Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

АсаттесемПахчапа мунча хуҫиКулăшла калавсемСунарçă халлапĕсемУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑПограничниксемЧапшăн пурăнмастпăр

«Вĕçсе пыни пек — лайăх...»


Вĕçсе пыни пек — лайăх

пăлханчăк сас-и: пăр айĕн-

(че —

тĕнче)

 

тӳссе курас пур айăп —

малашне!

çанă ăшне

кайăк

килсе ларин —

ан ил

ална

 

пăхам

куç айĕн-

(че

тĕнче!..)

Матакра паян та илемлĕ


Фиса мăшăрăма

 

Пăрнашра калама çук илемлĕ, —

Янкăрах сенкерленнĕ маччи...

Çилçунатăм, сана халь кӳлем-и?

Яшлăха вĕçтерер, çил ачи!

 

Кăмăлтан савăнса çупăрлатчĕ,

Чуп тăватчĕ питрен ăшă май...

Çирĕмре пулнă эп, шухă каччă,

Унтанпа вăхăт иртрĕ самай.

 

Вăхăт иртрĕ, çапах манăçмарĕ

Çуллахи шăплăхри тĕлпулу.

Лăпкă каç, шăпчăксем... Тĕлĕк мар-и?

Тыткăнларĕ сан çăлтăр-куллу.

 

Тыткăнларĕç те саврĕç ачашшăн

Атăл хумĕ пекех куçусем...

Чĕререн тав туса пуç таясшăн —

Çул çути пулчĕç маншăн вĕсем.

 

Санпала ĕмĕре ĕмĕрлерĕм,

Алла-аллăн ялан юнашар.

Хĕрпе ывăл, тавах, парнелерĕн,

Урăх ним те мана кирлĕ мар...

 

Пăрнашра калама çук илемлĕ,

Пăрнашра ырă кăмăл уççи.

Çĕнĕрен эп сире ас илем-и,

Çеçкери çĕмĕртпе улмуççи?..

«Çиçсе илнĕ çиçĕм туйнине...»


Çиçсе илнĕ çиçĕм туйнине

çĕрелле пăхса усрап

ХĔЛ çитсессĕн уйрăмах тăсмак

мĕлкеленнĕ чĕрĕ-пĕрене —

ЛĔХ...

 

(пуласси — йăлт темĕн вăрринче):

 

пуласси — йăлт темĕн варринче:

хĕл варрин те пур-тăр тем!

эп — таçта пуçтарăннă этем —

Çын курма çӳретĕп çын çинче...

Курак чĕппи


Анчахрах сип-симĕс ешерсе ларатчĕç йывăçсем. Çурçĕр енчен çил вĕрме тытăнчĕ, тăруках шăнтса пăрахрĕ, вара çулçă кăштăртатса тăкăнма пуçларĕ. Вун-вун икĕ кун иртрĕ-ши — çаралнă йывăç тураттисем лапка-лапка юр ӳкнине тӳсеймесĕр усăнчĕç анчĕç. Ир килсе çитрĕ хĕл, килчĕ те хăй пĕлнĕ пек хуçаланма тапратрĕ: е питрен сивĕ аллипе лăп-лăп хыпалать, е, кăмăлĕ çаврăннă пек пулсан, кăштах çемçелсе те кăтартать, е каллех выçă кашкăрла улама тытăнать...

Пĕр лăпкă ир эпĕ картишне тухрăм. Хĕвел çаврашки аякри тĕксĕм вăрман хыçĕнчен тин кăна курăнма пуçланăччĕ-ха. Пасарнă туратсем кĕмĕл тусан тăкаççĕ. Вăрмантан килнĕ кăсăя: «Чи чейи, чи чейи», — текелесе уçă хăварнă алăкран çенĕке чутах пăрлатса кĕрсе каймарĕ. «Чи чее» кăсăя каштаран сысна ашĕ çакăнса тăнине чухлать пулас. Тен, меллĕ самантпа усă курса тутанса та пăхнă. Ахальтен чи чейи тесе мухтас çук-ха вăл хăйне хăй. Çапах та темрен шикленчĕ курăнать, çăл пури çине кайса ларчĕ, сăмсипе урине тасатанçи турĕ, вара кӳршĕсем еннелле вĕçсе çухалчĕ.

Лупас айне кĕтĕм кăна, сурăхсем хирĕç тĕпĕртетсе тухрĕç. «Пар! Пар-р!» — теççĕ пурте. Мĕн памаллине кăна каламаççĕ хăйсем, Ахалех паллă — çемçе утă теççĕ ĕнтĕ.

Малалла

«Кил эс, çил...»


Кил эс, çил

 

тĕтĕме иленнĕ куç ман,

тĕттĕме иленнĕ куç

уçи-уçми вĕçмен —

куçнă!

 

уç!

йӳçĕ!

 

ĕç-ĕмĕр те —

куçăмăра

уçса

илесси

 

кил эс, çил!

Тăву


Ай ăнтăлу! — вут-çулăмла — çӳле,

чул муклашкин — çĕре

 

мĕн ачаран

анне чĕрçи çинчен! —

 

ӳссе-ӳссе пыран

Сăлтав — Кĕтрет

 

çине тăнин чăн çимĕçне курни —

 

кашни Ĕç — Савăнăç!.. —

 

унта — эп хам

 

тата хама хамах сӳтсе явни!.. —

кашни-пĕр чĕр чунран ĕç сĕмĕ

сăрăхать

 

чи пирвайхи ку хускануллă вăй —

 

Чи Аслă Турă ирĕкĕ

пĕлсе

ĕмĕрĕпех тытса пыран хăват

 

пĕл унсăрăн — Йĕркесĕрлĕхĕ çеç

пĕтĕмĕшпе — йăлт! — хуçаланчĕ

 

пĕл унсăрăн — Тĕнчи те

пулмĕччĕ!..

Куçăм


Кӳ-ӳ! Килет симĕс курăк шăрши...

 

Сар шевле кӳ саланчĕ уй-хирĕн... —

 

ик ку-ç умĕ — мĕн ху-мĕ, ăрши

 

(...анатра çăл тапать илĕм-тилĕм):

 

мĕн пуррин

е пур евĕр çуккин —

(пĕтĕм пурлăхăн!) —

палăкĕ —

 

Ку1..ç!..ăм!..:

 

(çур-ку-н-не кун ку-р-ать тĕм çеç-ки

 

кĕр-ку-н-не-ку-р-лан-ки).. —

 

(пур-нăç ку-р-сĕ)!..

«Хăвăрт иртрĕç кунсем, сивĕ хĕлĕм те çитрĕ...»


Хăвăрт иртрĕç кунсем, сивĕ хĕлĕм те çитрĕ:

Сивĕ хĕл пас хывать ман тăнлавăм çине...

Шухăшпа хуйхăра ман çур ĕмĕрĕм иртрĕ,

Ма васкан-ши, сив хĕл, шуратма çӳçĕме?

 

Чунăмпа çирĕмре хама эпĕ туятăп,

Анчах хĕл систерет çулăмсем иртнине...

Сивĕ хĕл, мĕншĕн эс васкаса çывхарайрăн —

Утьăкка сиктерме пар мăнук ачине.

 

Ан васкаччĕ, сив хĕл, эпĕ пурпĕр тараймăп,

Каярах шуратан ман хура çӳçĕме —

Пурнăçа юратса пĕр кана пурăнасшăн,

Ан васкаччĕ, сив хĕл, пурнăçа кĕскетме.

 

Сивĕ хĕл, лăпкă хĕл, халь сана кĕл тăватăп,

Хал парсам ырăпа пурăнма çĕр çинче.

Пурнăç — сакăр кĕтес, енĕсем ун тăваттă,

Мĕн тени ку, пĕлем пурăнса шур çӳçчен.

 

2010.12.03

Икĕ кайăка хăваласан


— Ах, Таня, ах, мĕн тумалла-ши? Икĕ каччăпа тĕл пулмалла-çке манăн паян! Ах, хăшĕн патне тухам-ши? — çапла ах-ахлатса та ши-шилетсе Ирина ман çума пырса ларчĕ. Тĕлĕнтермĕш хĕрача вăл Ирина: анраса кайсан ахлатма пуçлать, пĕр-пĕр иккĕлентерекенни сиксе тухсан шилетме тытăнать.

— Иккĕшĕнпе те тĕл пул! Анчах курнăçусен хушши 3-4 сехет пултăр, — ăс паратăп лăплана пĕлмесĕр пӳлĕм тăрăх кумакан хĕр тусăма. Ăçтан йăтăнса анчĕ ман чĕлхе çине «3-4 сехечĕ» тата мĕншĕн шăпах çавăн чухлĕ вăхăт — хам та пĕлместĕп.

Хĕр пурнăçĕ çапла вăл: е никам та çук, е сасартăк харăссăн йăтăнса анать. Хам та Ирина пекех тунсăхласа курнă. Тантăшăмсен пурин те савнийĕсем пур, кинона, театра пĕччен çӳремеççĕ, кафере тулевсĕр апатланаççĕ, санăн та хăвна юраттарас килет — эсĕ вара хăр тăлăххăн. Чи телейсĕр шăпа! Ларан общежити пӳлĕмĕнче çăлтăр вырăнне тĕксĕмрех обой çинче миçе хăнкăла çурçĕр хыççанхи апат шыраса чупса çӳренине шутласа. Тĕмсĕлсе итлен кантăк леш енчи шăплăха, студентсен хулинче аташса кайнă пĕр-пĕр принцăн шурă лаши шаклаттарса килни илтĕнмест-и тесе. Пĕлетĕн, кăлăхах, пĕрех тăнлама пăрахаймастăн каçхи шăплăха — юрата-а-ас килет вĕт-ха! Ау! Ăçта эсĕ, шурă лаша çинчи принц? Пĕррехинче вĕсем манăн «SoS»а илтрĕç пулас, харăсах тăватă лаша шаклаттарса çитсе тăнă кантăк умне. Кĕçенеççĕ: и-а-ха! и-а-ха!

Малалла

Чунсăрлăх


Пасарта ватăсем

Чечексем сутаççĕ.

Розăсем, астрăсем

Куçăмран пăхаççĕ,

Хурланса ыйтаççĕ:

— Çĕр çинче илеме

Мĕншĕн-ха сутмалла,

Пĕр самант киленме

Пурнăçа татмалла?

Пурнăçа татмалла...

Ма ун пек тумалла...

Пурнăçра этемсем

Пĕр-пĕрне сутаççĕ,

Ваттисем, вĕттисем

Мулшăн хапсăнаççĕ.

Мулшăн хапсăнаççĕ,

Туслăха манаççĕ.

Ăшăмри чунăма

Мĕншĕн-ха сутмалла?

Чĕрери çулăма

Сӳнтерсе хумалла...

Сӳнтерсе хумалла...

Ма кун пек тумалла?..

■ Страницăсем: 1... 360 361 362 363 364 365 366 367 368 ... 796
 
1 Ку — вырăна кăтартакан чи авалхи форма.