Кукамай патĕнче


1

Çĕньял ялĕн варринче сарăлса выртакан пысăках мар кӳлĕ умĕнче ларакан крыльцаллă йывăç çурт умне хуп-хура «Волга» çитсе чарăнчĕ. Хăйсем килнине систерсе вăрăммăн сас кăларнă хыççăн та никам кĕтсе илменнине кура хăнасем васкаса машинăран тухрĕç. Шофер сип-симĕс курăк çине тĕрлĕ çыхăсене пĕрин хыççăн теприне кăларса лартрĕ. Вăтам çулсенчи хĕрарăм тӳрех хапха еннелле утрĕ. Хăй çине çара пĕçĕсене чĕркуççи таран çеç хуплакан шăлавар (вырăссем ăна шорты теççĕ-ха) тата армак-чармак тем те пĕр ӳкерсе пĕтернĕ футболка тăхăннă вăрăм çӳçлĕ çамрăк вара ним тума пĕлеймесĕр пĕр вырăнта тăпăртатса тăчĕ.

— Анне, вара калаçса килĕшнĕ пекех тăвар, — кил хушшине кĕрсе кайнă хĕрарăм туя çине тайăнса утакан карчăкпа урама тухрĕ. — Макс сан патрах çу каçтăр, кĕркунне мĕн тумаллине куç курĕ унта.

— Пурăнтăрах ĕнтĕ. Кĕрӳпе иксĕр те канмалли вăхăта ялта ирттерме пултаратăр. Вырăн пурин валли те çитет, — мăнукĕ хăйпе юлнишĕн савăннине е кăмăлсăррине палăртмасăр калаçрĕ Марук кинеми.

— Отпуска хуларах ирттерме тивет пуль çав. Хваттерте ремонт тăвас тесе тăратпăр-ха, — машина çине ларнă май сăмахларĕ хĕрарăм. Унтан вăл ывăлĕ енне çаврăнчĕ те:

— Сана илме хамăрах килетпĕр. Малтан шăв-шав лăплантăр. Хăв тĕллĕн хулана таврăнса ĕçе пăсса ан хур, — терĕ.

— Çула тухиччен сĕтел хушшине ларса чĕре сури тусан та юратчĕ те... — хĕрĕ каялла хулана кайма васканине курса кăшт кăмăлсăр пулчĕ ватти. Анчах хĕвел çинче йăлкăшса çеç тăракан машина çинчи çынсем ăна илтмерĕç те пулас, тен, илтесшĕн пулмарĕç.

Пĕр вăхăт машина хыçĕнчен çĕкленнĕ тусана пăхса тăчĕç пурт умĕнче тăрса юлнă çынсем. Унтан ватти мăнукĕ енне çаврăнчĕ:

— Айта, эппин, сыльнăй мăнукăм, иртер пӳртелле, — те кулса, те хĕрхенсе сăмахларĕ вăл.

Макс е чăвашла каласан Макçăм кукамăшне хиреç чĕнмерĕ, хăйĕн çумĕнче выртакан çыхăсене çĕклерĕ те карчăк хыççăн утрĕ. Ват çыннăнни пекех, унăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ. Тĕрĕсех каларĕ пуль çав кукамăшĕ: ашшĕ-амăшĕ ăна, чăнах та, ссылкăна тенĕ пекех хуларан яла кăларса ячĕ. Тепĕр тесен, Макс хăй те пĕр айăпсăр мар-ха. Пĕр çуртри тусĕсемпе пĕрле чутах суд сакки çине ларатчĕ вĕт. Юрать, ашшĕ тара тытнă адвокат йăрă çын пулчĕ. «Хӳтĕлесе» хăварчĕ вăл каччăна. Çапах та ашшĕ-амăшĕ суд ĕç-пуçĕ вĕçленсе пĕтнĕ-пĕтменех ывăлне хулари тусĕсенчен инçерех тăтăр тесе кукамăшĕ патне ăсатма шутларĕ. Милици таврашĕпе пĕрремĕш хут куçа-куçăн тĕл пулнăран çухалса кайнă Макс вара — хăйĕн пачах та çу ку-нĕсене ялта ирттерес килмен çĕртенех — вĕсемпе килĕшрĕ.

 

2

Тепĕр кунхине ирех пырса вăратрĕ Макса кукамăшĕ. Капла ир вăранма хăнăхман каччă аран-аран куçне уçайрĕ. — Кил хушшине тухса çăвăн та çӳçне кăшт кĕскет.Пилĕк таран çивĕтпе çӳреме эсĕ хĕр мар пулĕ. Яла ан култар. Каçпа вара, мунчана каяс умĕн, пускилти Микула Çӳçе кĕскетсе тирпей кĕртĕ сан пуçна. Эпĕ ирхи апат хатĕрлем-ха, — вун ултă çулхи мăнукĕн вăрăм çӳçлĕ пуçне куштăрканă аллисемпе ачашласа сăмахларĕ Марук кинеми.

