Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Шуркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ тума тытӑннӑ. Тухтӑр ҫурчӗ 1910 ҫулта хӑпартса лартнӑ купса ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Анчах ӑна тӗплӗн юсамалла. Фельдшерпа акушер пункчӗ купса ҫуртне 1958 ҫулта куҫса кайнӑ, пӗрремӗш хута йышӑннӑ. Унччен медпункт Семен Семеновӑн уйрӑм ҫуртӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ ФАПа киввинчен инҫех мар хӑпартса лартӗҫ. Унта фельдшерпа врач, тӗрлӗ процедура тумалли,эмел сутмалли, персонал валли пӳлӗмсем, санузел пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gtrk.tv сайтри сӑн Республикӑра паянхи кун тӗлне 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлӗхе кун пекки пулманччӗ. Ку таранччен Чӑваш Енре инфекциленнӗ 176 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 10535 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 8981 ҫын сывалнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Пӗр талӑкра 71 ҫын инфекциленнӗ, 79 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 1378 ҫын кӑшӑлвирусран килте е пульницӑра амбулатори мелӗпе сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-рен кӑштах иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() poisknews.ru сайтри сӑн Каллех виҫӗ ҫын вилнӗ. Иртнӗ талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран вилекенсем каллех пулнӑ. Палӑртмалла: 20-мӗш кун ӗнтӗ кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗхсене шута илеҫҫӗ. Вилекенсен йышӗ 170 ҫынна ҫитнӗ. Пӗр талӑкра 67 ҫын инфекциленнӗ, 42 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 10394 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 8898-шӗ сывалнӑ. Хальлхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 1326 ҫын каварлӑ вирусран сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forumdaily.com сайтри сӑн Чаваш Ене федераци хыснинчен укҫа килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку укҫапа кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе сипленекен пациентсене тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗҫтерме парӗҫ. Укҫа-тенкӗ Чӑваш Ене ҫитнӗ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлас енӗпе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Поставщиксем тӳлевсӗррисен йышне кӗрекен эмелсене икӗ эрнере илсе килессине каланӑ. Тӳлевсӗр эмелсем валли 45,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 101,7 миллион тенкипе харпӑр хӳтӗлев хатӗрӗсем туянӗҫ, тест тӑвӗҫ. Тепӗр 15 миллион тенкипе лаборатори хута ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ӗҫлекен рабочи икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Предприятире ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснӑшӑн халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. 55 ҫулти арҫын йӳҫек кӑларакан цехра насус ылмаштарнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл йӳҫекпе икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Тем чухлӗ сипленсен те пӗр куҫӗ халӗ те курмасть. Ҫакӑ ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳни шутланать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑманран тата рабочие хӳтлӗх хатӗрӗпе тивӗҫтерменрен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки ултӑ кунта кӑшӑлвирусран пӗрмаях виҫшер ҫын вилет. Ковид алхасма тытӑннӑранпа пирӗн тӑрӑхра 167 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑшӑлвируспа 65 ҫын чирленине шута илнӗ. Эпидемиологи сезонӗ пуҫланнӑранпа – 10 327. Пӗтӗмпе 8 856 пациент сывалнӑ, ҫав шутран юлашки тапхӑрта – 66. Кӑшӑлвирусран килте сипленекенсем валли пирӗн республикӑна ҫитес икӗ эрнере эмел кӳрсе килмелле. Аса илтерер: укҫана федераци бюджетӗнчен, пурӗ 48,5 миллион тенкӗ, уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсенче COVID-19 чирӗллисем валли койкӑсем малалла хатӗрлеҫҫӗ. «Лару-тӑру кӑткӑс. Ҫӗнӗрен чирленисен шучӗ пульницӑран кӑлараканнисен шутӗнчен кунсерен йышланса пырать», – тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче. Хальхи вӑхӑтра пульницӑсенче ковидпа чирлисем валли 2210 койка хатӗрленӗ, ку вӑл – республикӑри мӗнпур койкӑн чӗрӗк пайне яхӑн, тата тӗрӗсрех каласан, 24 процент. Пульницӑсенче халӗ 2160 ҫын сипленет. Ҫитес 1,5-2 эрнере Шупашкар районӗнчи пульницӑра та ковид-госпиталь туса хурасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем паян та йышлӑ. Унти 170 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен 6-шӗ – интернат ӗҫченӗсем. Тата тепӗр 16 ҫынна амбулатори мелӗпе (тепӗр майлӑ каласан, килте) сиплеҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗнче паян пӗлтернӗ. Психоневрологи диспансерӗнче COVID-19 диагнозне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, чире учрежденире ӗҫлекенсенчен пӗри ертме пултарнӑ. Роспотребнадзорта вара интернат ӗҫченӗсем 14 кун киле каймасӑр ӗҫлемелли йӗркене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() UIHere сӑнӳкерчӗкӗ Турцинчен таврӑннӑ Шупашкар хӗрарӑмне анализшӑн штрафланӑ. Тӗрӗсрех каласан, тӗрӗс мар анализшӑн явап тыттарнӑ. Ют ҫӗршывран килекенсен кӑшӑлвирусран виҫӗ кун хушшинче тӗрӗсленсе ӗлкӗрмелле, ҫавӑн пирки патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче пӗлтермелле. Турцинчен килнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫӳлтисем хушнине итленӗ-ха, пульницӑна кайнӑ. Анчах вӑл ИФА меслечӗпе тӗрӗсленнӗ. Ку мел организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май парать. Хӗрарӑмӑн ПЦР мелӗпе тӗрӗсленмелле пулнӑ. Вӑл анализ ҫын чирленипе чирлеменнине кӑтартать. Йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ тесе хӗрарӑма суд 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула пӗрмай татӑлать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ку амак 164 ҫынна ьеш тӗнчене ӑсатнӑ. Ку вӑл – официаллӑ статистика ӗнентернӗ тӑрӑх. Чӑваш Республики чирлекенсен йышӗпе лайӑх регионсен йышӗнче шутланать. Апла пулин те вирус пирӗн тӑрӑхра та хӑйне аван туять. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑна ку чире тепӗр 64 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Эпидеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра 10262 ҫын чирленине шута илнӗ. Халӗ кӑшӑлвирусран 1308 сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |