):

Юмах мана та килĕшрĕ..Маттур,Таня!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля Петрова (2010-11-24 18:58:50):

Маттур Таня!!! Мана юмахĕ питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Света (2010-11-24 19:01:06):

Маттур!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!! Ваще супер!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина Николаевна (2010-11-24 19:06:56):

Юмах питĕ тĕлĕнмелле интереслĕ. Эсĕ питĕ маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда Львовна (2010-11-25 19:29:24):

Питĕ интереслĕ юмах,маттур Таня.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алёша (2010-11-25 19:32:04):

Сан юмах мана питĕ килĕщрĕ,маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кондратьев Алексей Владимирович (2010-11-25 19:37:47):

Сан юмахна вуласа,кулса хырăм хытса ларч,маттур,так держать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Стёпа (2010-11-25 20:43:09):

Сан юмах мана пите килешре,маттур.

 

Тимук (2010-11-25 20:52:36):

Ку юмах ваще лайăх,мана пите килешре.

 

Антон (2010-11-25 20:56:00):

ку юмах мана питĕ-питĕ килĕшрĕ.Маттур!!!!!!!

 

Александр Иванович (2010-11-26 18:08:27):

Юмаха темиçе хут та вуласа тухрăм. Халапсемпе юмахсен чĕлхине аван пĕлни курăнать. Ачан çырас пултарулăхĕ пурри сисĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сашук (2011-03-27 11:41:37):

Ку юмах мана пите килĕшрĕ!!!Питĕ интереслĕ юмах малалла та çавăн пек пул малалла та юмахсем çыр кашни юмахна вулама эпĕ хатĕр маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: