Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхПăва çулĕ çинчеЧипер АннаКĕтмен венчетЙĕрсемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемХĕçпе çурла

Пин çыннăн — пин шухăш


Пин çыннăн — шухăшĕ те пин,

Тупаймăн пĕр шухăшлине.

Апла хăвах кур-ха эппин,

Мĕнле çын мĕн хăтланнине.

 

Тĕллев лартать кашни умне

Е ачаллах, е ăс кĕрсен:

Çынна пĕлес тесен камне —

Ун шухăшне малтан пĕлсем.

 

Хăшне мул çывăрма памасть,

Пуянлăх уншăн чи кирли.

Вилме выртсан та пулăшмасть,

Паллах ку çын мĕнпе чирли.

 

Сыпать тепри эрех-сăра,

Тăрлавсăр пурнăçĕ иртет.

Тухать ку çын юрăхсăра,

Хăй мухмăрне чĕрте-чĕрте.

 

Чап çунтарать-çке хăш-пĕрне,

Вăл ĕмĕр уншăн тăрмашать.

Хăй тăмасан та нимĕне —

Вĕчĕрхенет, типет, хавшать.

 

Курман-и эс суя çынна?

Никам чĕртеймĕ ун чирне.

Вăл улталать тăрса çумна,

Сĕвет тытман упа тирне.

 

Çынран куласшăн çеç тепри,

Кушак пуласшăн, эс — çерçи.

Шӳтлевçĕ çакă тетĕр-и?

Шӳтлевçĕ мар вăл — ирсĕр çын.

 

Наянлăх чирĕ лапăрах

Кахал çынна пусса хурать.

Ĕçрен тарать аяккарах,

Малалла

Çурта çунать


Çурта çунать, çунать çурта,

Çунать вăл сирĕн умăрта.

Веçех çунса пĕтет тесе

Ан шеллесем, ан сӳнтерсем.

 

Вăл ялкăштăр, ирĕлтĕрех,

Ун вăхăчĕ иртет пĕрех.

Ун ĕçĕ — çутă тăвасси,

Çук сӳннĕ çуртара усси.

 

Çунать çурта, çурта çунать,

Тархасшăн, ан сӳнтер ăна.

Чăмăртаса тыт аллуна,

Инçе кайма çутат умна.

Çĕмĕрт


Çуркунне çитсессĕн

Ăшă çил вĕрсессĕн

Пахчари шур çĕмĕрт

Çуратать шух ĕмĕт.

Çамрăклăх килет пек

Ман пата вĕçсе.

Юрату пиллет пек

Шурă-шур çеçке.

Пăлханса утатăп

Çĕмĕртĕм патне.

Ачалла хуçатăп

Чĕрĕ чечекне.

— Татмалла та марччĕ, —

Терĕм эп хама,

Анчах тем хуçтарчĕ

Чечекне тем-ма.

…Эп кунтан иртеттĕм

Шкулалла вăр-вар.

— Ма пĕччен вăл? — теттĕм,

Çĕмĕртлĕ утрав.

Çуркунне килсессĕн

Кăмăл çĕкленет.

Çуркунне çитсессĕн

Çĕмĕртĕм чĕнет.

Ыр сипетлĕ çĕмĕрт,

Çук, сана манман.

Çĕмĕрт, çамрăк ĕмĕт,

Асăмрах пурнан.

— Туслăха ан çĕмĕр, —

Вăшăлтатрĕ çĕмĕрт.

— Эп сана манмастăп.

Эс ан ман мана.

Автанпа ахах пĕрчи


Навус купи сапаласа

Тупать автан ахах пĕрчи.

«Мĕне валли ку япала?

Мĕскер унтан усси?!

Мĕнпур ухмах ăна ытла хаклать.

Ун вырăнне тупсан урпа пĕрчи

Эп ытларах савăнмалла:

Вăл хитре мар, анчах та тутăрах тĕшши».

.......................................

Хут пĕлмен çын ялан çапла:

Пĕлмест-тăк — уссăр япала.

 

Иван Крылов

Куçарнă: 2010, раштав, 21

Пĕчченех юлнă


Ирхине эпĕ завод комитетĕнче куртăм ăна. Вăл сĕтел умĕнче, тутăр вĕçне турткаласа, вăтаннă çынла тăрать. Завод комитечĕн председателĕ ăна хĕрӳленсех намăслантарать:

— Намăс мар-и сана, Мария Ивановна? Пире те намăс тивет сан пирки. Шухăшласа пăх-ха хăвăн пуçупа — пĕтĕм завочĕпе эсĕ çеç пĕччен юлтăн. Пирвайхи вырăна йышăннă пулăттăмăр эпир, сан пиркиех хӳрере пыратпăр. Пĕр çыншăн, а! Юлташла суд урлă айăпламалла сана... куншăн.

Социализм ăмăртăвĕ тĕлĕшпе уксахласа пырать ĕнтĕ ку тесе шухăшларăм эпĕ.

Кăнтăрла союзра тĕл пултăм ăна. Каллех вăл тутăр вĕçне турткаласа вăтаннă çынла тăрать, секретарь йĕрес патне çитсех унпа калаçать:

— Мĕнле капла ĕнтĕ-ха, Мария Ивановна? Аппаланатпăр, аппаланатпăр санпала, эсĕ вырăнтан та тапранасшăн мар. Пĕтĕм союза намăс кӳретĕн. Пирĕн профсоюз малти вырăна йышăннă пулĕччĕ, анчах эсĕ чăрмантаратăн. Вĕт пĕтĕм союзĕпе эсĕ çеç юлнă.

Член укçи тӳлемен ĕнтĕ ку тесе шухăшларăм эпĕ. Каçхине ШАКТ правленинче куртăм ăна, ĕлĕкхи пекех тутăр вĕçне турта-турта вăтанса тăрать председатель умĕнче.

— Юлташ, апла май килеймĕ! Çуртра пурăнакансем 100 çын ытла, 100 çынран эсĕ çеç кайра пыратăн. Пĕр выльăх пĕтĕм кĕтĕве варалать. Пирĕн çуртрисем, малти вырăна йышăнса тăмалласкерсем, сан пиркиех хӳрене тăрса юлнă. Куншăн сана хваттертен кăларса ярсан та юрамалла.

Малалла

Эпĕ пур!


Совет Союзĕ арканнине пĕлсен çуралнă сăвă

 

Утмăл пин çухрăма тăсăлатчĕ чикки.

Эп ăна пăшалпа хуралланă.

«Ĕнтĕ çук вăл», — çӳрет сас-хура ун пирки —

Ман мухтавлă çĕршывăм саланнă.

 

Чăн та чаплă çĕршывăн çынни пулнине

Пурпĕрех ĕненме пăрахмарăм.

Эпĕ çын! Гражданин. Кам çук тет пуррине?

Эпĕ пур, эпĕ пур! Çухалмарăм.

 

Бомбăсен кисревне тӳснĕ чикĕ юпи

Чăн сăмах тивнине тӳсеймен-им?

Пĕр çулпа утакан тĕрлĕ халăх шăпи

Малашне еплерех йĕркеленĕ!?

 

Пӳ çитми хӳмепе е бетон стенапа

Хуплансан та тем анлăш картишĕ,

Чăнлăха чару çук — кĕчĕ урăх çулпа,

Кунпа çул йĕррине çеç упрасчĕ.

 

«Çут пуласлăх» чикки таврăнмасть — пултăрин.

Çĕнĕ кун еннеллех талпăнатăп.

Эпĕ пур! — юмахран чăнлăха куçнă çын —

Ĕнтĕ чăн пурнăçрах пурăнатăп.

«Тунсăх сассиллĕ кĕвĕ...»


Тунсăх сассиллĕ кĕвĕ,

Шурă хурăн кати.

Ман ӳт-пĕве шăппăн кĕрĕ

Çак йăпану çути.

Эп тăванла ыталăп

Кайнă ачалăхăма,

Пĕтĕм чунпа ытарлăп.

Килĕп хисеп тума.

Çитĕп те ăшшăн çеç утăп,

Тăсăп туссен юррине.

Тунсăх сасси пĕр тупăп

Ку катарах юлнине.

Чĕрери çуркунне


Çуркунне, çуркунне, çуркунне…

Ман савнассăм килет ун чухне.

Чĕремре ешерет улма–çимĕçĕн сачĕ

Çаплалла ăс-тăнра çурхи кун сăн-сăпачĕ.

Çырăнман сăввăмсем таврăнаççĕ,

Шухăшсем шуйханса çаврăнаççĕ.

Йĕркемсем, çаврăмсем, тĕрлемсем…

Калăнах пит пылак тĕлĕксем.

Ĕмĕт пек çутă, шухă вĕсем,

Чĕремрен сăрхăнан кĕвĕсем.

Кашни сăвă — чечек, чĕр илем.

— Çыр-ха, çыр-ха, — калать ман чĕрем.

Тăван тĕтĕм тути


Ентешĕме Аитбай Тансыкбаева

 

1

Кăвайтсем нумай-нумай эп курнă.

Чи ăшши — тăван килти вучах.

Ун патне васкатăп хир-хир урлă.

Çав вутра анне ăшши пурах.

 

Вăл мана вăй панă ачаран.

Вăл каллех хĕмне парать паян.

 

Вучахра эп кĕл улми пĕçерĕп.

Сиплĕ çăкăр пиллĕ кăмака.

Тутлă тĕтĕм меллĕм асилтерĕ

Ĕмĕр манăçми каçалăка.

 

Эй, аннем, мĕнпе кăна хутмарăн

Тăван çуртăн кив кăмакине!

Армути те, хăмăш та пăрахрăн —

Тытрăн-тытрăнах çурт ăшшине.

 

Çурчĕ пирĕн пит чаплах та марччĕ,

Çурчĕ йăлт — тăмран та улăмран.

Анчах вăл та тăванран тăванччĕ,

Тĕнчере унран хакли пулман.

 

Çук, сӳнмерĕ тĕтĕм, хĕм чакмарĕ,

Çук, пĕтмерĕ тăван кил ăшши.

Çав килте тăван-пĕтен юрларĕ,

Савăнчĕ унта кӳрши-арши.

 

Эпĕр те, вĕт-шакăр, вĕсемпехчĕ,

Эпĕр те вĕреннĕ вĕсенчен.

Кил ăшши пулсассăн тем пекехчĕ,

Йăлт килетчĕ ун йыхравĕнчен.

Малалла

Çĕр тенкĕ


Алăк патĕнчи шăнкăрав вăрăммăн янăраса кайрĕ: тĕнкĕл-тĕнкĕл, тзи-и-инь! Алăка уçрăм та шăнкăрав янăравĕнчен те вăрăмрах çамрăк çын тăнине куртăм. Пуçне уснă хăй, аллинчи ула карттусне ниçта чикме пĕлмесĕр хуçлаткалать те пĕтĕркелет, çав хушăрах хура та вăрăм çӳçне пӳрнисемпе якатанçи тăвать. Куçĕ, çынран таракан кайăк евĕр, айккинелле сулăнать. Тăрхала та типшĕм питĕнче этем самай пăлханни палăрать.

— Кам кирлĕччĕ? — ыйтрăм эпĕ палламанскере куçран пăхса.

— Эпĕ мĕн... Хулана килсе... Пасарсенче пулса... Эпĕ мĕн... — халиччен курман-пĕлмен çын çамки çинчи тар тумламĕсене карттусĕпе шăлса типĕтрĕ.

— Кам унта? — шалти пӳлĕмрен тухрĕ арăм. Ун сасси, шăнкăрав сассинчен те янăравлăрахскер, ула карттус хуçине самай шиклентерчĕ пулмалла. Хайхискер пĕр утăм каялла чакса пуçне айăплăн сĕлтрĕ:

— Каçарăр, — терĕ урамалла тухма пуçтарăнса, — эпĕ йăнăшрăм. Ман ку хваттере мĕн тумалла пулман...

— Чим, тăхта, — чартăм ăна.

— Эп сире палламастăп, эсир — мана, — тинех уçăмлăн персе ячĕ çакскер,

— Мĕнех, паллашăпăр. Эпĕ — Сантăр. Эсĕ кам?

— Вечча. Ялта çапла чĕнеççĕ мана. Хут çинчилле каласан, Вячеслав. Славик, эппин, — хăйĕнпе хăвăрт паллаштарчĕ Вечча.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 347 348 349 350 351 352 353 354 355 ... 796