Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телегрампи хӑйӗн каналӗнче Ашшӗн кунӗпе саламлакан пост вырнаҫтарнӑ. «Атте тени вӑл сӑмах анчах мар, вӑл хӑйне уйрӑм яваплӑха, вышкайсӑр пысӑк ӗҫе тата юратӑва палӑртать. Ашшӗ – ҫемье пуҫӗ, ывӑлӗшӗн – ҫирӗплӗх, вӑй тата чыслӑх тӗслӗхӗ, хӗрӗшӗн – наставник тата хӳтӗлевҫӗ. Хисеплӗ арҫынсем, хаклӑ ашшӗсем, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн, тӑванӑрсемшӗн – яланах ҫирӗп тӗрев, ачӑрсемшӗн шанчӑклӑ ҫул кӑтартуҫӑ пулӑр. Кашни кун савӑнӑҫпа, телейпе тултӑр, килӗрте яланах ӑшӑлӑхпа хӑтлӑх хуҫаланччӑр», — тесе саламланӑ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар ялӗнче халь Вӑрман урамне чӑрмавсӑрах ҫитме пулать. Унта юханшыв урлӑ каҫмашкӑн каҫӑ тунӑ. Ку ӗҫе Валентин Морозов, Александр Мадебейкин, Николай Абрамов тата Михаил Абаськин тытнӑ та тунӑ. Ҫапла, ял ҫыннисем ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Зайцевсен архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлери Зайцевсен ҫемйи Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра палӑрнӑ. Вӗсем «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире малти вырӑна йышӑннӑ. Зайцевсем тӑватӑ ывӑл ӳстереҫҫӗ. Мӑшӑр килӗштерсе пурӑнать. Палӑртмалла: конкурс кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 388 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсенчен 88-шӗ тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "За рулем" порталти сӑн Шупашкарта тӗрлӗ туй кортежне курма пулать. Ку таранччен хӗрпе каччӑ хыҫҫӑн троллейбуссемпе те, КамАЗсемпе те пынине асӑрханӑ. Хальхинче вара туйра автошкул машинисем пулнӑ. Вӗсем Шупашкар урамӗсемпе ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта 14-мӗш троллейбус водителӗ автобус водителӗ патне пынӑ та ҫапма пуҫланӑ. Ҫакна пӗр пассажир видео ӳкернӗ. Ку юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхи 7 сехет ҫурӑра «Богдан Хмельницкий урамӗ» чарӑнура пулнӑ. Икӗ водитель мӗншӗн вӑрҫни паллӑ мар. Ахӑртнех, троллейбус водительне автобус ытлашши патӗнче пыни, пассажирсене маларах пуҫтарни килӗшмен. Полици ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ҫакна курнӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Полина Осипова пултарулӑхӗпе ют ҫӗршывсене тӗлӗнтерет. Вӑл хуларан кайсан чӑваш культурине, хӑйӗн ҫемйин историне тӗпчеме пуҫланӑ. Халӗ вара унӑн куравӗ Токиори пысӑк универмаргра ӗҫлет. Вӑл чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пулӗ. Вӑл универмага илемлетнӗ ҫеҫ мар. Полина хӑйӗн принчӗсемпе футболкӑсемпе толстовкӑсем кӑларнӑ. Хӗр 1998 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Аслӑ Британире ӗҫлет. Вӑл модӑллӑ брендсемпе килӗштерсе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр хыҫҫӑн Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пушар пулнӑ. 82 ҫулти кил хуҫи мӑшӑрӗпе урама чӳречерен тухма пултарнӑ. Вӗсӗн 55 ҫулти ывӑлӗ, шел те, тухса ӗлкӗреймен. Пушар ҫурта, хуралнӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине экспертсем палӑртрӗҫ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1188 пушар тухнӑ, вӗсенче 43 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Слакпуҫ йӑмрисем» Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче В.Н. Яковлевӑн «В поисках Яндовы/ Оппукасси тӑрӑхӗнче» куравӗ уҫӑлнӑ. – Виталий Николаевич кӗҫех 75 ҫул тултарать. Анчах ӑна вӑйпитти авторсен шутне кӗртес килет, – терӗ музей директорӗ Г.В. Козлов курава уҫнӑ май. – Кунта кӑтартакан пейзажсемпе портретсене пӑхса ҫаврӑнтӑм та ман ҫине вӗсен авторӗ кӑмӑллӑн кулса пӑхса тӑнине туйса илтӗм. Вӑл педагог, нумай ҫул хушши ачасене илемлӗх вӑрттӑнлӑхӗсене асӑрхаса вӗсене ӑша хывма вӗрентет. Тата вӑл кулӑш жанрне алла илнӗ, паллӑ график, нумай ҫул хушши «Капкӑн» журналпа ҫыхӑну тытнӑ. – Мана ытларах портретсем тыткӑнларӗҫ, – пӗлтерчӗ Чӑваш халӑх художникӗ Н.А. Енилин. – Хӑйӗн геройӗсене сӑнарланӑ чух автор вӗсен «пысӑк талантне» анчах мар, ҫынлӑхне те тарӑннӑн уҫса пама пултарнӑ. – Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗн директорӗ В.А. Ильин тата Н.А. Алимасова художник шухӑшӗпе куравра кӑтартакан картинӑсенче пысӑк тӗнчен пӗр пӗчӗк пайӗ хӑй вырӑнне тупнӑ, ку эпир пӗлнӗ, эпир ҫитӗннӗ кӗтес, автор ӑна куракан кӑмӑлне ҫӗклемелле ӳкерсе кӑтартнӑ. Курава пынисене Шупашкарти «Классика» капелла солисчӗсем илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе «сӑйларӗҫ». |
Республикӑра
![]() Пӑрачкавра хӑйне евӗр хитре граффитисем ӳкернӗ. Вӗсем Ульянов тата Кооператив урамӗсем хӗресленекен пасар лапамне илем кӳреҫҫӗ. Кирпӗч стенасем ҫине вырӑс халӑхӗн тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑмсене, арҫынсене сӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра типӗ те ӑшӑ ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ. Паянах кӑштах уяртма тытӑннӑ. Канмалли кунсенче хӗвел ытларах пӑхӗ. Анчах ҫӗрлесерен шӑнтӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ. Тунтикун республика урлӑ ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Каллех ӑмӑрланӗ, хушӑран ҫамӑр ҫӑвӗ. Ытларикунран ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтсене сирӗ. Термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ. Кӗҫнерникун каллех сиветӗ. Анчах ӑшӑ тавранӗ-ха. Кӑҫал юпа уйӑхӗ юлашки 37 ҫулта чи ӑшши пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |