Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -18.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Паян ирхине урамра шуҫса ӳкнипе тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтакансем йышланнӑ. Ирхи 6 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен Шупашкарта ҫеҫ 15 ҫынпа 10 ача шар курнӑ. Вӗсенчен 1 ҫынпа 1 ачана пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ыттисене пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн килте сипленме янӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта травмпункта 12 ҫын пынӑ. Вӗсем пульницӑра сипленмеллех аманман.

Шупашкарта 52 ҫулти хӗрарӑм троллейбусран аннӑ чух шуҫса ӳкнӗ, 73-ри хӗрарӑм — аптекӑран тухнӑ чух. Вӑл картлашка ҫине ӗнсепе тата ҫурӑмпа персе аннӑ. Ӳкнине курнисем васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.

 

Сывлӑх
report.az сайтри сӑн
report.az сайтри сӑн

Юлашки талӑкра республикӑра 96 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Палӑртмалла: ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленме пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне пӗтӗмпе 19198 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 17302-шӗ сывалнӑ.

Вилекенсем каллех нумаййӑн пулнӑ: 12 ҫын. Юлашки вӑхӑтра пӗр талӑкра 10-12 ҫын вилет. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 842 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Юлашки талӑкра 89 ҫын сывалнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, 28 кунра, республикӑри 314 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.

 

Сывлӑх
sensaciy.net сайтри сӑн
sensaciy.net сайтри сӑн

Паян каллех кӑшӑлвирусран ҫынсем вилнине палӑртнӑ. Хальхинче – 12 ҫын. Вируса пула вилнин кӑтартӑвӗ ҫаплипех пысӑк-ха.

Ку таранччен республикӑра 819 ҫын ҫак вируса ҫаклатса вилнӗ. Ку таранччен 19009 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17105-шӗ сывалнӑ. Эппин, чирленисен 90 проценчӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 93 ҫын сывалнӑ. Пӗр талӑкра 95 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ.

 

Харпӑр шухӑш Сывлӑх

(Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен)

Ватлӑх кунра савӑнӑҫ нумаях тупӑнмасть. Ҫавӑнпа пӗр савӑнӑҫ ҫинчен каласа хӑварас килчӗ.

Сакӑрвуннӑран иртсен тухтӑрсемпе, шураппасене (сестрасемпе санитаркӑсене эпӗ ҫапла чӗнетӗп — Aqabasar ятлать пулсан та) самаях чӑрмантарма тиврӗ. Васкавлӑ пулӑшу сыватӑшӗн Ҫурҫӗрти уйрӑмӗнче, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи тӗп сыватӑшра тата Тракторҫӑсен аслӑ урамӗнчи Радислав Максимов ертсе пыракан уйрӑмри ӑстасене тимлӗхӗшӗн, чӑтӑмлӑхӗшӗн, ӑшӑ кӑмӑлӗшӗн мухтаса пӗтерейместӗп. Ятран каласа тухаймӑп — пӗри те тепри чӑваш хӗрӗсем (пӗтӗмпе пекех вӗсем ӗҫлеҫҫӗ) ырӑ кӑмӑлли, ӗҫченни курӑнать. Ҫак маттур та чӑтӑмлӑ шураппасене мӗнле медаль, мӗнле орден тивӗҫет-ши? тесе шухӑшласа выртаттӑм.

Ҫынна курса савӑнмалли килте те тупӑнать. Пӗринче юн пусӑмӗ итлеми хӑпарса кайрӗ те, васкавлӑ пулӑшӑва чӗнме тиврӗ. Часах ҫитрӗ, пӗртте кӗттермерӗ. Ушкӑнри Валентина Юрьевна Ерофеева, унӑн пулӑшаканӗ Дмитрий Ермаков вӑр-вар та тавҫӑруллӑ пулни тӳрех курӑнчӗ (ку хушӑра манӑн тӗрлӗ пулӑшуҫӑсене курма тиврӗ ҫав!

Малалла...

 

Сывлӑх
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре юлашки талӑкра 13 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 807 ҫын вилнӗ.

Паянхи кун тӗлне 18914 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17012-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 102 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем кӑшт нумайрах пулнӑ: 104 ҫын.

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 279 ҫын каварлӑ инфекцие пула вилнӗ. Ку – сахал мар кӑтарту, мӗншӗн тесен 3 эрне ҫурӑ ҫеҫ иртнӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.

Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.

 

Сывлӑх

Паян кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзор унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре вӗренӳ организацийӗсенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 14 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Шупашкарта – 9, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 11, Канашра 2, районсенче 2 тӗслӗх.

Ҫавӑн пекех ача пахчисенче те чирлекенсем пур. Ултӑ шкулта, виҫӗ техникум-колледжра кӑшӑлвируспа аптӑранӑ ҫынсене тупса палӑртнӑ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче виҫӗ студент инфекциленнӗ.

 

Сывлӑх

Ку таранччен республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн темиҫе партийӗ килнӗ. Вӗсене ҫынсене туса пӗтернӗпе пӗрех.

Кӗҫех республикӑна тепӗр пысӑк парти ҫитмелле. Пӗтӗмпе – 17,5 пин доза. Ку – «Спутник V» вакцина. Нарӑс уйӑхӗнче тепер парти – 25 пин ытла доза – килмелле. Ҫавӑн пекех «векторлӑ» вакцина ЭпиВакКорона килме пултарать. Ҫапла майпа республикӑри ҫынсем хӑш вакцинӑна тӑвассине суйлама пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: вакцинӑсене упрамалли морозильниксем те туяннӑ.

 

Сывлӑх
clinica-opora.ru сайтри сӑн
clinica-opora.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвирус рекорд лартать. 20 кунра 219 ҫын чире парӑнтараймасӑр вилнӗ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 747 ҫын каварлӑ вируспа чирлесе вилнӗ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 18399 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16501-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 108 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 88 ҫын сывалса тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1151 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус дигнозӗ ҫирӗпленнӗ.

 

Сывлӑх
zyuzinomedia.ru сайтри сӑн
zyuzinomedia.ru сайтри сӑн

Тепӗр 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку – федераци информаци центрӗн статистики. Паянхи кун тӗлне 736 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.

Кӑрлач пуҫланнӑранпа 208 ҫыннӑн пурнӑҫӗ каварлӑ вируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен 18291 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16413-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 110 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 77 ҫын сывалнине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1142 пациента тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ. Кунсӑр пуҫне ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем нумаййӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, [78], 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, ...183
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 02

1908
118
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Алимасов Александр Никонорович, чӑваш сӑрӑ ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1972
54
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