Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирЙӳçĕ кулăÇавал сарăлсанĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Сулпикепе Валĕм хунУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑЮманлăхра çапла пулнă

Шăнкăрч вĕлли


Тупрăм эп хăма татки,

Пăчкăпала мăлатук,

Крыльца çинче кунĕпех

Турăм эпĕ пĕчĕк пӳрт.

Чӳречийĕ çаврака,

Умĕнче пĕчĕк крыльца.

Ун çинче ак ирхине

Шăнкăрч юрлĕ юррине.

Чус хăмапа витнĕскер,

Килĕшет ман туссене.

Анчах темшĕн халĕ те

Шăнкăрч васкамасть килне...

Тухрĕ ак ман асатте

Ăшăнма хĕвел питне.

«Кӳршĕсен вĕлли çине

Вĕçсе килчĕç ав ĕнер.»

Асаттеçĕм, асатте,

Эсĕ хытă ан шавла.

Пирĕн вĕлле çинче те

Шăнкăрч тăрăшса юрлать.

Çĕнелет Чăваш Ен


Чăваш автономийĕ 90 çул тултарнă май

 

Кăнтăртан вĕрсен ăш çилĕ,

Атăл лăпкăн хумхансан,

Шупашкарăмăрăм çийĕн

Ирхи кĕвĕ пуçлансан —

Ытарма çук ырă туйăм

Вăй-хăватлăн çĕкленет...

Чăваш Ен — тăван çĕршывăм

Ешерсе чечекленет!

 

Ирсерен Мускав сассийĕ

Ĕçлеме вăй-хал парсан,

Чăвашсен те пулассийĕ

Тата чаплă çывхарсан —

Ытарма çук ырă туйăм

Вăй-хăватлăн çĕкленет...

Чăваш Ен — Тăван çĕршывăм

Ешерсе чечекленет!

 

Çут хĕвелĕмĕр хĕлхемлĕн,

Тараватлăн йăл кулсан,

Уй-хирте тыр-пул илемлĕн

Хумханса ларать пулсан —

Ытарма çук ырă туйăм

Вăй-хăватлăн çĕкленет...

Чăваш Ен — тăван çĕршывăм

Ешерсе чечекленет!

Пурнăç юрри


Ачалăхри савăк кунсем

Иртрĕç çиçĕм пек.

Яш чухнехи ыр вăхăтсем

Чăн та иçĕм пек...

Пурнăç çулĕ такăр мар

Теççĕ авалтан,

Атте-анне пилленине

Асра тыт малтан!

 

Чăпар кăвак кăвакарчăн

Ларчĕ çурт çине.

Тăнăç пурнăç кайăкне эс

Курмăн вăрçнине...

Хăв суйланă мăшăрна

Юрат ĕмĕрне.

Пурнăç пур пĕр иккĕ килмест —

Савăр пĕр-пĕрне!

 

Кун-çул шăвать шыв юххи пек —

Чарма çук ăна.

Эпир вара çак çĕр çинче

Хăнара кăна...

Пĕрле ӳснĕ тантăшсем

Ялан чĕрере.

Тус-юлташпа пурăнмалла

Çутă тĕнчере!

 

Сас параççĕ хур кайăксем

Çӳллĕ тӳпере,

Çунатсемпе сулнă майăн

Ыр сунаç пире...

Пурнăç курнă ватăсем

Юлччăр хисепре.

Вĕсен ăслă халалĕсем

Пулччăр чи тĕпре!

Чикан майри


Пушкăрт çĕршывĕнчи Шур Атăл Хăви ялне кайса курма мана пĕлтĕрех хамăн пĕр юлташ, ĕлĕкрех çавăнта ĕçлесе пурăннăскер, сĕннĕччĕ.

— Мĕн ара, питĕ чаплă ял-им? — ыйтнăччĕ эпĕ.

— Маншăн пулсан тем чаплиех çук-ха та, çав ялта тахçан чикан майри пурăннă, чăваша качча тухнă, чăваш чĕлхине вĕренсе таврара çук чаплă юмăç пулса тăнă тенĕччĕ юлташăм. Унтан çавăнтах Шур Атăл Хăвине çитсен Уламас Ятмасĕ ятлă старикпе тĕл пулма хушнăччĕ.

