Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемПолк ывӑлӗКĕперСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеӖмӗр вӗренЮрату йĕтесĕХум пӑшӑлтатӑвӗ

Шăпа


Вăхăт — сăхă. Çитĕ ĕмĕр каçĕ —

Улталаймăн шăпуна пĕрех.

Этемсем килеççĕ те каясçĕ —

Пурăнăç пырать хăй йĕркипех.

 

Мĕншĕн çавăн пек-ши вăл, çак тытăм?

Мĕншĕн шăп çапла? Пĕлместĕп эп.

Сăлтавне камран кайса эп ыйтăп

Калаканĕ тупăнмĕ — сисеп.

 

Пӳрнĕ-мĕн те çуралма — пурнатпăр,

Тĕмсĕлетпĕр шав тăсма йăха,

Хамăра шанни те, тен, пурах-тăр,

Тинкеретпĕр шав малашлăха.

Тĕрĕслев


Кулас килмен чухнех — тивет кулма,

Тивет йĕме — йĕрес килмен чухнех,

Мĕн чухлĕ вăрçнă пулĕ эп хама,

Анчах çапла тумашкăн тиветех.

 

Йĕрес килсессĕн те тивет кулма,

Кулас килсессĕн те йĕме тивет,

Кам иккенне хăш чух пĕлсе тăма

Мана шăпам, тен, тĕплĕн тĕрĕслет?

Кĕтетпĕр килессе телей


Ансатах мар этем кун-çулĕ:

Самантсемпе вăл йӳç куççулĕ,

Çапах та хамăра курах-тăр

Пуласлăха шанса пурнатпăр!

 

Иртес пек паянхи кулянăç,

Шыратпăр туссенче йăпанăç,

Ĕçре куллен вĕткеленетпĕр,

Ĕçке те тепĕр чух çитетпĕр.

 

Сисместпĕр те — иртсе те кайнă

Кун-çул, хĕвел те йăвашланнă,

Çавах ĕмĕтсемпех пурнатпăр,

Телей йăл куласса шанатпăр...

Хĕрес хывнă хĕвел


Çав хуйхăллă кунсем хыççăн

сасартăк хĕвел тĕттĕмленĕ...

Матфей çырнă таса Евангели, 24:28

«Каятăнах пулсассăн — кай...»


Каятăнах пулсассăн — кай. Чармастăп.

Каяс çынна чараймĕ сĕм çĕрле.

Сан хыçăнтан сар çулçă пек чупмастăп

Çул тăрăх. Юлăп çумăрпа пĕрле.

Эс мар, мана ыталĕ вутлă çиçĕм,

Тен, ăшăтĕ эс шăнтнă чĕрене.

Каях. Малтан ан ман мана, савниçĕм,

Вĕçсе сар çулçă евĕр çул çине.

Тен, каялла таврăнасах тесессĕн,

Хăвнах çул кирлĕ пулĕ ун чухне.

Чĕлхем


Чĕлхемĕре танлаштаратăп аннепе,

Аннесенче тапать чĕлхе чĕри,

Ун çепĕç те асамлă вăйĕпе

Çак çĕр çинче пурнать мĕн пур чĕрри.

 

Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!

Мĕн ĕмĕрлĕх анне пире пӳрни,

Чĕрем юрри, çут пурнăçăн юрри,

Тĕнчемĕре ун пилĕпе курни.

 

Тăван чĕлхем! Тăван аннем-чĕлхем

Хĕвел те эсĕ. Çĕр чăмăр çаврăнни,

Кашни çьшна вăй паракан хĕлхем,

Хăватлăн, аслăн, чаплăн пурăнни.

Пылакпа йӳçĕ хушшинче


Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Пурăнатăп эпĕ савăнса,

Пурăнатăп эпĕ юрласа

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

 

Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Пурăнатăп эпĕ шăртланса,

Пурăнатăп эпĕ хурланса

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

 

Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Утас çулĕ çип пекех çинçе,

Ларас сакĕ мамăк пек çемçе

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

 

Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Хăйне евĕр курăнать тĕнче:

Тăнăн вăл хăрах ура çинче

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

Ытахаль ма пурнас?


Чуста лартăп, тутлă кукăль пĕçерĕп,

Эпĕ хывăп шăрттан кăмака ăшшине.

Сăлтав тупăп, ыр хыпар кĕç çитерĕп

Тăвана пухăнма кĕреке хушшине.

Тăвансемĕр, эп сире юрататăп,

Юр юрлатăп савса кĕреке хушшинче,

Чун-чĕреçĕм сикет-çке — туятăп...

Ытахаль ма пурнас çылăх çак çĕр çинче?!

 

Сĕтел тулĕ, ырă кулă — хаваслă:

Эп шӳт тăвăп сире асăнма ĕмĕре.

Тем те пулĕ — пулăр эсĕр тăванлă

Чыс туса пĕр-пĕрне пухăнма пĕр киле.

Тăвансемĕр, эп сире юрататăп,

Юр юрлатăп савса кĕреке хушшинче,

Чун-чĕреçĕм сикет-çке — туятăп...

Ытахаль ма пурнас çылăх çак çĕр çинче?!

 

Юрататăп — эпĕ пулмăп пĕчченçĕ,

Кĕреке тулли чух юр юрлар савăнса:

Ĕçлесессĕн — кĕр курки те килленĕ

Тăвансен тутине йĕркипе чуп туса.

Тăвансемĕр, эп сире юрататăп,

Юр юрлатăп савса кĕреке хушшинче,

Чун-чĕреçĕм сикет-çке — туятăп...

Ытахаль ма пурнас çылăх çак çĕр çинче?!

 

2010, чӳк, 10

Чи пĕчĕк патшалăх


Аттепе аннене, Григорий Степановичпа

Лукерья Матвеевнăна, халаллатăп

«Эп черчен чечек...»


«Эп черчен чечек», — тесе каларăн.

Эс апла е лантăш, е тюльпан...

Сив сăмах илтсессĕнех шанатăн,

Кăмăлун екки çапла-мĕн сан.

 

Ху хăш чух ним çукшăн вăрçăнатăн.

Хирĕç каламан сăмах — тӳсеп.

Пĕр çакна нивушлĕ ăнланмастăн:

Тал пиçен çеçкийĕ мар вĕт эп.

■ Страницăсем: 1... 364 365 366 367 368 369 370 371 372 ... 796