Чӑваш Енре чи маттур такисита палӑртнӑ. Ку ята Григорий Никоноров тивӗҫнӗ.
Такисистсен ӑмӑртӑвне 16 водитель хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫласа чи нумай балл пухаканни Григорий Никоноров пулнӑ.
ҫӗнтерӳшӗн ӑна 15 пин тенке парса хавхалантарнӑ.
Килес ҫул вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.
«Раҫҫей туризм мисӗ» илем конкурсне пирӗн ентеш те, Шупашкарти пике, хутшӑнӗ.
Конкурс Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртӗ.
Пирӗн республика чысне Влада Комарова хӳтӗлӗ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. Хальхинче конкурсра хӗр Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ 29 чиперккепе тупӑшӗ.
Палӑртса хӑварар: финал Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗче иртӗ.
Чӑваш Енре «Автоледи» республика конкурсӗ иртӗ. Ӑна «Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх» проектпа килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса 18 ҫул тултарнӑ, водитель правине илнӗ хӗрсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ пайпа иртӗ: теори тата практика. Ҫавӑн пекех пултарулӑх заданийӗсем пулӗҫ.
Заявкӑсене ҫак электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ:
familycheb@mail.ru.
Чӑваш Енре каллех чи лайӑх механизаторсене палӑртӗҫ. Ун пекрех конкурса кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ирттерни пирки Чӑваш халах сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ун чухне арҫынсен хушшинче Вадим Головин (Елчӗк округӗ), Борис Головин (Елчӗк округӗ), Евгений Петров (Вӑрмар округӗ) мала тухнӑччӗ. Хӗрарӑмсен хушшинче Эльвира Чугунова (Вӑрнар округӗ), Надежда Концова (Ҫӗмӗрле округ), Алена Ефимова (Шупашкар округӗ) малти вырӑнсене йышӑннӑччӗ.
Хальхи конкурса хутшӑнма заявкӑсене ута уйӑхӗн12-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Унта механизаторта виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫлекенсем хутшӑнайӗҫ.
Конкурс утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпури аграрипе промышленность коллеждӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ республика чысне Тамбовра авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртекен ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑр тиев причалӗнче ӗҫлекен Александр Торхеев «Профессире чи лайӑххи» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ, халӗ вӑл Раҫҫей тапхӑрне хутшӑнма хатӗрленет.
Александр «Экскаватор машинисчӗ» номинацире тупӑшӗ.
Ҫӗнтерӳҫе 1 млн тенкӗ параҫҫӗ. Ӑна ҫӗнсе илме ентеше ӑнӑҫу сунатпӑр!
Татьяна Комендантова – спортсменка пулнӑ, халӗ стюардессӑра ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл «Стюардессӑсен Топӗ» пӗтӗм тӗнчери конкурс ҫурма финалне тухнӑ.
Татьяна Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Олимп резервӗсен шкулӗнче спорт енӗпе аталаннӑ. 9 ҫул каялла вара Мускава куҫса кайнӑ.
Спорт хыҫҫӑн вӑл патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ, унта ӑнӑҫлӑ карьера тума пултарнӑ. Анчах унӑн чунӗнче урӑх ӗмӗт тӗвӗленнӗ: стюардесса пуласси. 32-е чухне Татьяна профессие улӑштарнӑ. Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ вӑл бортпроводницӑра ӗҫлет. Халӗ Татьяна Мароккӑра иртекен ҫӑмӑл атлетика чемпионатне хутшӑнма хатӗрленет.
Шупашкарта пурӑнакан Ольга Упман «Раҫҫей наци супермоделӗ» онлайн конкурса хутшӑнать.
Вӑл 46 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен хушшинче тупӑшать.
Ҫӗнтерӳҫе кӗҫех, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Мала тухнӑ чиперкке диадемӑна, диплома тата Мускаври илем конкурсне хутшӑнма май паракан сертификата тивӗҫӗ. Ку кӑҫа мар, ҫӗнтерӳҫӗн сӑнӳкерчӗкне «Раҫҫей наци илемӗ» журналта пичетлесе кӑларӗҫ.
Пирӗн ентеш тӗлӗнмелле хӗрарӑм. Вӑл пӗр ҫулта 26 илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫапла Раҫҫейри рекордсен кӗнекине кӗнӗ.
Шупашкарти Лилия Яковлева граффити ӳкерсе ҫӗнтернӗ.
Халӗ унӑн ӳкерчӗкӗ Чулхулари Кремле илемлетет. Пӗтӗм Раҫҫейри граффити фестивалӗ шӑпах унта иртнӗ.
Лилия Шупашкар гербӗ ҫинчи пилӗк кӑвакала ӳкернӗ. Вӑл «Этника стилӗ» номинацире палӑрса мала тухнӑ.
Сӑмах май, Лилия – ЧР Патшалӑх Канашӗн Ҫамрӑксен палатин членӗ, регионти «Динамо» аэробика уйрӑмӗн ертӳҫи. Кунсӑр пуҫне вӑл Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче вӗрентет.
Чӑваш Енри чи лайӑх зоотехнике палӑртнӑ. Вӑл – Элӗк тӑрӑхӗнчен .
Регина Долгова «Новый путь» хуҫалӑхра тӗп зоотехникра ӗҫлет.
Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире - чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче тупӑшса мала тухнӑ.
Сӑмах май, ӑмӑрту Патӑрьел округӗнче иртнӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче ӗне чи лайӑх сӑвакансен республикӑри конкурсӗ иртнӗ. Унта Красноармейски районӗнчи «Красное Сормово» (чӑв. Хӗрлӗ Сурӑм) обществӑра ӗҫлекен Екатерина Борисова ҫӗнтернӗ.
Ҫак хӗрарӑм ӗне сумалли аппаратпа ӗҫлеме лайӑх пултарать ҫеҫ мар, ку аппаратпа ӗҫлессин техникине аван пӗлет иккен. Унсӑр пуҫне теорие те ӑша аван хывнӑ.
Хӗрарӑм дояркӑра 10 ҫула яхӑн тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |