Персона
![]() "Контактри" сӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн Муркаш округӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Щербаков асламӑшне 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Мария Щербакова Эветккссинче пурӑнать. Вӑл йывӑрпа ҫитӗннӗ. Шкула та каяйман, аслисене килте пулӑшнӑ. Хӗрача хӑй тӗллӗнех ҫырма, вулама, шутлама тата тӑмра калама вӗреннӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Мария вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. Каҫсерен салтаксем валли нуски, алсиш ҫыхнӑ. 1947 ҫулта Мария Петровна Семен Щербакова качча тухнӑ. Вӗсем 2 хӗр те 2 ывӑл ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Ҫӑварни вӗҫленсе пырать. Шупашкарти Николаев паркӗнче хӗле 3 метр ҫӳллӗш сӑмаварпа тата Илемпи ятлӑ чӑваш пикипе ӑсатасшӑн. Пушӑн 1-2-мӗшӗсенче унта «Сударыня Масляница» анлӑ уяв иртӗ. Сӑмаварпа сӑн ӳкерӗнме пулать. Илемпи хӑйӗн кӗлеткипе, чаплӑ тумӗпе тӗлӗнтерӗ. Паллах, икерчӗпе те сӑйланма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Муркаш округӗнчи Чуманкасси ялӗнче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ декретра ахаль лармасть. Вӑл соцконтракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Халӗ Екатерина Владимировнӑн хӑйӗн студийӗ пур, вӑл хӑйне меллӗ графикпа ӗҫлет. Сӑмах май, Волковсен 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн 60 ҫулти Валерий Иванович нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле округне ашшӗн килне пурӑнма куҫнӑ. Ялта вара вутӑ-шанкӑ кирлӗ. Унӑн пенсийӗн пысӑк пайӗ эмел туянса пӗтет. Арҫынна «Старость в радость» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнӑ. Вӗсем Ҫӗмӗрлери комплекслӑ центр ӗҫченӗсемпе пӗрле ун валли вутӑ туяннӑ. Кун пек пулӑшӑва Валерий Ивановича кӑна паман. Тепӗр 20 ҫынна вутӑ кӳрсе панӑ. Вӗсем те кӑмака хутса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «ЧУВАШИЯ. XX век» наци драматургийӗн лабораторийӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Проект кураторӗсем — Александр Вислов, Екатерина Морозова тата Ольга Тургай — хатӗр текстсене сӳтсе явса авторсене сӗнӳ-канаш панӑ. Лабораторин иккӗмӗш тапхӑрӗнче сӗннӗ текстсене карта лартса пӗтерме йышӑннӑ. 2026 ҫулта вара режиссер лабораторийӗ ӗҫлӗ, вӑл чи лайӑх текстсене куракана экскиз евӗр кӑтартма май парӗ. «Драматургсен конкурсӗ хӑйӗн ӗҫне режиссер лабораторийӗ пулса маллала тӑҫни савӑнтарать. Финал тӗлне эпир 3 пьесӑлла пуласса шанатпӑр», – тенӗ Александр Вислов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Вӑрнарта пурӑнакансем такам пӑшалтан пенӗ сасса илтнӗ те кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем пӑшал евӗр япала йӑтнӑ арҫынна та курнӑ. Вырӑна полицейскисем тата район прокурорӗ ҫитнӗ. Пӑшаллӑ арҫын вара алӑка уҫма хирӗҫленӗ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем ҫурта чӳрече урлӑ кӗрсе арҫыннӑн пӑшалне туртса илнӗ. Перекенни – Хусанти 42 ҫулти арҫын, вӑл больницӑра шутра тӑрать. Халӗ тӗрӗслев пырать. Ӑна район прокурорӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхине Шупашкар округӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче пушар пулнӑ. «Хӗрлӗ автан» ташланине ирхи 5 сехетре асӑрханӑ. Пушар 71 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче алхаснӑ. Малтан хуралтӑ таврашӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм пӳрт тӳрри ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ урама тухса ӗлкӗреймен. Пушар 128 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ӑна сӳнтерме 13 ҫӑлавҫӑ тата 4 техника хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пирӗн республикӑра пурӑнакансем сахӑр диабетӗнчен паракан тӳлевсӗр эмеле вӑхӑтра илеймеҫҫӗ иккен. Кун пирки вӗсем РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин тата республика прокурорӗ Эдуард Гиматов ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Тӗлпулӑва республикӑн сывлах сыхлав министрӗ Владимир Степанов та хутшӑннӑ. Йышӑнӑва 14 ҫын пынӑ. Вӗсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем ҫырса панӑ эмеле чылай вӑхӑт илеймеҫҫӗ, ҫавна май йӗркеллӗ сипленеймеҫҫӗ. Ку ыйтупа ҫыхӑннӑ материалсене Чӑваш Ен прокуратури следстви управленине ярса панӑ, унтисем яваплисем епле ӗҫленине хак парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗкре пурӑнакан Антонина Капсулова 100 ҫул тултарнӑ. Антонина Михайловна 5-ре чухне тӑлӑха юлнӑ, ӑна тӑванӗсем усрава илнӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 16 ҫулта пулнӑ. Хӗр колхозра ӗҫленӗ. 1943 ҫулта Антонина Василий Капсуловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 8 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.42-ре чухне вӑл тӑлӑх арӑма юлнӑ, ҫапах пӗчӗк ачисене ура ҫине тӑратнӑ. Паян унӑн 19 мӑнук, 29 кӗҫӗн мӑнук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ял пурнӑҫӗ
Таврапӗлӳҫӗ кӗтесӗ «Раҫҫей патшалӑхне пӗр ҫирӗм ҫул лӑпкӑн аталанма май туса парсан ӑна эсир паллаймӑр та…» Ҫапла хӑюллӑн ҫирӗплетсе каланӑ Раҫҫей империйӗн правительствине ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ертсе пынӑ П.А. Столыпин хӑй пуҫласа янӑ реформӑсем пурнӑҫа кӗрессе ҫирӗп шанса. 1906 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ саккунпа килӗшӳллӗн ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакансене хӑйсем усӑ куракан ана-ҫарана харпӑрлӑха куҫарма ирӗк панӑ. Анчах пысӑк улшӑнусем «ҫӳлтен» килнӗ пулин те хура халӑх ӗмӗртен килекен йӗркесене пӑрахӑҫа кӑларма васкаман. Ҫапах та уйрӑм ялсенче ҫӗнӗлле пурӑнса пӑхас текенсен пӗчӗк ушкӑнсем тупӑнкаланӑ. Ҫакна Чӑваш Республикин истори архивӗнче упранакан ҫӗр планӗ те ҫирӗплетет. Ӑна Ҫӗрпӳ уесенчи Мами вулӑсне кӗрекен Анаткас Татмӑш, Вӑтакас Татмӑш тата Пукӑртан ялӗсен ҫӗрне уйрӑм ҫынсене касса панӑ май хатӗрленӗ. №683 копия |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |