Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри технолог Олеся Васина сыр пӗҫерекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне хутшӑнӗ. Вӑл «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче сыр пӗҫерес енӗпе мала тухнӑ. Конкур Чӑваш патшалӑх аграри уриверситетӗнче иртнӗ.
Республикӑри чи лайӑх виҫӗ сыр пӗҫерекен икӗ кун теори тата практика тӗлӗшпе тупӑшнӑ. Виҫҫӗшӗ те вӑйлӑ, пурте пӗр пекрех балсем пухнӑ. Ку виҫҫӗшӗн те ӑсталӑх пысӑккине кӑтартать.
Ҫапах конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пурах. Олеся Васинан кӑтартӑвӗ чи лайӑххи пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Алексей Андреев, виҫҫӗмӗшне Татьяна Юркина тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: Олеся сыр пӗҫерекенре виҫӗ ҫул кӑна ӗҫлет, анчах пысӑк профессионал пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Вӑл ҫӗнӗ рецептсем шухӑшласа кӑларать, кӑвассемпе ферментсем суйлать, ҫамрӑк специалистсене вӗрентет.
