Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемЛаохСар ачапа сарă хĕрÇамрăк ĕмĕтАча чухнехиЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеВӗре ҫӗлен

Ăмсанатăп пиччене


Шурă пĕлĕт çумĕнчен

Самолёт вĕçсе иртет.

Эп тăратăп темĕнччен —

Пиччене курас килет!

 

Эп ăна курас тесе

Ир тăратăп яланах.

Шурă тутăр вĕçтерсе

Ак ăсатрăм паян та.

 

Самолёт çӳлте вĕçет,

Сар хĕвел епле çиçет!

Тинкеретĕп тӳпене,

Ăмсанатăп пиччене!

Юрататăп шăллăма


Эп пырса кĕрсессĕнех

Шăллăм мăйран уртăнать.

Такăнса ӳксессĕнех

Çухăрмашкăн тытăнать.

 

Вулас тетĕп кĕнеке —

Ман ума килсе тăрать.

Тăпăлтарать мечĕке,

Темшĕн хăй манран тарать.

 

Чей куркине çĕмĕрет —

Пур пĕр таçта кармашать.

Анне ăна илĕртет,

Мана каллех айăплать.

 

Малти шăлĕ шăтнă чух

Çыртать манăн аллăма.

Çапах эпĕ тепĕр чух

Юрататăп шăллăма.

Чĕрĕп инке


Чĕрĕп инке, шăши юс

Темшĕн питĕ шавлаççĕ...

Чее тилĕ, упа тус

Апат кĕтсе лараççĕ.

 

Упа пичче — мăкăрти,

Пыл пек пылак çиесшĕн.

Чее тилĕ — йăпăлти,

Çу пек çуллă çиесшĕн.

 

Ах, çав чĕрĕп пит наян! —

Тилĕ лăпкăн лараймасть.

Хырăм выçрĕ-çке паян, —

Утаман унран юлмасть.

 

Каяр киле, упа тус, —

Вĕткеленет шăши юс. —

Чĕрĕп инке — хыт кукар,

Выçса вилсен тем курар! —

 

Чĕрĕп инке пит вăр-вар

Апат çакса пĕçерет.

— Кăмпа яшки тутлă мар! —

Тилĕ кутăна перет.

 

Чĕрĕп инке йĕкĕлтет,

Вĕлтрен яшки вĕретет.

Вăрттăн кулать: «Тăхтăр!» — тет,

Йĕплĕ хулă хатĕрлет.

Ӳсĕр куян


Çуралнă кун-ши пулнă е уяв —

Çитет тет Чĕрĕп тус патне Куян.

Туссем нумай, шавлаççĕ пит,

Эрех — юхать, пĕлмеççĕ чик.

Каять Куян ӳсĕрĕлсе,

Ларать çакскер мĕкĕлтетсе.

Унтан ура çине тăрса:

«Киле каяп!», — тет çухăрса.

«Ларсам, тупаймăн вĕт килна, —

Тет Чĕрĕп ӳсĕр Куяна.

— Пăхсам, епле тайкаланан,

Кăштах выртсам-ха, урăлсам.

Хăрушă халĕ вăрманта —

Çӳрет тееççĕ Арăслан».

Куян кĕмерĕ ӳкĕте:

«Кам?! Арăслан?! Çав мĕкĕте?!

Эп хам ăна тытса çиеп,

Тирне çич хут сӳсе илеп,

Çап-çарамас, Африкăна,

Хуса яратăп эп ăна!..»

Пырать хайхи вăрманпала,

Улать, кĕрлет ват кашкăрла.

«Мĕн Арăслан! Тĕк вĕçтерсе

Эпир унтан вăйлисенне!»

Çак ӳсĕркке шавне илтсе

Вăранчĕ Арăслан сиксе.

Вăл ячĕ-илчĕ куяна:

«Мĕскер шавлатăн, тунката,

Памастăн çывăрма мана?!

Ай-уй, эс ӳсĕр-çке ача!

Хыпса тултарнă мăй таран!»

Куян веç урăлч самантра!

Сăлтав шырать вăл çăлăнма:

«Эп мĕн... Эп леш... Сире ăнлантарма...

Малалла

Кăмпасем


Ку ĕç хăçан пулса иртнине никам та астумасть. Ун чухне карта кăмписем çĕр айĕнчех пурăннă пулать. «Çиеле, çĕр çине, никамăн та тухмалла мар, мĕншĕн тесен çиеле тухакансене çынсем пуçтарса каяççĕ», — тесе асăрхаттарнă имĕш çамрăк кăмпасене ваттисем.

Çул хыççăн çул иртнĕ. Кăмпасем çаплипех çĕр айĕнчен тухмасăр хăйсене çынсем пуçтарса каясран хăраса пурăннă.

Пĕррехинче, çуллахи ăшă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн, карта кăмписенчен чи пĕчĕкки, Пăньтăк ятли, тутлă ыйхăран вăранса каять, карăнкалама тытăнать. Карăннă май вăл ӳссех пырать. Юлашкинчен хайхи карăнса та, анасласа та ывăнать. «Çиеле тухса пăхсан мĕнле-ши? — шут тытать вăл. — Унта та кунти пекех тĕттĕм те тăвăр-ши? Мĕн пулать те мĕн килет — тухса пăхас...»

Çалла Пăньтăк майĕпен çӳлелле тапкаланса пуçне тула кăларать. Пăхать те тавралăха — тĕлĕннипе хытсах каять: таçта аякра, тачка та хăмăр пĕлĕт çинче, çичĕ-сакăр тĕспе асамат кĕперĕ ялкăшать, курăксем пурте тумлам шăрçасем çакнă, кайăксем каçса кайсах чĕвĕлтетеççĕ, ытармалла мар юрă-кĕвĕ янратаççĕ...

— Эх, кунта мĕн пек хитре иккен! — савăннипе кăшкăрсах ярать Пăньтăк.

Малалла

«Юрату чечекĕ — çичĕ çăлтăр...»


Юрату чечекĕ — çичĕ çăлтăр,

Çурхи тĕттĕм сад та пĕччен сак.

Куçусем, ăçта-ши йăлтăр-йăлтăр

Хĕмленсе çунаççĕ, хĕрĕм, сан.

Юрату килсессĕн те, иртсессĕн,

Ырату юлать-çке чĕрере.

Ав, каллех çурхи тĕнче пин саслă,

Çăлтăрсем выляççĕ тӳпере.

Чăваш ту


Çĕпĕрте, Тобольск хули çывăхĕнче, «Чăваш тăвĕ» текен вырăн пур.

Г.Комиссаров-Вантер.

 

Аваплăх сасси янăрать Çĕпĕртен —

Ыр Улăп унта та çӳренĕ иккен.

Чуна хĕмлентерчĕ вут чуль пек ыйту:

Мĕнле тĕлĕнтермĕш упрать Чăваш ту?

 

Мĕскер-ши унта? Е аваллăх арчи,

Е Улăп мухтавĕ сăрта куçнă-ши?

 

Камран ку чухне ыйтмалла-ши тӳрремĕн:

Мăн Улăп суха сухаланă пулсан

Мĕнле çимĕç панă-ши Çĕпĕр çеремĕ?

Мĕскер шăтса çитĕннĕ çав акаран?

 

«...Поэзи çуначĕшĕн мĕн вăл инçет —

Ман туйăм Чăваш тӳпемне вирхĕнет.

 

Çитетĕп, виçетĕп, куçпа тинкеретĕп.

Ăнлантăм: чăваш терт-нуши ку — сăрт мар.

Эй, Гури пичче, пултăн халăх тĕрекĕ —

Ĕçре курмасан та ят-сум, пархатар.

