
«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.
Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.
Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

Ҫу уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре «Победа в единстве» (чӑв. Пӗрлӗхре ҫӗнтерӳ) фестиваль иртӗ.
Хулари калӑпӑшлӑ пулӑма Шупашкарта пурӑнакансемпе республикӑн тӗп хулине курма килнӗ ҫынсем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Ку вӑл эпир аслӑ Ҫӗнтерӗве, вӑрҫӑра пуҫ хунисене асра тытнине, вӗсен паттарлӑхӗпе мӑнаҫланнине пӗлтерӗ.
Фестивале «Вальс Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ вальсӗ) фестиваль илем кӳрӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсен кӗввипе ташлакансем ҫынсем йывӑр вӑхӑтра та культурӑна, ӳнере, илеме хакланине кӑтартса парӗҫ.
Фестивале кирек кам та ҫитсе курма пултарать. Унта пыракансен укҫа тӳлемелле мар.
Мероприятисен тулли программипе ҫак http://www.9may.gcheb.ru/ сайта кӗрсе тӗплӗн паллашма май пур.

Республикӑра «Чӑваш Ен мисӗ – 2026» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче пулнӑ.
«Чӑваш Ен мисӗ» ята хальхинче 16 ҫулти Мария Петрова тивӗҫнӗ. Вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренет.
«Шупашкар мисӗ» ята Софья Петрова тивӗҫнӗ. Анастасия Окайкина «Чӑваш Енӗн 1-мӗш вице мисӗ» ята илнӗ. Светлана Гурьянова вара «Чӑваш Енӗн 2-мӗш вице-мисӗ» ята тивӗҫнӗ.

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Асамат вулавӑсем - 2026» мероприяти иртнӗ. Вӑл Шупашкарти 13-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ.
Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен ачасем те хутшӑннӑ. 7-мӗш класра вӗренекен Виктория Козлова тата Ольга Павлова чӑваш чӗлхипе литературин учителӗпе Людмила Кирилловӑпа хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла илемлӗ тумланса кайнӑ. Чӑваш поэчӗпе тӗл пулни ачасемшӗн чӑннипех пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.
Светлана Васильевна ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫырас ӑсталӑхӑн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Вӑл хӑйӗн сӑввисене илемлӗ вуланине ачасем ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларнӑ.
Светлана Асамат ачасен ыйтӑвӗсене те кӑмӑлтан хуравланӑ. Вӗсем вара тем пирки те ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ.

Ырантан Шупашкартан Махачкалана тата Калининграда самолетпа вӗҫме май пулӗ. Рейссене «Аэрофлот» авиакомпани пурнӑҫлӗ.
«Шупашкар – Калининград» рейс эрнере 4 хут пулӗ: ытларикун, кӗҫнерникун, эрнекун тата вырсарникун. Рейс Шупашкартан 23:15 сехетре вӗҫсе тухӗ те Калининграда 01:45 сехетре ҫитӗ.
«Шупашкар – Махачкала» рейс эрнере 3 хут пулӗ: тунтикун, юнкун тата шӑматкун. Вӑл Шупашкартан 23:50 сехетре тухса Дагестана 02:40 сехетре ҫитӗ.
Ҫапла ырантан Шупашкарти аэропорт талӑкӗпех ӗҫлеме тытӑнӗ. Махачкалапа Калиниграда рейссем юпа уйӑхӗччен вӗҫӗҫ.

10 тенкӗллӗ укҫасем ҫинче Чӑваш Ен тата Шупашкар гербӗсене ӳкерӗҫ. Ку ыйтупа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан калаҫнӑ.
Кӑҫал «Раҫҫей Федерацийӗ» серире Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ 10 тенкӗллӗ укҫа тухӗ. Ҫитес ҫул «Ӗҫ мухтавӗн хулисем» серире Шупашкара халалланӑ укҫа кӑларӗҫ. Иккӗшне те хаклах мар тимӗртен шӑратса кӑларӗҫ.
Икӗ ен регионти финанс рынокне сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: 2025 ҫултанпа Чӑваш Ен бюджет процесне цифра укҫине ҫаврӑнӑша кӗртессипе ҫыхӑннӑ сӑнав проектне хутшӑнать.

Чӑваш Енри ансамбль Екатеринбургри фестивале хутшӑнса 2 млн тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах — Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Парне» халӑх фольклор ансамблӗ пирки.
Фестивале Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи 16 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем куракансене тӗрлӗ халӑх юрри-ташшипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.
Жюри пайташӗсем «Парне» ансамбле грант пама йышӑннӑ. Артистсем каланӑ тӑрӑх, ку укҫапа вӗсем сцена ҫине тухмалли тум ҫӗлӗҫ, музыка инструменчӗсем тата тӗрлӗ реквизит туянӗҫ. Ҫавӑн пекех ку грант вӗсесне Чӑваш Енри округсене тата Раҫҫейри регионсене тухса ҫӳреме пулӑшӗ.
Сӑмах май, Шупашкарти ансамбль фестивалӗн гала-концертне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал кӗркунне Мускавра иртӗ.

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Василий Евдокимов фотограф пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Василий Леонтьевич 1947 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл профессилле ӑста пулман. Илеме туйма пӗлекенскер сӑн ӳкерме юратнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар кӳлмекне епле туни те сӑнланса юлнӑ. Ара, шӑпах унта стройкӑра ӗҫленӗ те ҫав маттур ар.
Шупашкара вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсен ҫурринче куҫса килнӗ. Платник пулса ӗҫленӗ, строительство техникумӗнче каҫхи уйрӑмра вӗреннӗ.
Прораб пулса вӑл Кӳкеҫре «Паха тӗрӗ» фабрикӑн цехӗсене хӑпартма хутшӑннӑ, автобус паркӗсене тунӑ тата ялсене газ кӗртнӗ ҫӗрте ӗҫленӗ.
197-1983 ҫулсенче Василий Евдокимов Шупашкар кӳлмекне тума хутшӑннӑ. Стройкӑна яланах фотоаппаратпа кайнӑ. fotocheb.ru архивӗнче унӑн 1977-1988 ҫулсенчи икҫӗре яхӑн сӑнӳкерчӗкӗ упранать иккен. 2024 ҫулта Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрӗнче унӑн ӗҫӗсен «Рождение Чебоксарского залива» (чӑв. Шупашкар кӳлмекӗ ҫурални) курав та ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗр ишӗлсе пырать. Вырӑнта пурӑнакаенсем ҫав пулӑм хӑйсен ҫурчӗсем патне ҫитесрен хӑраҫҫӗ.
Ҫӗр унти Ольдеево ялӗнчи Зелинский урамӗнче ишӗлсе пырать иккен. Ҫырма хӗрринчи тӑпра ишӗлсе пырать. Ҫул леш енче вара ҫынсен уйрӑм ҫурчӗсем вырнаҫнӑ.
Ҫӗр ишӗлекен вырӑна специалистсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмне сӑнама ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти администрацире ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ ятарлӑ мера йышӑнма палӑртаҫҫӗ, ун валли вӗсем план туса хатӗрлесшӗн. Ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ туса ирттерекен ӗҫсене кансӗрлесрен ҫынсене унта машинӑсем лартма чарнӑ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал ҫуркунне ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Шупашкарта та, Шупашкар районӗнче те ҫӗр ишӗлсе пынине асӑрханӑ.