Кăçал Атăл тасалсан, тирек папкисем шăплатса çурăлсан, эпĕ таса блокнотпа пĕр мăшăр кĕпе-йĕм илтĕм те Ĕпхӳ пăрахучĕ çине лартăм. Икĕ талăк хушшинче виçĕ аслă шывăн чарланĕсем çăтăхса çуйăхнине итлесе пытăм. Кашни хăй саслă, кашни хăй шывĕн анлăшне мухтанă пек туйăнчĕ мана.

Хама кирлĕ пристаньре ир çинче антăм. Хăш еннелле каймаллине ыйтса пĕлтĕм те хăва хулли касса илсе чĕрĕлсе çитнĕ Шур Атăл улăхĕпе васкамасăр утрăм. Тĕрлĕ кайăк шăхăрать, юрлать, ташлать, çунат çупать. Шăпчăксем пĕр вĕçрен сас параççĕ те — тепĕр вĕçне илтĕнет. Хăях хушшинче вăрăм туналлă карăш неретлетет, çирĕк тăрринче, чăпар хӳрине сарса, чĕкрен кайăк чарăклатать. Мăк тапса илнĕ тунката çине ларсах килениччен итлерĕм çак чаплă «концерта». Кайран улăх сăртне хăпартăм. Инçетре ял та курăна пуçларĕ. Хирĕçлерен пушкăрт çилĕ вĕрсе ячĕ — уçă çил. Куç умĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр хирсем, пăч-пач вăрман кулкки-ращи, ярăм-ярăм чăнкă тăрăллă тусем тăсăлма тытăнчĕç.

Малалла

Аннеçĕм


Анне, анне, аннеçĕм!

Сана эп юрататăп!

Пĕр саншăн çеç çурхи ир

Хире чупса тухатăп.

Хитре чечек тататăп,

Ăна сана паратăп.

Аннеçĕм, ман, аннеçĕм!

Сана чунтан саватăп!

Анне — вĕрентекен


Манăн анне питĕ ырă.

Куçĕ хăмăр, çӳçĕ çырă.

Мана ăшшăн çупăрлать,

Хăйĕн çумне чăмăртать.

 

Унпа лайăх калаçма,

Пĕрле çырма, вулама.

Сăвă çырма вĕрентет,

Лайăх пулсан хĕпĕртет.

 

Пире пĕрле кашни кун

Кĕтет икĕ хутлă шкул.

Пĕл, мĕн-ма апла текен,

Ман анне — вĕрентекен.

Арăмпа чăх


Пĕртен-пĕр чăх пулса тет арăмăн килте,

Пĕр çăмарта чăх тунă кашни кун. Вара

Ик çăмарта чăх тутăрччĕ тесе кунне

Пуçлать апат памашкăн арăм ытларах.

Кĕç чăх каять мăнтăрланса, тек çăмарта

Тумасть — халь арăм тарăхать тет шăпана.

..................................

Сăмах чăхха апат чыхни çинчен те мар,

Пуçпа шутла, çав арăм мĕншĕн курнă шар?

 

Эзоп

Куçарнă: 2010, раштав, 16

Малалла


Пурăнăç — пăрăнăç, ăнланатăп,

Пур вăйран малалла ăнтăлатăп.

Анне пилĕ чĕнет малалла,

Вăй парать талпăнма тăвалла.

 

Шурă тĕс умăмра, тен, хури?..

Кукăр çул мал енче е тӳрри?

Айлăмра-и телей е сăртра? —

Çут хĕвел курăнать тухăçра.

 

Шалти туйăм хистет малалла,

Малалла, тек çул çук каялла.

Ума çирĕп тĕллев лартмалла,

Телее шыраса тупмалла.

Çил-тăвăл


Савнă хулам


Пит пысăк салам,

Ман савнă хулам!

Сана саламлам,

Юратнă хулам!

Уяв сан паян,

Ялан эс пулан.

Пире çупăрлан,

Çунат-вăй паран!

Тухса кайсанах

Чĕнен каяллах.

Эпир яланах

Юлатпăр санпах.

■ Страницăсем: 1... 350 351 352 353 354 355 356 357 358 ... 796