Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
gettyimages.fr сайтри сӑн
gettyimages.fr сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене 3 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Полицие вӑл мар, унӑн тӑванӗсем шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ.

50 ҫулти арҫын патне ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ. Укҫа ӗҫлесе илмелли мел пур тесе сӗннӗ. Арҫын килӗшнӗ те телефонне лешӗ каланӑ сарӑма вырнаҫтарнӑ. Укҫа ӗҫлесе илес тесе 3 миллион та 150 пин тенкӗ инвестици хывнӑ. Ку укҫана вӑл банкран кредит илнӗ. Анчах арҫын кайран укҫана тавӑрас тенӗ — май килмен, счета блокировка тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/4590
 

Хулара
tribunapracy.by сайтри сӑн
tribunapracy.by сайтри сӑн

Шупашкарти арҫын ача онлайн-вӑйӑ вылянӑ чухне амӑшӗн картти ҫинчи укҫана куҫарса панӑ. Сахал мар – 230 пин тенкӗ.

Амӑшӗ дебет тата кредит карттисем ҫинче укҫа ҫуккине асӑрханӑ та мӗн пулнине тӗпчеме тытӑннӑ. 3-мӗш класри ывӑлӗ вӑйӑ вылянӑ чухне виртуаллӑ валюта туянма тӑнӑ иккен. Палламан ҫын унпа мессенджер урлӑ ҫыхӑннӑ. Арҫын ача вал каланине итлесе ӑна 230 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ача вара вӑйӑ бонусӗсемсӗрех тӑрса юлнӑ.

Ачан амӑшӗ полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/4590
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Дина Александрова Мускавра иртнӗ «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗ. Вӑл 15 ҫухрӑма 50 минут та 57 ҫеккунтра парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.

Дина — вӑтам тата вӑрӑм дистанцисене чупакан спортсменка. Вӑл кросс енӗпе Раҫҫей чемпионкин, Раҫҫей спорт мастерӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Дина кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче иртнӗ марафонра та ҫӗнтернӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗшӗн ӑна «Москвич» машина парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14155
 

Пӑтӑрмахсем
vk.com/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николай Кузнецов патшалӑх укҫипе вӗлле хурчӗ ӗрчетет.

Вӑл 2025 ҫул пуҫламӗшӗнче Социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнчи ведомствӑсем хушшинчи комиссие социаллӑ контракт илме ыйтса заявка тӑратнӑ. Лайӑх смета хатӗрленӗскере комисси патшалӑх укҫине уйӑрса пама йышӑннӑ.

«Аякри ялсенче пурӑнакансене социаллӑ контракт пурнӑса лайӑхлатма пулӑшать. Эпир вӗлле хурчӗсен ҫемйи шутне ӳстертӗмӗр, ҫӗнӗ вӗллесем тата кирле инвентарь туянттӑмӑр», — тенӗ Николай Васильевич.

 

Культура
Культурӑпа ӳнер институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Культурӑпа ӳнер институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Ене Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культурологсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институчӗ халӑх тетелӗнчи старницӑра хыпарланӑ.

Экспедиципе ҫула тухнӑ культурологсем Шупашкарпа тата маларах эпир асӑнса хӑварнӑ аслӑ шкулпа паллашнӑ. Хӑнасене халӑх художество пултарулӑхӗн кафедри уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ.

Хӑнасем института этнос енчен капӑрлатнине хакланӑ, Креативлӑ индустри шкулне пахаланӑ. Вӗсем наци сӑн-сӑпатне ӳнерпе дизайнри хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗлӗхсене тӗпе хурса усӑ курма пӗлнине ырланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/feed?w=wall-1559050_26738
 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ федераци укҫине 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Гранта «Знаки рода: платки-обереги» (чӑв. Йӑх-несӗл палли: тутӑр-хӳтлӗхҫӗ) проекта пурнӑҫа кӗртме тӑкаклӗҫ. Ҫавна май салтак тутрине тӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем йӗркелӗҫ.

Проект авторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрлеме пӗлекен ӑстасем пур чухне ҫавна вӗренсе юлмалла. Ӑсталӑх сехечӗсене 25 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксене явӑҫтарӗҫ.

Проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра вӗрентмелли видеороликсем, ҫутӗҫ фильмӗсем те хатӗрлӗҫ. Кайран салтак тутрисен куравне йӗркелӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче чылай вӑхӑт шывсӑр ларнӑ. Ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче те пӑшӑрханса ҫыракансем пулнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлсен вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттерме йышӑннӑ.

Ялта ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен шыв пулман. Унӑн сӑлтавӗ — шыв башнин насусӗ ҫунса кайни.

Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Мариинский» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫине тӑманнине палӑртнӑ. Уншӑн предприяти директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне шыв укҫине ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрӗсене алимент тӳлесшӗн пулман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ май ӑна 5 уйӑх ӗслесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.

Ачисене алимент тӳлеменшӗн арҫынна унччен административлӑ майпа явап тытарнӑ-ха. Апла пулин те вӑл парӑма ҫур миллион тенкӗрен те ирттерсе янӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

4 ҫулти арҫын ача сӑмсине батарейка чиксе янӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна хӑйсем тӗллӗн кӑларма хӑтланнӑ, анчах лару-тӑрӑва пушшех те кӑткӑслатнӑ — батарейка тата шаларах кӗрсе кайӑ. Тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Республикӑри ача-пӑча клиникин хирургӗсем ачана наркоз витӗмӗпе эндоскопи операцийӗ тунӑ, сӑмсинчи батарейкӑна кӑларнӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти С.М.Максимов ячӗллӗ 1-мӗш музыка шкулӗнче вӗренекен Ирина Степанова «Агутинс» конкурсра гран-при ҫӗнсе илнӗ. Ӑна пултарулӑхне аталантарма 100 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Сертификата Раҫҫейри паллӑ мусӑкҫӑ Леонид Агутин аллинчен тыттарнӑ.

Палӑртса хӑварар: конкурса 15 пин заявка килнӗ. Пирӗн ентешӗн ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивнӗ. Вӑл Сочи хулинче иртнӗ гала-концерта ӗнер НТВ телеканалпа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, [147], 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, ... 4091
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 08

1931
95
«Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1952
74
Угаслов Николай Фёдорович, 3-мӗш ЧНК Президенчӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Степанов Владимир Васильевич, прозаик ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...