Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çаплах çырмашкăн эп хăям:
Санран пулать Омар Хайям.
Тăват йĕркеллĕ хайлавпа
Вăл ĕмĕр юлнă халăхра.
Сăнарлă шухăш — ăс валли,
Этеплĕх, чыс-хисеп палли.
Ыйтать нумай вăл пултару
Юлташ, ахаль ӳкмест тару.
Сăввусене вуланăçемĕн
Тупатăп хăйне евĕр çемĕ.
Чăвашлăха сума сăватăн,
Чун-кăмăлтан ăна саватăн.
Хăй халăхне хисеплекен
Сумра вăл пулнă ĕлĕкрен.
Питрав сăмахĕ хисепе
Ак тивĕçĕ ĕмĕрсемпе…
Юрла, ан ывăн эс, Питрав,
Ан тивтĕр кун-çулна пăтрав.
Мухта шав çутă тĕнчене,
Ăна эс çавăр ĕнчĕне.
 Эпĕ кĕреçе аври тума юрăхлă йывăç шыраса ансăр сукмакпа пыратăп. Унччен те пулмарĕ, ман умах пилеш кайăкĕ вĕçсе тухрĕ, шĕшкĕ туратти çине самантлăха ларса хурлăхлăн чĕвĕлтетсе илчĕ. Эпĕ, ун-кун шутламасăрах, хам çулпа малалла утрăм. Пилеш кайăкĕ каллех ман ума вĕçсе тухрĕ, çывăхах пырса ларчĕ, чуна тивмелле хурлăхлăн çуйхашрĕ.
Эпĕ çаплах ним те ăнланмарăм. Ара, кайăк чĕлхине ăçтан пĕлес-ха ман?
Пĕр-икĕ утăм та тăваймарăм, пилеш кайăкĕ каллех ман ума тухса ларчĕ, турат çинчен турат çине канăçсăррăн, вĕттĕн-вĕттĕн сиккелерĕ.
Эпĕ тем ырă маррине сиссе пилеш кайăкĕ патнелле утрăм. Вăл шалалла кăштах вĕçсе кĕчĕ те каллех турат çине ларчĕ, хурлăхлăн тархасласах тем ыйтса чĕвĕлтетрĕ. Эпĕ пилеш кайăкĕнчен юлмасăр утса пытăм.
Часах хайхи, пушшех вĕткеленме тытăннăскер, пĕр лапсăркка тĕм тавра вĕçе пуçларĕ.
Эпĕ çав йывăçа тимлĕн сăнарăм. Сасартăк тем чăштăртатни илтĕнсе кайрĕ. Хурăн пуçлă çĕлен иккен. Вăл пуçне тăратнă та тĕм çине çавăрнă кайăк йăви патнелле шуса хăпарать. Мĕн тумаллине çийĕнчех тавçăрса илтĕм. Çĕлене ярса тытма мана йывăрах пулмарĕ.
Пилеш кайăкĕ тав тунă евĕр савăнăçлăн чĕвĕлтетме тапратрĕ, йăви патнех пырса ларчĕ. Çаврака та çемçе йăваран сап-сарă пуçлă чĕпсем тăваттăн-пиллĕкĕн курăнчĕç. Вĕсем амăшĕнчен апат ыйтса çăварĕсене пĕр харăссăн карса ячĕç.
 Савнипе паллашрăм
Уйрăлма.
Эп ăна юратрăм
Хурланма.
Вилĕм — шелсĕр те хăрушă,
Вилĕм — сивĕ те тискер.
Туйăнать тĕнче пуш-пушă —
Хăвармасть вăл нимĕскер.
Анчах пурнăç та хăватлă,
Вăл та, хăй черечĕпе,
Тĕттĕмрен, кĕлрен çунатлăн
Çĕкленет вут-кайăк пек.
Уйрăлми ик вăйăн çулĕ...
Ах, пĕлесчĕ — çак хăма
Тупăк-ши, сăпка-ши пулĕ
Хурланма е савăнма?
Тупсăмне халех эп тупăп.
Вăл ан тухтăр пăсăка, —
Тăшмансемшĕн пултăр тупăк,
Тусăмсемшĕн — сар сăпка.
Равиль Бикбаев, Пушкăртстан халăх поэчĕ
Çумăр! Сиплĕ çумăр!
Пĕлĕтпе çĕр, курăр,
Хытă тунсăхланă,
Халĕ — ыталаннă.
Савăнса чупатăп,
Аттăма хыватăп,
Çумăр ислетсен те,
Тăвар мар — чăтатăп.
Çумăр! Сиплĕ çумăр!
Тухăр, ырă сунăр!
Ан тивех, йĕпеттĕр,
Ырлăх çеç пиллетĕр.
Равиль Бикбаев, Пушкăртстан халăх поэчĕ
Антонина Арсентьевна Николаевăна, тусăма
Ăшă çил вĕрчĕ — ырă-çке чуна,
Çутă шыв чĕр кĕмĕл евĕр ыткăнать.
