Сывлӑх
![]() bookmaker-ratings.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Шел те, сахал мар – кунне 5-6 ҫын. Юлашки талӑкра ав 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен вилнисен йышӗ 1146-а ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне 22342 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 20398-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын каварлӑ вирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 797 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници текех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнмӗ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йышӑннӑ. Халӗ унта 60 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Кун хыҫҫӑн пульница алӑкӗ кӑшӑлвируспа чирлисемшӗн хупӑнӗ. Аса илтерер: пульницӑра чирлисем валли 275 койка пулнӑ. Халӗ специалистсем урӑх ыйту пирки шутлаҫҫӗ: тӗп корпуса унчченхи режимпа ӗҫлеме тавӑрмалла-и? Йӑлтах ҫитес эрнере мӗн чухлӗ чирлисем пулнинчен килӗ. Халӗ республикӑра 10 ковид-госпиталь ӗҫлет. Вӗсенче пӗтӗмпе 1195 койка пур. Сипленекенсем вара 1 пинрен сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паянхи кун тӗлне республикӑра 22212 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 20281-шӗ сывалнӑ. Шел те, вилекенсем ҫаплах пур. Ку таранччен 1136 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын чире парӑнтараймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Кунашкалли республикӑра пуш уйӑхӗн пуҫланнӑранпа пулман. Юлашки талӑкра 43 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем вара 39-ӑн пулнӑ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 20-мӗш ҫын вилет. Хальхи вӑхӑтра 795 ҫын пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен валли тепӗр 28 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа кӑшӑлвируспа чирленӗ, килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫак кунсенче РФ Правительстви кӑшӑлвируспа чирленисене тӳлевсӗр эмел памашкӑн 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрасси пирки пӗлтернӗ. Укҫана регионсене валеҫсе парӗҫ. Чӑваш Ене 28437,9 миллион тенкӗ лекӗ. Сӑмах май, унччен ку тӗллевпе ҫӗршыв правительстви 10,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Чӑваш Ене 48 миллион тата 25 миллин тенкӗ лекнӗччӗ, хальхинче – 28 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb-live.ru сайтри сӑн Паян та 6 ҫын вилнӗ. Сӑмах – кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлакансем пирки. Ҫапла ку таранччен 1117 ҫын вилнӗ. Чирленисен 5,06 проценчӗ вируса парӑнтарайман. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра кашни кун ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫпа сывпуллашать. Ку таранччен 22086 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20181 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 39 ҫын чирленине палӑртнӑ. 33 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта е килте амбулатори мелӗпе 788 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pulse19.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пыать. Анчах вилекенсем пур-ха. Ҫапах 2-3 уйӑх каяллахи пек кӑтартусем мар пулин те вируса пула пурнӑҫран куллен вӑтамран 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлать. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ кашни кунах пӗр пек – 6 ҫын. Юлашки талӑкра та ав ҫавӑн чухлӗ ҫын сывлама пӑрахнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 22047 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсен 5,04 проценчӗ вилнӗ – пӗтӗмпе 1111 ҫын. 20148 ҫын сывалнӑ. Ку 91,4 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 40 ҫын чирленӗ. 34 ҫынна вара тухтӑрсем сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Тепӗр 788 ҫын халӗ кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() m.123ru.net сайтри сӑн Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра талӑкне вӑтамран 6 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫпа сывпуллашать. Ку таранччен республикӑри 1105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне чирленисен йышӗ 22 пинрен иртнӗ – 22007 ҫын аптӑранӑ. Вӗсенчен 20114-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 40 ҫын инфекциленнӗ. 32 ҫын вара сывалнине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре стационарта е килте амбулатори мелӗпе 788 ҫын кӑшӑлвирусран сипенет. Сӑмах май, пуш уйӑхӗнче каварлӑ вируса пула 71 пациент сывлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсем валли машинӑсем туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 24 автомобиль. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 16 миллион тенкӗ те 248 пин тенкӗ. Машинӑра хыҫалта виҫӗ ҫын вырнаҫмалӑх, механика курупкаллӑ пулмалла. Условисенчен пӗри ҫакӑ. Виҫӗ машинӑна Шупашкар районӗн пульницине парӗҫ. Патӑрьел тата Муркаш районӗсен пульницине икшер машина тивӗҫӗ. Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай тата Елчӗк районӗсен пульницисене, Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, Ҫӗмӗрлери территорисен хушшинчи медицина центрне пӗрер машина лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Н.И. Турнер ячӗллӗ ача-пӑча травматологийӗпе ортопеди наци медицина тӗпчев центрӗн директорӗпе Сергей Виссарионовпа тӗл пулнӑ. Асӑннӑ тӗпчев центрӗ ҫурӑм шӑмми пӑсӑлнипе ҫуралакансене пулӑшать. Чӑваш Ен медцентрӑн ҫӗнӗлӗхӗсене пурнӑҫлассипе никӗс регион евӗр ӗҫлӗ. «Технологи центрӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ технологи пекки тӗнчере те ҫук. Вӑл ҫурӑм шӑмми авӑннине сӑнаса пыма май парать. Кирлӗ пулсан ҫийӗнчехх операци тума май парать», – тенӗ Сергей Виссарионов. Г.И. Турнер ячӗллӗ центр Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Унти специалистсем пысӑк пӗлӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() news.kmvcity.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне каллех 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пуш уйӑхӗнче республикӑра ҫак амак 61 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирусран 1095 ҫын сывалайман. Паянхи кун тӗлне 21926 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20051-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 45 ҫын чирленӗ. 38 ҫын вара сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 780 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе сипленет. Аса илтерер: Шупашкарти «Каскад» сулу-илӳ центрӗнче вакцинаци тумалли пункт ӗҫлет. Вӑл кашни 21 кунран уҫӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |