Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре
Удмурт ҫипуҫӗллӗ Барби
Удмурт ҫипуҫӗллӗ Барби

Удмурт Республикинчи Можга районӗнче наци тумтирне тӑхӑнтартнӑ чи чипер Барби пуканене суйланӑ.

«Удмурт Барби но удмурт Кэн» ят панӑ конкурса ҫурлан 1-мӗшӗнче ирттернӗ.

Пуканене удмуртла пуринчен капӑр тумлантарассишӗн кирек кам та тупӑшма пултарнӑ. Ӗҫе епле техникӑпа пурнӑҫлассине те авторсем хӑйсем тӗллӗн суйланӑ.

Конкурсӑн гран-прине Алина Хабибуллина ятлӑ хӗр пӗрчӗк тивӗҫнӗ. Ӗҫе вӑл асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗпе-и? Хыпарта «бабушка» тенӗ те, аптӑрамалла...) пӗрле тӑрмашса тунӑ. Конкурсӑн тӗп тӗллевне — наци тумӗн чиперлӗхне кӑтартассине, ӑна манӑҫа кӑларас маррине — конкурса хутшӑннӑ ытти ҫын та тӗпе хунӑ. Вӗсене тӗрлӗ номинаципе: «Ин юсь», «Италмас», «Вуюись», «Модали» тата ытти те — чысласа Хисеп грамотисем тыттарнӑ, парнесем панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://mozhga.net/news/2016/08/02/57924
 

Кӳршӗре
 Чӑваш парламенчӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров (кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпелли)
Чӑваш парламенчӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров (кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпелли)

Чӑваш Енри Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсен опычӗпе паллашма тӑрӑшсах тӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫармӑссен опычӗпе кӑсӑкланса унта тухса кайнӑ.

Парламентра ыттисене питех курӑнман ӗҫе пурнӑҫлаканӗсем шӑпах аппаратра вӑй хуракансем тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук. Куҫа курӑнман хут ӗҫӗ ҫавсен самай. Кашни саспаллишӗн тенӗ пек явап тытма тивет вӗсен. Аппаратра тимлекенсенчен чылайӑшӗ чылай ҫул вӑй хунӑ вӑхӑтра пуян опыт пухнӑ пулин те ҫӗннине те пӗлме ӑнтӑлаҫҫӗ.

Ҫармӑссен саккун кӑларакан органӗнче пирӗннисен куҫӗ тӗлне парламентпа парламентӑн туслӑ ҫыхӑнӑвне халалланӑ стендсем те лекнӗ. Вӗсенчен пӗрне чӑваш тата ҫармӑс парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснине уйӑрнӑ.

 

Кӳршӗре

Самар облаҫӗнче чӑвашсем сахал мар пурӑнаҫҫӗ. Ялӗсем те унта ҫук мар. Шикун районӗнчи Питреккел ялӗ те чӑвашсен шутланать, ӑна 1683 ҫулсенче чӑвашсем никӗсленӗ. Паянхи кун тӗлне ҫак чӑваш ялӗнче чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхине упраса хӑварнӑ-и? Шӑп ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлес тесе унта «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн пайташӗ, хӑйӗн валли Юман чӑваш ятне илнӗ хастар ҫитнӗ.

Юманпа пӗрле кунта чӑваш ӳнер ӑстисем те ҫитнӗ. Вӗсем вырӑнти тавралӑха сӑнарласа кӑтартасшӑн.

«Ирӗклӗх» пайташӗ ялти чӑваш чӗлхин шайне тӗрӗслет, унӑн лару-тӑрӑвӗ пирки социаллӑ ыйтӑм ирттерет. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ялти нумай ҫын чӑвашла пӗлет-ха, ҫавах ытларах пайӗпе вӗсем — аслӑ ҫултисем. 30–40 ҫула ҫитнисене илсен те чылайӑшӗ чӑвашла пӗлмест иккен. Вӗсем ачисем вара пач та пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашла пӗлекен пӗр ача та тупайман Юман.

Каласа хӑварас пулать, Юман ку тӗпчеве хӑйӗн ирӗкӗпе ирттерет. Хӑй вӑл ҫав енчисем те мар, Шупашкарта ҫуралнӑскер.

 

Кӳршӗре

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Хусантан Германири Франкфурт хулине самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Европӑри ҫӗршыва ҫитсе курас текенсен 25 пин тенкӗрен кая мар хатӗрлесе хумалла. Ку вӑл — кайма-килме ҫул укҫи. Бизнес-класс суйлакансене 60 пин тенкӗрен кая мар кирлӗ.

Германие Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Тутарстанран эрнере икӗ хут, тунтикунпа эрнекун, ҫула тухма май килӗ.

SU 2704 рейс Хусантан 9 сехет те 45 минутра ҫула тухмалла та Франкфуртра 13 сехет те 5 минутра анса лармалла. Унтан каялла килекен SU 2705 рейс 14 сехет те 20 минутра хускалӗ, Хусана 19 сехет те 20 минутра ҫитӗ. Вӑхӑтне вырӑнтипе кӑтартнӑ.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫынтан кая мар пуҫтарӑнса ҫула тухакансене аэрофлот билетсене 10 процент таран йӳнетсе сутма хирӗҫ мар.

 

Кӳршӗре Владимир Сатай палӑкне уҫнӑ самант
Владимир Сатай палӑкне уҫнӑ самант

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Каша ялӗнче Владимир Сатай (Цирюльников) поэта асӑнса бюст уҫнӑ. Хӑнасем хушшинче Николай Григорьевич (палӑк проекчӗн авторӗ) ӗҫтешӗсем, ҫыравҫӑсем, художниксем, влаҫ ҫыннисем, Сатай поэт тӑванӗсем, педагогсем тата шкул ачисем пулнӑ...

Палӑка уҫма Сатай ҫыравҫӑ тӑванӗсене шаннӑ, ун хыҫҫӑн поэт сӑнарӗ ури патне чечек хунӑ. Елховоозернски муниципаллӑ пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн палӑкӑн авторне Н.Г. Кондрашкин кӳлепеҫӗне темиҫе сӑмах калама ыйтнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисене пурне те автор саламласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса Аслӑ Улхашра 30 ҫул каялла хӑйӗн пӗрремӗш палӑкне вырнаҫтарнине каласа кӑтартнӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлӗсенчен палӑка куҫнисенчен Сатай сӑнарӗ — шучӗпе 30-мӗш.

Тухса калаҫакансен хушшинче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн пулӑшуҫи Н.А. Лазарев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи О.Н. Мустаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществин ертӳҫи А.А. Мордовкин пулнӑ. Кӳршӗллӗ регионтан паллӑ культура ӗҫченӗсем: Малышевсем, ашшӗпе ывӑлӗ, килнӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/1787.html
 

Кӳршӗре

Ӗнер Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче чӑваш студенчӗсем пухӑннӑ. Пухӑва ҫирӗм ытла ҫамрӑк ҫын килнӗ — Тутарстанран та, Чӑвашран та. Тӗлпулӑва йӗркелекенӗ — Ҫарӑмсан районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Василий Борисов студент.

Пухӑннисем умӗнче «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев тухса сӑмах каланӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнӑ тата унӑн паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа панӑ. Чӑваш чӗлхине хӳтӗлемелли меслетсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Тӗслӗх пек смартфонсем ҫинче чӑвашла сарӑмпа усӑ курнине палӑртса хӑварнӑ. Пухӑннӑ ҫамрӑксем калаҫу вӑхӑтӗнчех Android-лисем ҫине чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма лартнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑвашран Хусана вӗренме килнӗ студентка пулӑшнӑ.

Константин Малышев пухӑннисене чӑвашлӑх анине хӑй мӗнле кӗрсе кайни пирки те каласа кӑтартнӑ. Ку студент вӑхӑтӗнчех пулни пирки ҫамрӑксем пӗлнӗ.

Кунашкал пуху Хусанта пӗрремӗш хут иртнӗ, ҫамрӑксене вӑл килӗшни пирки пӗлтернӗ. Малашне те йӗркелеме шутлани ҫинчен вӗсем каланӑ.

 

Кӳршӗре Чӗмпӗрти трибуна умӗнче - Юрий Исаев
Чӗмпӗрти трибуна умӗнче - Юрий Исаев

Ҫак эрнере кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче унта пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхине вӗрентессипе канашлу иртнӗ.

Мероприятин пӗлтерӗшне уҫса панӑ май Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пухӑннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чӗлхесен социаллӑ тата культура фукнцийӗсене сарас, вӗсен статусне вӗренӳ тата культура инҫӗшӗнче анлӑлатас ыйтусене хускатнине пӗлтерет.

Форум вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хулинче тӗрлӗ ҫӗрте муниципалитетсен хушшинчи конференци йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхе вӗрентекен педагогсем уҫӑ куроксем, шкул хыҫҫӑнхи мероприятисем, мастер-классем, ҫавра сӗтелсем ирттернӗ. Прикладной ӳнер, вӗренӳпе методика литературин куравӗсем те ӗҫленӗ, ача-пӑча ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Форума хутшӑнакансен умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов тата ытти тӳре-шара тухса калаҫнӑ. Чӑваш Енрен унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен иниститучӗн директорӗ Юрий Исаев хутшӑннӑ.

 

Кӳршӗре

Чӑваш гимназийӗнче вӗренекен ача республикӑри конференцинче ҫӗнтернӗ.

Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче 8-мӗш класра ӑс пухакан Николай Ащеулов «Жить, помня о корнях своих…» (чӑв. Тымарӑмӑрсене асра тытса пурӑнар) таврапӗлӳ темипе ҫырнӑ тӗпчев ӗҫӗсен республикӑри IV конференцийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Конференцие хулари нефтьпе хими техникумӗнче пухнӑ. Николай Ащеулов «Военная история» (чӑв. Ҫар историйӗ) номинацире палӑрнӑ. Чӑваш гимнази-интернатӗнче вӗренекен ача Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ.

Маларах эпир чӑваш гимнази-интернатӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дырановапа тӗл пулу йӗркелени ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

 

Кӳршӗре

Тутарстанри Павлӑ районӗнчи Потапово-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче унти шкула тӗрлӗ ҫулта вӗренсе пӗтернисен тӗлпулӑвне йӗркеленӗ.

Вӑл «ӑшӑ лару-тӑрура» иртни, мероприятие «лайӑх йӗркелени» пирки пӗлтереҫҫӗ ҫав тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлешӗвӗнче.

Шкултан тӗрлӗ вӑхӑтра вӗренсе тухса кайнисене район администрацийӗнче тӑрӑшакансем таранах саламланӑ. Шкулӑн хальхи ертӳҫи унта вӗреннисем пирки, шкул пӗтернисем вара ачалӑх ҫулӗсене аса илсе нумай ырӑ сӑмах каланӑ.

Шкула чапа кӑларнисен хушшинче Совет Союзӗн Геройӗсем те, тӗнче чемпионӗсем те, Олимп вӑййисенче палӑрнисем те, ҫар ҫыннисем те, ҫыравҫӑсем те пур-мӗн. Ун пек мухтавлӑ ҫынсем ӳлемрен те унти шкулта сахал мар пуласса вӑл тӑрӑхрисем шансах тӑраҫҫӗ.

 

Кӳршӗре

Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче нумаях пулмасть асра юлмалла курнӑҫу йӗркеленӗ.

Гимназире вӗренекенсем патне нарӑсӑн 6-мӗшӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дыранована хӑнана йыхравланӑ.

Альбина Павловна пограничник хӗрӗ пулнӑ. Унӑн ашшӗ чикӗ патӗнчи ҫапӑҫура хыпарсӑр ҫухалнӑ. Дырановсен ҫемйи тыткӑна лекнӗ.

Альбина Павловнан амӑшӗ, пиччӗшӗсем тата аппӑшӗ бюргер (хулара пурӑнакана Германире ҫапла каланӑ) патӗнче тӑватӑ ҫул тар тӑкнӑ. Альбина пӗчӗк пулнӑ, ӗҫлеймен, анчах унне юн илсе пурӑннӑ. Нуша-тертне пайтах курнӑ хӗрарӑм аса илӗвне гимнази-интернатра аслӑ класра вӗренекен ачасем чунтан ӑнланса та шеллесе итленӗ, куҫӗсем те шывланнӑ вӗсен.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне документсем алă пусма, пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума аван. Çĕнĕ çынсемпе паллашăр, туссемпе çыхăну тытăр – ку сире халĕ кирлĕ. Ыттисен вăйсăрлăхĕнчен ан кулăр.

Раштав, 08

1898
121
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ.
2005
14
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org