Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӑшалвирус

Сывлӑх
24sibinfo.ru сайтри сӑн
24sibinfo.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 133 ҫын чирленӗ. Ку – рекорд, кун пекки хальччен пулман-ха.

Сывалакансем сахалрах пулнӑ: 108 ҫын. Ку таранччен 14569 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 13023-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе паянхи кун тӗлне 385 ҫын вилнӗ.

Палӑртмалла: раштав уйӑхӗнче 107 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку ҫак инфекцие пула вилнисен 28 проценчӗ. Паянхи кун тӗлне коронавирус диагноз ҫирӗпленнӗ 1161 пациента тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Сывлӑх
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируса пула вилнисен йышӗ 149 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра каварлӑ вируса пула 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 9956 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8524-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 58 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Паянхи кун валли тепӗр 27 ҫын сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кӑштах чакнӑ. Паянхи кун тӗлне 1283 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.

 

Сывлӑх
prohvost.club сайтри сӑн
prohvost.club сайтри сӑн

Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне тепӗр 67 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ. Ку таранччен 5521 ҫын инфекциленнӗ.

Юлашки кунсенче кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ нумайланма пуҫланнӑ. Ӗнер кӑна ку йышра 40 ҫынччӗ, паян – 43.

Юлашки талӑкра 24 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 3053 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 2428 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Нумаях пулмасть инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ 1-рен сахалрахчӗ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен ку кӑтарту 1-рен иртнӗ.

 

Сывлӑх
myagkayasila.ru сайтри сӑн
myagkayasila.ru сайтри сӑн

Республикӑра тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа инфекцирен сывалаймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсен шучӗ 16-а ҫитнӗ.

Паянхи кун тӗлне тепӗр 84 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 3395 ҫын инфекциленнӗ.

Юлашки талӑкра 49 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 1525 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Паянхи куна илес тӗк, 1854 ҫын вирусран сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,95-пе танлашать.

Аса илтерсе хӑварар: республикара ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен хуласен хушшинче общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнӗ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ «Вӑрманти юмах» санатори вырӑнне обсерватор йӗркеленӗ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе хутшӑннисене, ют ҫӗршывран таврӑннисене ике эрнелӗхе карантина вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Вӑрманти юмах обсерватортан юлашки пациентсем киле кайнӑ. Ӗнер унта дезинфекци тунӑ. Санаторие ачасене йышӑнма хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта ачасем канма пуҫлӗҫ.

Тепӗр обсерватор «Кӗрен парӑс» санаторире йӗркеленӗ. Хальлӗхе вӑл ҫаплипех йышӑнӗ. Унта халӗ 12 ҫын карантинра ларать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне ансатах пулмӗ, анчах халӗ хӑвӑра алла илсе кая хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама тытӑнни пӗлтерӗшлӗ. Юратура ӑнӑҫлах мар. Пӗччен Сурӑхсен хӑйсен статусӗпе киленмелле, ӑна улаштарасишӗн талпӑнмалла мар. Ҫемьеллисен вара пӗрлехи ытйусене татса памалла.

Раштав, 05

1910
115
Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Кадышев Михаил Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1970
55
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи