Сывлӑх
![]() Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче 57 ача ҫуралнӑ. Асӑннӑ стационар респиратор вирусӗпе, гриппа, кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлисене ҫур ҫул ытла йышӑнать. Ҫав вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлӗ 165 хӗрарӑма пулӑшнӑ, 57 ача ҫуралнӑ. 3-мӗш акушер стационарӗн акушер уйрӑмӗн заведующийӗ Эльвира Васильева каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсемшӗн чи хакли – тав сӑмахӗ калани. Тав сӑмахӗ калакансем йышлӑ. Калӑпӑр, Людмила ятлӑ хӗрарӑм ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑмӑлланнӑ. Тухтӑрсем ҫине тӑнипе унӑн ачи таса сывӑ ҫуралнӑ. Вӑл – ҫемьери иккӗмӗш пепке. Хӗрарӑм Александр Белебенцев анестезиолог-реаниматолога уйрӑмах тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсем кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма хатӗр. Паянхи кур тӗлне республикӑри 10 пульницӑра COVID-19 диагнозӗллисем, гриппа тата ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем валли 1462 койка хатӗрленӗ, пушӑ койкӑсен шучӗ – 186. Ырантанпа Шупашкарти иккӗмӗш хула пульницинче тепӗр 135 койка уҫӑлӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан 48 сехетре тата тепӗр 358 койка уҫма хатӗр. Кӑшӑлвируспа чирлисем валли «Вӑрман юмахӗ» санаторире обсерватор ӗҫлет. Унта 140 вырӑн пур. Кирлӗ пулсан тепӗр 154 койка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тулӑран санавиаци вертолечӗпе пирӗн ентеше илсе килнӗ. Пуҫне суранлатнӑ арҫын ҫав хуларах сипленнӗ-мӗн, кайран сывалӑхне Шупашкарта ҫирӗплетме шухӑшланӑ. Шупашкарта санитари вертолечӗ ӗҫленине унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл ав Тулӑна ҫитсе пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ, ӑна Республикӑри клиника пульницине вырнаҫтарнӑ. Пациента ҫакӑн пек инҫтрен санитари машинипе илсе килес тӗк вӑхӑт нумайрах кирлӗ. Республикӑри ҫынсене те санавиаци пулӑшать. Ҫак кунсенче тепӗр 2 пациента Шупашкарти пульницӑна илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() life.ru сайтри сӑн Республикӑра пурӑнакан тепӗр 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла вилнисен йышӗ 109 ҫынна ҫитнӗ. Ку таранччен 9027 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7539-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра чирленисен йыше ӳссех пырать. Унччен 25-30 ҫын пулнӑ тӑк паян – 38. Сывалакансен йышӗнче 28 ҫын. Сӑмах май, пӗр кунра пӗр ҫын ҫеҫ сывалнӑ тӗслӗх те пулнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫей кӑшӑлвируспа чирлес енӗпе рекорд лартать. Паян, пӗр талӑкра, 14 пин те 231 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Кунашкалли пандеми пуҫланнӑранпа пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() youtube.com сайтри сӑн Республикӑра юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 1 ҫын ҫеҫ сывалнӑ. Чирлекенсем вара 35-ӗн пулнӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 9 пине ҫывхарать – пӗтӗмпе 8954 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7477-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫейре талӑкра 13592 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкали ку таранччен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() iz.ru сайтри сӑн Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесе сывланисен йышӗ 7476 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вара 8919 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ ҫине-ҫинех пулнӑ: 105 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна палӑртса хӑвармалла: юпа уйӑхӗнче республикӑра 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗр талӑкра сывалакансен йышӗ нумай пулман – 8 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара нумайланнӑ: 33 ҫын инфекциленнӗ. Хальхи вӑхӑтра 1338 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран каллех вилнӗ. Хальхинче – 3 ҫын. Ҫапла майпа республикӑра чирлисен йышӗ 105 ҫынна ҫитнӗ. Пӗр талӑкра 31 ҫын инфекциленнӗ, 23 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 8886 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 7468-шӗ сывалнӑ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Пӗр талӑкпа 12846 ҫын инфекциленнӗ. Ку – рекорд. Чӑваш Енре, пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру йӗркеллех, кунсерен 30 яхӑн ҫын инфекциленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнче икӗ пульницӑна тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ. Ӗнер Шупашкар районӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. «Перекетлӗ поликлиника» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май район пульницинчи стационарта тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттермелле. Министр пульницӑн путвалӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе те паллашнӑ. Маларах асӑннӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ишлейри 2-мӗш номерлӗ район пульницине тата Тутаркассинчи участокри пульницӑна та тӗплӗн юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() sakhaparliament.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвируса пула тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 102 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 8855 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7445-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 29 ҫын вируса парӑнтарнӑ, 32 ҫын чирленӗ. Хальхи вӑхӑтра 1308 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Вӗсенчен 1147-шӗ пульницӑра выртать. 860 пациентӑн сывлӑхӗ йывӑртарах. 287 пациентӑна вара сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче 28 ҫын выртать. Пульницӑри койкӑсен 43,5 проценчӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Иртнӗ эрнере ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева ертсе пынӑччӗ, хальхинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑй хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Кунта дезинфекци тӑвасси, маска тӑхӑнасси, гигиена кӗрет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская вӗҫемех рейдсем ирттернине ӗнентернӗ. Автобус-троллейбуссен водителӗсене перчеткесемпе, антисемпитксемпе тивӗҫтерменни, пассажирсенчен ҫурри маска тӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |