Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çын хушшинче çын пек пулар,
Ялан çын евĕрлĕ мар.
Калаçар, шӳтлер, кулар,
Эпир чунсăр халăх мар.
Çын хушшинче çын пек пулар,
Ялан çын евĕрлĕ мар.
Пуринпе туслă пурнар,
Эпир усал халăх мар.
Çын хушшинче çын пек пулар,
Ялан çын евĕрлĕ мар.
Ĕçре хастар шав пулар,
Эпир наян халăх мар.
Çын хушшинче çын пек пулар,
Ялан çын евĕрлĕ мар.
Ăс-тăна куллен туптар,
Эпир ăссăр халăх мар.
Çын хушшинче çын пек пулар,
Ялан çын евĕрлĕ мар.
Ватта – вĕтте ыр сунар,
Эпир чĕмсĕр халăх мар.
Çын хушшинче çын пек пулар,
Ялан çын евĕрлĕ мар.
Пурнăçра правур пулар,
Эпир кăнттам халăх мар.
Çын хушшинче çын пек пулар,
Ялан çын евĕрлĕ мар
Çынлăха çухатар мар,
Эпир путсĕр халăх мар
Çын хушшинче çын пек пулсан,
Çын евĕрлĕ çеç пулмасан,
Хисеплĕç пире çĕр çинче,
Ыр ятăмăр кайĕ инçе.
05.11.2010
Савнăçпа аса илетĕп,
Палтиелĕм эп сана.
Сан патна вĕçсех килетĕп,
Çунат патăн эс мана.
Хушса юрламалли:
Тăван ялăм, Палтиел,
Ĕмĕр эсĕ асăмра.
Савнă ялăм, Палтиел,
Пулăн ялан чунăмра
Маттур халăх эс ӳстертĕн,
Телей сунса, юратса.
Çитĕнӳ патне çитертĕн,
Ĕçчен çынсем çуратса.
Тĕнчипе сана пĕлеççĕ,
Тĕрлĕ этем пур кунта:
Ав, чăваш, ирçе ĕçлеççĕ,
Тутар, вырăс та унта.
Пуринпе те вĕсем сапăр,
Пĕри тепринчен патвар.
Çурчĕсем те питĕ капăр,
Ĕçленипе шав вăр-вар.
Юлсам эсĕ ĕмĕр сывă,
Яланах хăват парса.
Ӳстер тата хĕр те ывăл,
Пурăнсам ыр ят сарса.
25.10.2010
 «...Влаçа пăхăнман казаксен пĕчĕк ушкăнĕ пуçласа янă пăлхав... вăйлăланса патшалăха Çĕпĕртен Мускав таран, Кубаньрен Муром вăрманĕсем таран кисрентернĕ пăлхав çапла майпала пĕтнĕ. Çапах та пурнăç татах нумай вăхăт хушши пĕтĕмĕшпех лăпланса çитеймен-ха... Хăрушла пăлхавăрçăн ячĕ вăл тустарса çӳренĕ вырăнсенче халичченех хыттăн янăраса тăрать. Пугачев вăхăчĕ текен юнлă саманана халăх паян кунчченех лайăх астуса пурăнать...»
А. С. Пушкин. «Пугачев историйĕ»
 Йăкăлт-йăкăл! сиккелесе чăтлăхра Куян пырать. Хăйĕн ури йĕрĕсене вăрăм та лăпсăркка хӳрипе шăлса юрпа хуплать.
Çумра ларакан мăнук манăн кĕреçе пек сухалран тытса:
— Асатте, ан суй, — тесе хучĕ. — Ăçтан Куянăн хӳри çапла пултăр? Акă, пăх-ха, «Сăрлама вĕрен» кĕнекери ӳкерчĕк çине.
— Чим-ха, пепкем, итле малалла, — тетĕп эпĕ, унăн пуçĕнчен шăлса.
— Сана хам илтнĕ халапа каласа паратăп.
— Юрĕ, итлетĕп, — килĕшрĕ шĕвĕркке ман çине шанмасăртарах пăхса.
— Пур чĕрчун та асăрхануллă пулмалла, — сӳтетĕп эпĕ сăмах çăмхине. — Куян та чăнкт! тăратнă хăлхисемпе тавралăха итлет. Ара, сыхлануллă пулмасан, унăн тутлă ашне хапсăнакансем нумайăн.
Тулли уйăх тӳперен кĕмĕл пайăркисене сапать. Кун пек чухне пуçа юрă-çемĕ капланса килет.
Пурăнмашкăн питĕ лайăх
Çакă çутă тĕнчере.
Ылтăн хĕвел, кĕмĕл уйăх
Савăнăç кӳреç пире.
Куян умне хăва лекрĕ. Чупма чарăнсах Куян ăна малти урисемпе аврĕ те кăшлама пикенчĕ. Эх, еплерех тутлă!
Малалла
Каллех пуласчĕ пĕчĕк ача евĕр,
Курасчĕ ман ача ачашлăхне.
Чун-чĕремпе тасан, пĕр систермесĕр
Çитесчĕ манăн ырлăх тĕнчине.
Мана каç-каç çĕн юмахсен асамĕ
Çӳреттĕр çывăхра та аякра.
Чуччу çинче ура тапса ярнам-и
Çуралнă ялăмра е хырлăхра.
Эп — ту мар та — урăхла ӳсеп
(тымарсен — хăйсен вăрманĕсем!)
пурнăçран вăраннăçем
тĕттĕм парăнтарнă-пĕр тĕсе
урăхла тӳсеп.
Эп тĕмен1 те урăхла темен
çиçĕм çиçрĕ —
(пур са-ман-ту мар-и
çиçĕ харăс иртнĕлĕх кăварĕн
каяс умĕн) — калаçса тăмарĕ...
çиçĕм — мĕн тымарĕ;
Эй, ахăр самана!
Хаярлăхна
Мĕн-ма шеллевсĕр ывăтрăн мана?
Е тăвăл алхаçни, е пăр çапни
Е тепĕр чух ман тĕллĕн чул çуни —
Пур пăтăрмах чуна тăвăрлатать.
Нуша тĕшши сар мăйăр пек тулать.
Тĕнче пĕтмен-ха, эп хуллен çӳретĕп.
Туятăп: вутланса хĕрӳленетĕп.
Чун варринчен темле хăват илетĕп!
Мĕн пулчĕ-ши мана?
Ай шеремет!
Чул çапнăран ман чунăм тĕлкĕшет.
Тивмессерен вут чулĕ пек хĕмлет.
Асаплану парать-им тухăçне —
Чул çунă чух тухайрăм тĕнчене!
Пĕррехинче, шур шуçăмлă ирпе,
Хĕрӳллĕн чуп туса çапла каларăн:
«Тĕл пулăпăр. Шансам чун-чĕрӳпе...»
Çулсем юпленессе ун чух туймарăм.
Çав уйрăлу амантрĕ ман чуна.
Сана кĕтсех шуралчĕ ĕнтĕ
пуçăм.
Каларăн та — тытмарăн сăмахна,
Кашни ирех пĕччен килет, ав, шуçăм.
Эппин, сана кĕтни те кăлăхах.
Вун çул çĕтсе мĕнле савни çӳретĕр?
Качча та тухрăн пулĕ юратсах,
Хальччен ачу-пăчу та сак тулли-тĕр?
Апла юрат, асрах тыт савнине.
Мĕн тăвăн, вун çулра нумай
шыв юхнă.
Текех асаилтермĕп иртнине,
Тен, пуласси те пит сахал-тăр юлнă?
 «Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă», — тесе ватăсем ахальтен каламаннине эсир аван пĕлетĕр. Кăвакал тенĕрен, кунта калаçу кăвакал çинчен мар, куян çинчен пырать.
Ăнланмалларах пултăр тесе йĕркипе каласа парам. Пĕринче, кăнтăрла иртсен, кил картине вутă çурма тухрăм. Нумаях та ĕçлеймерĕм, ача-пăча çуйхашни, такама хăваласа кăшкăрашни хăлхана кĕрсе кайрĕ:
— Эй, курăр-ха, курăр! Ялах кĕрсе тарчĕ вĕт!
— Эй, пӳлĕр!
— Вĕс, Хураçка, вĕс!
Вăн-вăн, Витали пиччесем енне пăрăнчĕ!
Унччен те пулмарĕ — çурри уçă хапхаран куян вĕçтерсе кĕчĕ, эпĕ тăнине те пăхса тăмарĕ, çывăхах пырса ларчĕ. Ак тамаша — аптăранă кăвакал… Чĕрĕ мулкача кун пек çывăхран нихăçан та курманччĕ. Мĕн тери хитре иккен вăл! Кĕрĕкĕ шап-шурă та кăпăшка, хăлхисем унталла-кунталла вылянаççĕ, куçĕсем кăвар пек çунаççĕ. Хăй сиксех чĕтрет, пашкать.
Эпĕ мулкач çумĕнчен иртсе хапха хупма кайрăм. Кĕçех ял ачисемпе çамрăксем те пырса çитрĕç. Эпĕ урама тухрăм, алăка хупрăм.
— Витали пичче, — теççĕ çамрăксем, — сирĕн пата куян кĕрсе тарчĕ. Эс курмарăн-и?
— Çук, — мулкача çав тери хĕрхеннипе суяс килмен çĕртенех суйрăм эпĕ. — Чипер кăна вут çураттăм. Кăшкăрашнине илтрĕм те мĕн пулнăши тесе тухса пăхас терĕм.
Малалла
Сасă та мĕлкеллĕ ку енче
хăйĕн ах!-рăмне шеллет ту-
пан-
улми кассан та юн тухать
туйăнса тăрать-ши чĕр-ене;
Эп — кунта тек тӳсеймен енне —
(сак самант — чи юрăхлă самант:
асаил-ха уйăх пек сăна!) —
уйрăлатăп: хуйăхăм чĕнет
хĕллерен — хĕвел çине.
■ Страницăсем: 1... 359 360 361 362 363 364 365 366 367 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...