Макс хăйне юратса пуçран çапла хăçан шăлнине маннăран карт! туртăнса вырăн çинчен тăчĕ. Темиçе çул хушши асапланса ӳстернĕ вăрăм çӳçне касса пăрахма пĕртте шел пулмарĕ ăна. Тĕрĕссипе, хăйĕн юлташĕсем пурте çӳç ӳстернĕрен кăна çитĕнтерсе янăччĕ вăл ăна. Хăйшĕн пулсан вăрăм çӳç чăрмав çеç. Уйрăмах çуллахи шăрăхра.

Арçын ача тепĕр хут пӳрте çаврăнса кĕнĕ тĕле ватă çын сĕтел çине пуçтарнăччĕ те ĕнтĕ.

— Эсĕ килни аван та пулчĕ-ха маншăн, — тӳрех сăмах чĕнчĕ ват хĕрарăм. — Утă çине ĕçлеме тухакансене колхоз типĕ утăпа тӳлет. Ытти çулсенче укçа парса илеттĕм эпĕ ăна, кăçал сан ятупа илĕпĕр, — мĕншĕн çапла ир вăратнине ăнкарса илеймен мăнукне ăнлантарчĕ вăл. — Сана, ĕç майне пĕлменскере, анатри Çинук шефа илме килĕшрĕ. Часах килсе те çитет ак вăл. Унччен сĕтел хушшине лар.

Ирхи апата çиес килмен çĕртен сыпкаласа ларакан Макс нимĕн те чĕнмерĕ. Вăхăта мĕн те пулин туса ирттермеллех вĕт. Пĕр тăват-пилĕк çул каялла кукамăшĕпе пĕрле утă çулма кайса курнăччĕ вăл. Ытла йывăр ĕçех мар. Кукамăшĕ ăна вĕрентекен «шеф» та пулать терĕ пулсан ĕç майне пĕлмесĕр ял халăхĕ умĕнче намăс та курмĕ-ха вăл.

— Макçăм, васкарах. Çинук ав килсе те çитрĕ. Айта çынна кĕттерсе тăрар мар. Кăнтăр апатне хăвпа илме ан ман, — чӳрече умĕнче урамалла пăхса тăракан кукамăшĕ васкатрĕ ăна.

Çинук тесе чĕннĕрен ватă е вăтам çулсенчи хĕрарăма курма шутланăччĕ каччă. Анчах хăйпе пĕр çулсенчи йăрăс пӳллĕ хĕр умне тухса тăрсан вăл çухалсах кайрĕ. Тӳрех пĕтĕм ыйхи таçта вĕçсе кайрĕ унăн. Хăй çине ăшшăн кулса пăхакан хĕр куçĕ вăтантарчĕ те килентерчĕ ăна. Хĕр хăй те вăтанса кайрĕ пулас: темшĕн хĕрелсе кайса пуçне пĕкрĕ. Юрать-ха, вĕсен тĕлне утă çине каякан çынсене пуçтаракан машина çитсе чарăнчĕ. Икĕ çамрăк вара хăвăрт кăна ытти яш-кĕрĕм хушшнне кĕрсе çухалчĕ.

 

3

Макс ялта пурăна пуçлани иккĕмĕш уйăха кайрĕ. Çак вăхăтра каччă пуçпех ял çынни пулса тăчĕ темелле. Ир-ирех ура çине тăрасси те уншăн йăлана кĕчĕ. Хăйпе тантăш юлташсем те тупрĕ вăл кунта: «шефа» илнĕ Çинук урлă (хут çинче ун ячĕ Зина тесе çырăнать-ха) ытти ял çамрăкĕсемпе те паллашрĕ. Вĕсен иксĕлми ĕçченлĕхĕнчен, чун тасалăхĕнчен, тӳрĕ кăмăлĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймерĕ каччă. Çут çанталăка çывăхрах пулнăран-ши е, кукамăшĕ калашле, ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕрен ял ачисен куçĕсенче сăваплă вут хĕлхемĕ ялкăшнине курса тăчĕ Макс. Çав вăхăтрах хăйĕн чунĕнче каччă тивсе илеймесĕр сĕрĕм кăларакан вут сыппи йӳçĕкне çеç туйрĕ. Хăйĕн пурнăçĕ пушă, теллевсĕр пулнине ăнланса илчĕ вăл. Тăруках чун-чĕрере ăнлантарма йывăр пăлхану, пуçра пин шухăш явăна пуçларĕ. Кăмăлĕ тата темшĕн ялан йӳçĕхсе, хĕмленсе тăчĕ.

Психологсем çамрăк яш-кĕрĕмĕн çакнашкал кăмăл-туйăмне ӳсĕм ылмашăвĕпе çыхăнтарса ăнлантарнине пĕрре мар илтнĕ, вуланăччĕ-ха Макс. Анчах кукамăшĕ калани (ват çын — тăват çын тесе ахаль каламан пуль çав, мăнукĕн кăмăл пăтранăвне туйса илнĕ вĕт-ха вăл!) пурпĕрех уншăн чи пысăк уçăм пулчĕ.

— Арçын юнĕ хăй сассине пара пуçларĕ пулсан ача шутĕнчен тухрăн ĕнтĕ эсĕ, — терĕ вăл. — Хăвăн çулна шыра. Санăн пурнăç малашне — йăнăш сукмакпа çеç кĕрсе ан кай. Пурнăç ытла та кĕске — хăв ĕмĕрна кĕрт ашса ан ирттер.

Юратса тата хĕрхенсе каларĕ хăй сăмахне кукамăшĕ. Анчах ӳпкелешни пулмарĕ ку. Сăмахĕсенче темĕнле тун-сăх янăрарĕ. Макс хăй те сисмерĕ — ват çынна пырса çупăрларĕ — кăмăлĕ çемçелчĕ унăн: ан кулян, кукамай, эпĕ санăн тĕрекӳ теес килчĕ. Тепĕр тесен, ватти çакна сăмахсăрах ăнланчĕ.

 

4

Çу кунĕсем хăвăрт иртсе кайрĕç. Çак вăхăтра Макс ӳт-пĕвĕпе çеç мар, кăмăлĕпе те пиçĕхрĕ. Пĕр кун сиктерми колхоз ĕçне çӳрерĕ вăл. Ялти яш-кĕрĕмпе малтан утă çинче, кайран йĕтем çинче ĕçлерĕ. Кукамăшĕ ытарайми юратса çеç пăхса тăчĕ ун çине. «Кукаçуна хывнă эсĕ. Сăнупа та, кăмăлупа та», — ир çĕре кĕнĕ мăшăрне аса илнĕрен куçне шăлса миçе хут каламарĕ пуль вăл.

Макс хăйне вăрçă хирĕнчен орден-медальсем çакса таврăннă, кайран колхоз хирĕнче ырми-канми ĕçлесе «Ĕç паттăрĕ» ята илме тивĕçнĕ кукашшĕпе танлаштарнишĕн мăнаçланчĕ. Малтан йĕкĕлтевлĕрех пăхакан ял каччисем хисепле пуçланине те курмарĕ мар вăл. Пĕри тепринчен черченрех хĕрсем куç хывнине те асăрхарĕ. Анчах Макс чĕринче пĕртен-пĕр сăнар ĕмĕрлĕх йăва çавăрчĕ ĕнтĕ: çырă çӳçлĕ Зина ун чĕрине çирĕп тыткăнларĕ. Хĕрĕ хăй те Макса кăмăлларĕ пулас, ĕçре те, вăйăра та яланах каччă çумнерех тăма тăрăшрĕ. Анчах юрату пирки сăмах пулмарĕ вĕсен: чĕрери çак хĕрӳ туйăма вĕсенчен нихăшĕ те пĕр-пĕрне уçма хăю çитереймерĕ.

— Кĕр кунĕсем çывхараççĕ, — терĕ пĕррехинче пачах кĕтмен çĕртен Зина Макса. — Часах эсĕ хулана каятăн... — каччă куçĕнчен ыйтуллăн пăхрĕ вăл.

Макс нимĕн те чĕнмерĕ. Мĕн каламаллине пĕлеймере вăл. Хăй те çак шухăшпах асапланать мар-и ара! Кукамăшĕн ялĕ паянхи кун уншăн тăванран тăван кĕтес пулса тăчĕ. Хула пурнăçĕ халĕ каччăшăн ют. Ашшĕ-амăшĕшĕн тунсăхланине те туймарĕ вăл. Темме пула-çке ăна хăй пĕтĕм пурнăçне çак илемлĕ кĕтесре пурăнса ирттернĕн туйăнчĕ.

— Эсĕ каятăн, — тепĕр хут каларĕ Зина.

— Куç курĕ-ха унта, — мĕншĕн çапла каларĕ-ши хĕре Макс — кăна вăл хăй те пĕлмерĕ.

 

5

Кăмпаран ывăнса таврăнаççĕ ял ачисем. Вĕсен хушшинче Макспа Зина та пур. Кăшт çеç маларах утса пырать хĕр. Тахăш самантра вĕсене çăмăл машина хуса çитрĕ. Çул айккине пăрăннă ушкăнран иртсенех машина чарăнчĕ те унран çӳçне сапаласа янă хĕр сиксе тухрĕ.

— Макс, салам, — тесе никамран вăтанмасăр каччă мăйĕнчен уртăнчĕ çакскер.

Кĕтмен çĕртен пулнăран Макс çухалсах кайрĕ. Хăйпе пĕр çуртра пурăнакан Надьăна çапла тĕл пуласса тĕлĕкре те курман вăл. Хĕр вара чарăнма пĕлмесĕр темĕн чĕвĕлтетрĕ. Каччă çаплипех мĕн тумаллине пĕлеймерĕ: пĕрре машинăран амăшĕ тухнине, тепре Зина ун сине куççульпе тулса ларнă куçпа пăхнине асăрхама ĕлкĕрчĕ. Тинех вăл тăна кĕчĕ пулас: хăйне çаплипех ыталаса тăракан хĕре кăнттаммăн айккинелле сирчĕ, лешĕ тутине кӳренчĕклĕн пăркаланине те асăрхамарĕ. Тепĕр тесен, Надьăн мĕншĕн кӳренмелле? Макспа иккĕшне нимĕн те çыхăнтармасть. Çапла, пĕр-ик хут ăсатса янă ăна каччă, анчах нимĕнле сăмах та паман. Анчах çакна каччăсăр пуçне никам та пĕлмест-çке. Авă халĕ мĕн курнисĕр пуçне нимĕн те пĕлмен Зина та текех пăхса тăмарĕ: çиçĕм пек килĕ еннелле вĕçтерчĕ. Макс чĕри вара йĕппе тирнĕ пек чиксе илчĕ.

...Каç кӳлĕм Марук кинеми умне килсе ларнă çăмăл машина вырăнтан тапранчĕ.

— Максим, санăн тепĕр эрне вăхăт пур. Шухăшласа пăх лайăхрах, — хăй кăмăлсăр пулнине пачах пытармасăр калаçрĕ амăшĕ. — Ачапчалла хăтланса пурнăçна чăлпар аркатма ирĕк памастпăр аçупа иксĕмĕр сана.

— Анне, эпĕ кукамайпа юлатăп, — çирĕппĕн калаçрĕ Макс. — Шкула та кунтах пĕтерĕп. Çĕр çинче ĕçлесе пурăнас килет манăн, анне. Эпĕ хамăн çула тупрăм. Каçар...

Темĕн каларĕ пулас амăшĕ — машина шавĕ хупласа хучĕ. Хыçалти ларкăч çине кĕрсе вырнаçнă Надя вара Макс еннелле пăхмарĕ те. Шаннă кайăк йăвара пулманран кӳренчĕ пулас хĕр.

Машина тапранса кайрĕ. Кукамăшĕ çумне пырса тăнă Макс ăна ал сулса ăсатрĕ. Ват хĕрарăм ӳкесрен пачах хăрамасăр мăнукĕ çумне тĕршĕнчĕ. Мăшăрĕ вилнĕренпе алла тытнă туйине те айккинелле пăрахрĕ вăл.

Каччă пуçне анаталла пăрчĕ. Унăн куçĕ эрешлесе каснă хапха умĕнче ăшшăн йăл кулса хăй çине пăхакан Зина куçĕпе тĕл пулчĕ. Инçетренех хĕр ăшшине тата унăн юратăвне туйрĕ вăл. Çĕр чăмăрĕ çинче хăй çирĕппĕн те ирĕклĕн тăнине пĕтĕм чун-чĕрипе туйса ăнланчĕ вун çичче кайнă çамрăк.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-10-16 15:08:24):

Асламăшĕ валли пурнăç тĕрекĕ пулса тăчĕ вунçиччĕри мăнукĕ. Асламăшпе мăнукĕ пĕр чĕлхе тупни савăнтарать. Мĕншĕн тесессĕн çулсенчи кинемей хăйĕн тăван хĕрĕпе тăванлăх туйăмĕпе туллин киленсе пурăнасси пулмарĕ. Амăшĕпе калаçнă чухне, туйăмĕсене палăртнă чухне чун кăнттамлăхĕ, тӳрккеслĕхĕ ытларах курăнчĕ.

Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Татьяна (2021-03-19 13:18:03):

Питĕ тĕрĕс хайлав. Мĕн тери тарăн шухăш.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: