Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Ҫӗнӗ ҫулхи тӗлӗнтермӗш

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Дана Светлова 28.12.2021 14:05 | 1001 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Ҫӗнӗ ҫулта ваттии те, вӗтти те тӗлӗнтермӗш кӗтет. Юлашки вӑхӑтра пирӗн облаҫра та, Раҫҫейре те Хӗл Мучине ҫыру ярасси анлӑ сарӑлчӗ. «Ӗмӗт чӑрӑшӗ» кашни субъект правительствинче, муниципаллӑ пӗрлӗхре пур. Ачасем унта Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче хӑйсем мӗн пирки ӗмӗтленнине ҫырса яраҫҫӗ.

Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш ачин Гриша Петровӑн та ӗмӗчӗсем пысӑк. Вӑл Хӗл Мучине хӑй ашшӗпе час-часах УАЗ машинӑна юсанине, ҫавӑнпа та вӗсене юсама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе мӗнле туса кӑларнине курас килни пирки ҫырса янӑ.

Ульяновск хула администрацийӗн «Ӗмӗт чӑрӑшӗ» ҫинчи ҫырӑва хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Вавилин илсе вуланӑ. Вӑл Гришӑн ӗмӗтне хаваспах пурнӑҫланӑ. Мӗншӗн тесен пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ — автозавод. Сӑмах май каласан, Гришӑн аслашшӗн Петр Петровӑн пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ те — УАЗ.

Предприяти ӗҫченӗсем пуҫлӑхпа Гришӑна тӗп конвейер ӗҫне кӑтартнӑ. Кунта пӗр вӑхӑтрах 500 ҫын вӑй хурать — пӗр йӗр ҫинче «Патриотсем», «Хантерсем», «Профи», иккӗмӗшӗнче — «Буханкӑсем», «Фермерсем» тата ытти модельсем пухаҫҫӗ. Ачана пурте интереслӗ пулнӑ: машшин рамисене, ун ҫине мостсем, передачӑсен коробкипе двигателе вырнаҫтарни, рабочисем детальсене мӗнле майлаштарни тата ытти те.

Ҫаплах вӗсем автозаводӑн музейӗпе паллашнӑ (унта уазиксен пур моделӗ те пур). Д. Вавилин Гришӑпа пӗрле УАЗӑн темиҫе моделӗн рулӗ умне ларнӑ, халӗ ҫеҫ пуҫтарнӑ «Хантертан» тытӑнса ЗиС-5В фронт грузовикӗ.

Чӗмпӗр хула пуҫлӑхӗ ачана тата темиҫе парне тунӑ. Гриша лайӑх вӗрентӗр тесе (ҫитес ҫул шкула каймалла) планшет парнеленӗ, аллине «Буханкӑн» пӗчӗк модельне тыттарнӑ. Парнесемшӗн, Ҫӗнӗ ҫулхи ӗмӗчӗ пурнӑҫланнипе Гриша Петров питӗ савӑннӑ. Ӳссе ҫитсен УАЗ рулӗ умӗнче ларса преступниксене тытма ӗмӗтленни пирки каланӑ.

#Чӗмпӗр, #кӳршӗре, #ачасем, #Ҫӗнӗ ҫул, #Ӗмӗт чӑрӑшӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем