Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра палӑрмаллах ӑшӑ. Ыран тата ӑшӑрах пулӗ, термометр кӑнтӑрла 9-14 градус кӑтартӗ. Кӑнтӑрла иртсен хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ.

Юнкун каҫхине тата ҫӗрле вӑйлах ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кунӗпех ҫума пултарать.

Кӗҫнерникунран пирӗн пата Арктика сывлӑшӗ килме тытӑнать. Эрне вӗҫнелле йӗпе юр та ҫума пултарать. Ҫил вӑйланӗ.

Канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланӗ, пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, ҫил лӑпланӗ. Тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех циклон килме пултарать. Юр ҫуса лартма та пултарать. Ҫапах хӗл халех лармӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен ҫанталӑк климат норминчен 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Республикӑра
freepik.com сайтри сӑн
freepik.com сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш лини уйрӑмӗн пайен ӗҫченӗсем Атӑл ҫинче, Шупашкар шыв управӗ ҫывӑхӗнче, рейд ирттернӗ. Вӗсем браконьера тытса чарнӑ.

Арҫын, 1987 ҫулта ҫуралнӑскер, Мари Элтен. Вӑл саккуна пӑсса юраман хатӗрпе пулӑ тытнӑ. Полицейскисем унран 19 пулӑ тата хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ.

Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хальлӗхе арҫыннӑн полици уйрӑмне пырса хӑй пуррине паллӑ туса каймалла.

 

Республикӑра
«Чеб. Медиа» архивӗнчи сӑн
«Чеб. Медиа» архивӗнчи сӑн

Кӗҫех республикӑра теплоход сезонӗ вӗҫленӗ. Юлашки теплоход чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килсе чарӑнӗ. Кӑҫалхи кӑтарту, вара халех паллӑ: республикӑна туристсем килес енӗпе рекорд пулнӑ.

Кӑҫалхи сезонра 720 круиз теплохочӗ 102 пин ытла турист килнӗ. Ӗнер икӗ теплоход чарӑннӑ. Чӳк уйӑхӗнче тепӗр 3-шӗ килмелле.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна теплоходсемпе 89 пин турист килсе курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт патӗнче ҫул ҫинчи инкекре икӗ ҫын аманнӑ, 4 ҫулти ачана пульницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме ӑсатнӑ.

Пӑтӑрмах 15 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ. «Фольксваген Поло» рульне тытса пынӑ 49 ҫулти водитель малта пыракан «Лада Веста» тата «ГАЗ 3009» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ.

«Вестӑн» 32 ҫӳлти водительне тата 31 ҫулти хӗрарӑм-пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Салонта пулнӑ 4 ҫӳлти хӗрача сывлӑхне те тухтӑрсем терӗсленӗ, вӑл йывӑр шар курман.

«Фольксваген Поло» водителӗ урӑ пулман-мӗн.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Индирен килнӗ студентсем валли уяв туса панӑ. «Навратри» ятлӑ вӑл.

Уявра 200 яхӑн студент савӑннӑ. Вӗсем юрланӑ, ташланӑ., хӑйне евӗр наци ҫимӗҫӗсемпе хӑналанӑ.

«Вӑл питӗ ырӑ уяв. Вӑл тӗрӗслӗхе, ырӑ усала ҫӗнтернине кӑтартать», - палӑртнӑ Индирен Шупашкара вӗренме килнӗ студент Датта Акшат.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_71302
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти шкул ачине Илья Павлова Сочире иртнӗ BRICS олимпиадӑра Раҫҫей гимнне юрлама шаннӑ. Ку тивӗҫе вӑл питӗ аван пурнӑҫланӑ.

Илья вокала 5 ҫул вӗренет. Унӑн ертӳҫи - Светлана Куликова. Илья Шупашкарти 3-мӗш ӳнер шкулӗнче ӑс пухать. Вӑл ытларах патриотлӑх юррисене юрлама кӑмӑллать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17573
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2023-2024 ҫулсенчи пултарулӑх сезонӗнче Чӑваш Енри патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсем 58 премьера лартнӑ. Ҫав учрежденисене 821,6 пин ҫын пырса курнӑ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, куракансем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ спектакльсемпе концертсене, Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке», Марина Карягинӑн «Ҫӗн Кун Ачи» ӗҫӗсемпе лартнӑ спектакльсене, Юрӑпа ташӑ ансамблӗн «Ҫул хыҫҫӑн ҫул, 100 ҫул ӑнӑҫлӑ иртнӗ» программӑна уйрӑмах килӗштенӗ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Василисса» юмах кӑтартнӑ. Ӳнер учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Алена Савельева пултаруллӑ ҫамрӑк режиссёр лартнӑ.

Спектакле Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗн гранчӗпе куракан патне ҫитернӗ. Театрта ӗнентернӗ тӑрӑх, спектакль пӗчӗк куракансемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне тӳрех килӗшнӗ.

Юмахри тӗп сӑнар Василисса: «Кам эпӗ? Ӑҫтан килнӗ?» – тесе пуҫ ватать-мӗн.

 

Чӑвашлӑх
Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Питӗрти чӑвашсем юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Илем фестивальне хутшӑннӑ.

«St. Petersburg Beauty 2024» Илем, мода тата пултарулӑх фестивалӗнчи Пултаруллисен конкурсне Питӗрти чӑваш культура обществин дизайнерӗсемпе модельерӗсен ушкӑнӗ пулнӑ. Вӗсем – тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем Алиса Шарпаева тата Фаина Антонова. Чӑваш тумӗн илемне Алиса Семёновна кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall68530186_5260
 

Республикӑра
Ҫӑлкуҫ: cap.ru
Ҫӑлкуҫ: cap.ru

Эрнекун Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Ильинка вӑтам шкулӗнче Б.И. Гузовский ячӗллӗ ҫӗнелнӗ музей уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Елена Дымза, Муркаш муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов тата шкул директорӗ Надежда Иванова каснӑ.

Хӑнасем валли пӗрремӗш экскурсие «Вӑрман тусӗсем» шкул лестничествинче вӗренекен ачасем ирттернӗ. Вӗсем музейри экспонатсем пирки каласа панӑ, вӑрман пирки хӑйсем мӗн пӗлнине уҫса панӑ.

Хӑнасем те пуш алӑпа килмен: «Сӑрҫум» заповедникӑн директор ҫумӗ йӑвасем илсе килнӗ, теприсем антресоль, виҫмелли вилка, ҫӳллӗше виҫмелли хатӗр, ытти япаласем парнеленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, [142], 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, ... 3891
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 12

1912
113
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1981
44
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
34
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...