 

Вулатăп-вулатăп тĕпчевçĕ ĕçне —

Пĕлсе çитереймĕн аваллăх ăсне.

 

Катрам-катрамшарăн катса-тĕпретсен те,

Эс тупнă ăс-пурлăхăн хакĕ чакман.

Сăрт-ту шăпипе пĕрешкел чăваш ĕçĕ —

Ватсан-çĕмĕрсен те курнать катаран.

Этем хакне ĕçне кура виçеççĕ


Хăть икĕ пăт, хăть вунă пăт тайсан та

Паттăрсене хакпатпăр пĕр виçеллĕн.

Мухтавлă ĕçĕ ылтăна куçать,

Çын ячĕ-сумĕ сулăмне хушать —

Этем хакне ĕçне кура виçеççĕ.

 

Хăть икĕ пăт, хăть вунă пăт тайсан та

Путсĕрсене хаклатпăр пĕр виçеллĕн.

Хисепсĕр ĕçĕ çӳп хакне юлать,

Кун-çул пархатарне сая ярать —

Этем хакне ĕçне кура виçеççĕ.

Ик пичке


Ик пичке пыраççĕ: пĕри тулли,

тепри

пушши.

Тулли пырать тет ерипен, хуллен,

пач васкамасăр.

Пушши сикет, кĕрлет пĕччен

ниме пăхмасăр.

Иртен-çӳрен часрах унтан тарать,

Аллипеле хăлха хуплать.

Кĕрлет мĕн кĕлетки Пушшин

Туллин пек пулманран усси.

Хăш-пĕр çынсем те пушă пичке пек

Шет мухтанаççĕ кунĕпе,

Апла çуках ним усă вĕсенче.

Ĕçпе тулли сăмах хушса тăмасть,

Ун ĕçĕ сассăр сăмахлать —

Тулли малаш пирки шутлать,

Пушши пуш параппан çапать.

 

Иван Крылов

Куçарнă: 2010, раштав, 22

Е машина, е хăпарту


Вăрçă чарăннă ĕнтĕ, анчах та вăл кӳрсе хăварнă инкек-сурана кашни утăмрах асăрхатăн. Чĕрĕ ӳт çинче тăрса юлнă çĕвĕ пекех илемсĕр вĕсем — вăрçă суранĕсем. Уй хапхи, хăмисене унтан та кунтан хуçса е вуçех хăйпăтса пĕтернĕскер, илемсĕррĕн чалăшнă. Петюксен пĕчĕк пӳрчĕ, унран юлас мар тенĕн, улăм çĕлĕкне çурçĕр еннелле тайнă.

Петюк — уй хуралçи. Тулă хăмăлĕ евĕр сап-сарă çӳçлĕ ача вăл. Саккăрта. Пичĕ-куçĕ кук тĕрриллĕ, çерçи çăмарти пек. Çитĕнсе çитнисем кулянса ахлатнипе айлатнине кулленех илтет вăл. Ирхине хире бригадир тухнăччĕ.

— Вăт, — терĕ вăл Петюка çурăмран лăпкаса, — тытăттăм та çапса лартăттăм çав уй хапхине — хăма çук. Сана та, ачам, кăлăхах нушалантарман пулăттăмăр.

Пĕр хушă шарламарĕ бригадир — Петюкăн тăван мар Варлам пиччĕшĕ.

— Эс, хăв пĕчĕк пулсан та, пы-ысăк ĕç тăватăн.

Уя, тыр-пула, çăкăра, эппин, хураллатăн, — пиншак кĕсйинчен тем кăларас шутпа аппаланнă май куçран пăха-пăха илчĕ бригадир. — Мĕнле калас та, ĕçшĕн тем парсах савăнтараймăпăр. Ак ку вара — сана! — кĕсьерен вылямалли пĕчĕк машина кăларса тыттарчĕ Варлам. — Района кайсан ятарласа туянтăм.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 346 347 348 349 350 351 352 353 354 ... 796