Эх, юрлар-ха, юратар-ха пĕр-пĕрне,
Çутă сĕм кĕртер-ха юлнă кунсене.
Васкавлă ишекен шух кимĕлле
Шав ăнтăлатпăр çут инçетелле.
Вĕçетпĕр чарланла — чун, тӳсĕм пар,
Таçта çитме те пур-ха пархатар.
Лĕп çил кăшт вĕрчĕ — ăшă чĕрене,
Юханшывсем чупаççĕ инçене.
Туссемĕр, ыр сунар-ха пĕр-пĕрне,
Кӳрер хаваслăх шутлă кунсене.
 Эпир апат çиме ларнăччĕ çеç, телефон линине тĕрĕслеме кайнă атте каялла таврăнчĕ. Хулпуççийĕнчен пăшал çакăнса тăнине курсан эпир питĕ тĕлĕнтĕмĕр.
— Пăшал туянтăн-им? — ыйтрĕ анне.
— Кăна Вăрăм Петĕртен илсе килтĕм-ха. Кĕçĕр Кăшмăш вăрманĕн кăнтăр енне, телефон юпи патне, кайса выртатăп. Такам мурĕ кунсеренех пăралуксене тата-тата ярать. Юпа çине хăпарса хăшкăлтăм ĕнтĕ. Паян та татнă.
Каç енне эпир Кăшмăш вăрманнелле тухса утрăмăр. Вăрман кĕтессинчи телефон юпи патне çитнĕ çĕре тавралăх самаях тĕксĕмленчĕ. Часах тӳпене пин-пин çăлтăр тапса тухрĕ.
Эпир курăклăрах вырăн тупса вырнаçса лартăмăр.
— Ав çав юпа çинчен куçна илмесĕр пăх, — вĕрентрĕ мана атте.
Вăхăт самаях иртрĕ — юпа патне пыракан-тăвакан пулмарĕ. Çуллахи çĕр вăрăма пымасть: анчахрах хĕвел анăç тĕксĕмленнĕччĕ, тухăç хĕреле те пуçларĕ. Куçсем хупăнма, пуç кăкăр çинелле ланк усăна-усăна анма тытăнчĕ...
Ларнă çĕртех çывăрса кайнă иккен эпĕ. Атте тăк-тăк тĕкнипе вăранса кайрăм. Тул çутăлнăччĕ ĕнтĕ.
— Пăх-ха, пăх, — терĕ атте вăрман еннелле кăтартса.
Телефон юпи патнелле пĕр упа çури мĕшĕлтетсе утса пынине курсан тин кунта мĕншĕн килнине ăнкарса илтĕм.
Малалла
В.Сазонов-Пинере
Вĕрентекенĕм, тав сана!
Ялан упратăп ыр сăнна.
Тăван шкулти маттур историк
Паян тĕнче илтмелĕх лирик.
Геродотпа Гомер мăнаçĕ
Çырнисенче кĕрсе вырнаçĕ.
Шекспир юратăва мухтанă,
Джульетта ун чунне тухатнă.
Пушкинра — Татьяна халĕ
Ĕмĕрсене те-и пăлхатĕ.
Епле манар-ха Нарспие, —
Кĕçтук çырса хăварнине…
Ку — сăмах май, анчах хакли,
Тата кунтан та хăватли
Аттемĕрсен сăваплă ячĕ,
Чĕнет иккен сӳнми хăвачĕ
Çырмашкăн чаплă хайлавсем,
Илемлĕ сăвă, калавсем.
Пинер тесен — халь пурте пĕлĕр,
Ятна упратăр çĕр те пĕлĕт.
Турри те пулăштăр сире.
Паллах, тата кăштах пире
Чăваш ятне çӳле йăтмалăх,
Ыйтмастпăр нимĕнле çăтмахлăх.
Сăмах ăсти — чун сиплевçи,
Унпа ан пулăр итлевçи.
Вулатăп эпĕ Пинере, —
Куратăп пирĕн ĕмĕре.
 «Маршбросок!» Çанталăк ăмăр.
Çумăр. Кĕрешеп çилпе.
Тар юхса пырать пит тăрăх,
Кĕпе-йĕм те йĕп-йĕпе.
Чупмалла тата виç çухрăм...
Çирĕм çухрăмĕ — хыçра.
Пур вăя пухса эп чупрăм,
Автоматăм — алăра.
Чăт, юлташ, пĕлетĕп, йывăр.
Хам та кайрăм та халтан...
Вăйна пух та чуп, ан çывăр,
Пар мана автоматна.
Çапларах кунсем иртеççĕ,
Çăмăл мар та — чăтмалла.
Каç енне çыру çыраççĕ
Салтаксем тăван яла.
 Кама эс юрататăн,
Кама паян ырлатăн?
Кампа-ши эс çӳретĕн,
Кам чĕрине çиетĕн?
Мана эс пит ырларăн,
Юратрăн, ыталарăн,
Шантартăн, ĕнентертĕн...
Кайран тертсе ӳкертен.
■ Страницăсем: 1... 353 354 355 356 357 358 359 360 361 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем