Савнă хулам


Пит пысăк салам,

Ман савнă хулам!

Сана саламлам,

Юратнă хулам!

Уяв сан паян,

Ялан эс пулан.

Пире çупăрлан,

Çунат-вăй паран!

Тухса кайсанах

Чĕнен каяллах.

Эпир яланах

Юлатпăр санпах.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Маша (2011-02-17 18:48:57):

Тăван хулине юратать ача. Тухса кайсанах, чĕнен каяллах, эпир яланах юлатпăр санпах, тет. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена (2011-02-19 14:48:36):

Маттур! Маттур. Урăх сăмах та çук

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марна Ивановна (2011-02-22 18:26:40):

Никита, эс Туркай пекех маттур çыратăн. Туркай калашле, сăмах пултăр татăклă, шухăш пултăр тарăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зина (2011-03-09 20:56:37):

Маттур сăмаха çичĕ хут калатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: