Литтакмаксем
Писательсен Союзне
Кĕме йывăр, çăмăл та:
Пĕриншĕн — футбол хапхи,
Е теприншĕн — йĕп çăрти.
Вĕрентеççĕ çамрăка
Сăвă çырма ик поэт:
«Чăх кăтиклемест пулсан,
Автаймасть Кукареку».
Пуçланать чăн юрату
Ăнсăртлă тĕлпулуран.
Ун пирки А. Юрату
Çырнă рифмăсăр романс.
Сăвăç панă критика
Хăй томне чунтан шанса
Хайласса ыр дифирамĕ,
Лешĕ тăкнă тиркесе.
Пичетленмен сăвине
Сăвăç литкаçра вулать.
«Ал çупни гонорартан
Лайăх-çке», — теет поэт.
Поэтсем 100 çын кăна,
Графоманĕ 1000 ытла.
Ай-уй, мĕнле чăтать-ши
Чăваш çĕрĕ ун чухле?
«Эпĕ выçă, — тет писатель. —
Кĕнеке кăларма çук».
Ун пĕлесчĕ: ун пек чух
Роман лайăх çырăнать.
«Роза — проза» — кивĕ рифма, —
Тенĕ сăвăçа çынсем.
Вырăн улăштарса çырнă:
«Капла, тенĕ, — килĕшет».
«Ан хăра критикăран», —
Калать критик сăвăçа.
Кăшт вула та вăшт лăплан.
Критика куçа кĕмест.
Пĕлтерчĕç радиопа:
Çĕн уяв килет иккен.
Ун пирки сонет çырма
Ларчĕ хăвăрттăн поэт.
Сăвăсем çырать Магань,
Хăй пĕлмест хорей-ямба.
Коньяка çеç нихăçан
Пăтраштармĕ вăл ромпа.
Шăпчăка Ангай итлет,
Куккука унтан тăнлать.
— Хăть хăш жанр та шеп, — тет.
Куккук пек айкашкалать.
Улангай поззире
Калас тетчĕ çĕн сăмах.
Пулчĕ пуль-и чĕмере?
Чарăнчĕ сăвăлама.
Çырма тытăннă роман,
Вĕçлеймен-çке Халрангай.
Ют çын çырнине аван
Критиклет вăл халь пĕрмай.
Очеркист Шупашкартан
Каяс тенĕ ял енне.
Тухайман ресторантан,
Ĕçсе янă авансне.
— Эпĕ драматург пулап, —
Янкăлтатрĕ Ямбулат.
Çыраймарĕ ним услап,
Илчĕ харампыр ятне.
Сăвăлла е прозăлла
Куçарать Нил кулленех,
Халăх укçине çапла
Куçарать хăй кĕсйине.
Шухăшсем
Which keywords and locations do you need...
Which keywords and locations do you need...
Is your Chuvash Org website missing out ...
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...
Why overspend on paid advertising? Our A...