Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанТаркăнАли-паттăрКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеКуçа-куçăнАтте пилĕЧипер Анна

Карта


Пиччене — ырă сунса

 

Эс туятăн пек вăйсăр хăвна пур хăрав! —

 

панă эсĕ вăйна такама — эс шыратăн

хунтă1

иккĕленсе хăраса — тулашра!..

 

Ай, сасартăк

«ăшран» тинкерен

те — куратăн:

пур енче те — кар2-та

эс хăв тытнă ăна

шикленсе — эс шалта — тул енче

Çут Тĕнчемĕр!..

 

Час-часах такăнми — пул чĕлхи —

илт çавна!..

Вăй-халпа туптанать

Çын — хăйне

шаннăçем-тĕр!..

Тăрмăш


И, пур пулни —

ик куç тулли!..

 

И-ккен3, тĕр-ли пур Тĕменре:

 

(ил!.. —

пек... —) —

лĕ

тăр-мăш4... —

 

çын валли

йăла-йĕрке

 

(«пур» пĕтесрен)

Именӳ


Пуртан эс — çĕтрĕм!..

(Эп —

пур мар!..)

 

кунта халь — «эпĕ çук»-лă пурнăç!..

 

(Кĕрсемччĕ вăрттăнлăхăма:

унта санпа эп тăвăп пĕрлĕх,

чуна уçма та — курăн — пĕлĕп!..) —

 

кӳрет пек намăс —

(темшĕн) —

курнăç!..

 

Тен, çавăнпах-и: теветкеллĕ

хама яр уссăн палăртма!..

 

Санпа — вутпа эп пĕрешкеллĕ!.. —

(куçран пăхма

«эп — пур» юлман!..)

Асанне пур-и?


Ванюк шăллăм — кăтра çӳçлĕ, çаврака питлĕ ача. Кулнă чух икĕ пичĕ пăч путать. Куçĕ пысăк ун. Хура. Йĕпеннĕ хурлăхан евĕр йăлтăртатса çиçсе тăрать. Пĕррехинче Ванюкпа урамра выляттăмăр. Сисмен те: «Эй, шăркалчăсем, мĕнле чупатăр? — тени илтĕнчĕ. — Аçу-аннӳ килтех-и?» Хулара пурăнакан Мишша кукка иккен.

— Ух, маттур! — Ванюка утьăкка çĕклесе питĕнчен чăпăрт! чуптурĕ вăл. Мана çурăмран лăпкарĕ, вара кашнинех пĕрер шоколад пачĕ.

— Анне çырмана шыва кайрĕ, — пĕлтерчĕ Ванюк. — Атте арманта. Килте асанне кăна. Эпир — ак кунта.

Пӳрте кĕтĕмĕр. Кукка кучченеç нумай илсе килнĕ иккен. Пĕр сумка! Ванюк шăллăм, ăна-кăна тĕшмĕртеймесĕр, кашни çимĕç-кучченеçех тытса пăхма тăрăшрĕ.

— Ку мана валли, — терĕ хыпаланса. — Кăна эпĕ илетĕп...

Унччен шарламасăр тăнă асанне Ванюка айккинелле çавăтса кайрĕ, тем ăнлантарма тытăнчĕ.

— Апла лайăх мар, ачам, — тенине çеç илтсе юлтăм. Ахăртнех, асанне шăллăма ятларĕ пулас.

Ванюк кӳренчĕ. Мăрт-март тукаласа чӳрече патне кайса тăчĕ.

— Эпĕ тек санпа пурăнмастăп, куккапа пĕрле хулана тухатăп та каятăп, — терĕ вăл асанне енне пăха-пăха илсе.

Малалла

«Кашни çул...»


Кашни çул —

Çĕнĕ çул.

Кивви —

çук!

 

Кĕввĕмсем!

Çĕмĕртсен

кĕвви —

çуп —

 

кам! Кала,

кунталла

килет

тет;

 

Эс кунта

сывлăш та

илсе

кил...

«Палланă арпашу...»


Палланă арпашу —

палланă сасăсем —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ...

Палан! Çырли хĕл сиввипе хĕллех

хĕрелĕ...

 

Чӳречере —

асамлă эрешсем йĕрленчĕç пĕр кунах,

хĕрӳ чĕре ăнланаясшăн та — туять кăна ăна.

 

Палланă арпашу —

палланă сасăсем —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ —

эп кунĕпе сас пĕрчисем пухса çӳрерĕм,

 

анчах... Анчах

ăш сăмахпа иртсе каять те эрлĕк,

мĕн пур — йăлтах —

çурăлайса çитмен çеçке манерлĕ...

 

Çурăлайса çитмен çеçке илемĕ евĕр —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ —

евĕк.

«Юрччен — инçе...»


Юрччен — инçе,

Ирччен — шăпах пĕр талăк.

Мăнтарăн, савăн-савăн:

чĕрем тапассăн туйăнать унччен!

 

Ĕмĕтсенче:

хĕлччен — шăпах çулталăк!

Ик ĕнтĕркенĕ аллăм

ик ĕнтĕркенĕ алă ăшшинче.

 

Епле çинçе

йĕрсем: тĕнче — савмалăх! —

куç илейми тăмалăх!

Хĕвелшĕн пек тавралăх çав хĕлччен...

 

çырлашăн пек çырлалăх сивĕччен...

Уйрăлу


Чĕтретет те,

вĕтелет те...

уйрăлу5 — суран!..

 

Вĕçĕмрен чĕрре кĕрсессĕн

пайланать сурпан!..

 

икĕ чун пĕрле чăтманшăн

çурăлать чĕре, —

 

пĕрлĕх —

саншăн-ши е маншăн; —

татăлса йĕрет!..

Унăн амăшĕпе мами çинчен


Пурăнать хулара пĕчĕкçеççĕ чăваш. Вова ятлăскер. Хăйпе хулара пурăнакан çамрăк хĕрарăма вăл Мама тесе чĕнет. Калайкассинчи ки-немие, ватăлса çитнĕ карчăка, Анне тет. Пурнăçĕ те унăн хальлĕхе Амăшĕпе Мами хушшинче иртсе пырать: пĕрре хулара пурăнать вăл, тепре — ялта. Пĕлмест Вова: мĕн тума пурăнать вăл? Аçтан тупăннă? Çакна кăна пĕлет: тĕнчере ача-пăча нумай. Вĕсен пурнăçĕ те тĕрлĕ. Пурăнма та вĕсем Вовăран урăхларах пурăнаççĕ пулас. Тен, ун пекрех пурăнаканнисем те пур пуль, кам пĕлсе çитерĕ... Ытти чылай ачасен çумра Ашшĕ ятлă çын пур, Вовăн — çук. Тахçан, тĕлĕкри пек астăвать, унăн та Ашшĕ пурччĕ пулас. Пĕррехинче, сĕм çĕрле, Мамипе Ашшĕ пит хытă хирĕлнĕ чух сасартăк шарт сиксе вăранса кайнăччĕ вăл. Миçере пулнă-ши ун чух? Вова пĕлмест. Ашшĕ: «Эсир мана тек-тек кураймăр! — тени халĕ те хăлхара янăрать. — Ак çак Вовăна та хăвах пăхса ӳстер, хырăмрине те, пулассине, хăвах çитĕнтер!..» Алăка кĕрĕслеттерсе хупса тухса кайрĕ çавăн чухне Ашшĕ.

Ялта чух, ир тăрсан, Вова Амăшĕн картишĕнчи хурĕсене кăларса кӳлĕ еннелле хăваласа ярать. Кашни кун унăн çапла пуçланать. Лешсем вара пĕр-пĕрне тем шиплетсе те какаласа кӳлĕ патне çити хăйсемех утса каяççĕ. Амăшĕ Вовăна ĕçсĕр çӳретсех каймасть, выляма та чармасть. «Эсĕ, ачам, хăв çичче çитиччен канура-ха, — тет. — Шкула кайма пуçласанах пĕтет санăн отпуску». Вовăна вăл кулленех пĕр йышши ĕçсем хушать: «Кайса кил-ха, хурсем чиперех-и унта? Чуп, выляса кил кăштах... Вова, чупса çаврăн-ха, сысна çурисем ăçта-ши?.. Чуп, вылямалла пăхса кил, вĕренленĕ пăру çыхланса ӳкмен-и унта?..» Вовăн Амăшĕ шухăшлама пĕлекен çын. Тепрехинче вăл акă мĕн каларĕ: «Тин çуралнă çынна Турă ултă-çичĕ çула çити «отпуск» памалла тунă. Унтан пуçланать терт-нуша. Эх, хăш-пĕр ачасем çавă савăнмалли вăхăта кураймасăрах ӳсеççĕ, — ассăн сывлать Амăшĕ. — Мĕн çитмест-ши пире, ӳссе çитнĕ çынсене, çакă çĕр çинче?»

Малалла

Тăванлăх


Атте-аннерен чăмăртантăм... —

юнра мĕн пурри — вĕсенчен!..

 

Çулсем... (ăс-тăна карăнтартăм)... —

 

çуралнă Пĕр-Пĕтĕм-Тĕнче

катмар та кĕтменлĕх картиллĕ!..

 

...Тăв6-ан-лăх килет илĕм-тилĕм

унти сăнарсем —

 

веçç! эсир!

 

(юн витĕр — камсем-ши эсир) —

эсир — Эп-Этемлĕх-Юманĕ!..

Тĕнчемĕр — юпленчĕк:

алла

лекет — вулă тăрăх — тымарăр —

ăна ăс-тăнпа хыпашлап!..

 

...(Иртсессĕн те ĕмĕр —

кун юлĕ!..)

 

Эсир — Сăмах ирĕ, пуçламăш!..

 

Сиртен — ырă кăмăл та туслăх!..

 

Чунпа чун хушши — юрламалăх!..

■ Страницăсем: 1... 361 362 363 364 365 366 367 368 369 ... 796
 
1 Хунтă — пулăшу
2 кар — «пӳл, картла, чар, çавăрса ил» тени.
3 Иккен (и-э-эр «пур») сăмахра и — «пур» глаголăн авалхи тĕпĕ упранса юлнă.
4 Тăрмăш (тăр — тур — «пул, пур») — «пурлăх, тупра»; «кулленхи пурнăç».
5 Уйрăлу — уй(ă)р — «пайла, уйăрса ил, уйăрса яр (пĕр-пĕринчен)».
6 Тăв — «çурал, пуçланса кай, пулса тăр» тенине пĕлтерет