Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Тутарстан парламенчӗ республика президенчӗн должноҫне улӑштарма хирӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.10.2021 18:52 | 1330 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ //tatarstan.ru
Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ //tatarstan.ru

Раҫҫей регионӗсенчи аслӑ должноҫсен ячӗсене унификацилеме тата вӗсене «президент» ятпа каласран чарма сӗнекен «РФ субъекчӗсенче халӑх влаҫне йӗркелемелли пӗрлехи принципсем ҫинчен» федераллӑ саккун проектне Тутарстан депутачӗсем ырлама килӗшмен. Йышӑнӑва пӗр шухӑшлӑ пулса 82 сасӑпа йышӑннӑ.

«Саккун проекчӗн уйрӑм положенийӗсем РФ Конституци йӗркин никӗсне, вӑл демократиллӗ федеративлӑ право патшалӑхӗ пулнине, хирӗҫлеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх тытӑмӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Альберт Хабибуллин («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»). Ҫавнашкал положенисен йышӗнче вӑл регионти аслӑ должноҫсен ятне унификацилеме сӗнекеннисене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл проектпа палӑртакан «регионти парламентсен тата аслӑ должноҫри ҫынсен суйланакан тапхӑр пӗрешкел пулмалла» тенине хирӗҫ тухса калаҫнӑ. Ҫавна май Хаббуллин господин Раҫҫей Конституцийӗпе килӗшӳллӗн «пӗрлехи ӗҫсене туса пынӑ чухне РФ полномочисемпе унӑн ертӳлӗхне пырса тивмен чухне РФ субъекчӗсем хӑйсен тулли ирӗкӗпе ӗҫлени» ҫинчен аса илтернӗ.

Унсӑр пуҫне комитет пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ саккун проекчӗпе федерацин саккун проекчӗсене хаклама регионсене кӗске вӑхӑт парассине — 15 куна ҫеҫ — палӑртнӑ. Хабибуллин господин шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑ регионсене федераци саккунӗсене хатӗрлес процесран сирсе яма пултарать, мӗншӗн тесен «субъектсен саккун кӑларакан пухӑвӗн депутачӗсен ытларахӑшӗ хӑйсен тивӗҫӗсене яланхи йӗркепе мар пурнӑҫлаҫҫӗ, регионти парламентсен ларӑвӗсем вара, ытларах чухне, уйӑхра пӗр хутран ытла мар иртеҫҫӗ».

Альберт Хаббуллин депутатсене сӳтсе явнине сиктерме ыйтнӑ. Ку сӗнӳпе Патшалӑх Канашӗн спикерӗ Фарид Мухаметшин килӗшнӗ, депутатсем саккун проектне каярах та сӳтсе явма пултарӗҫ тенӗ.

Ҫӗнӗ саккун проектне Патшалӑх Думипе Федераци Канашӗн патшалӑх тытӑмне йӗркелекен комитетсен председателӗсем — Павел Крашенинниковпа Андрей Клишас — ҫӗнетнӗ Конституцие аталантарас енӗпе сӗннӗ, вӑл регионсенчи патшалӑх влаҫ органӗсем ҫинчен калакан саккуна ылмаштармалла. Тӗп ҫӗнӗлӗхсем шутӗнче — кӗпӗрнаттӑрсене икӗ хут ытла суйлама чаракан положенине пӑрахӑҫлани тата аслӑ должноҫри ҫынна «субъект пуҫлӑхӗ» ҫеҫ теме хушни (истори, наци тата ытти йӑла-йӗркене шута илсе хушма тепӗр ятпа та усӑ курма пулать, анчах «президент» сӑмахпа ҫав вӑхӑтрах усӑ курма юрамасть).

Тутарстан — аслӑ должноҫри ҫынна «президент» тесе палӑртакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Федерацийӗнчи субъект.

#кӳршӗре, #Тутарстан, #политика, #Патшалӑх Думи, #саккунсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 4192.46.6069
2021.10.25 22:25
Тутарстанри парламентӑн депутачӗсемпе эпӗ пӗр шухӑшлӑ! Вӗсем маттур! Тӗрӗс принцип вӗсем тытӑҫҫӗ!
Agabazar // 9163.4.2819
2021.10.28 20:03
Agabazar
Ну, ку парламентарисем, пĕр енчен, хăйсен кăмăлне кăтартма пултарчĕç темелле ĕнтĕ.
Agabazar // 9163.4.2819
2021.10.28 20:03
Agabazar
Ну, ку парламентарисем, пĕр енчен, хăйсен кăмăлне кăтартма пултарчĕç темелле ĕнтĕ.
Станьял // 3989.54.0756
2021.10.29 12:10
Эпё хамӑр республика ертӳҫине ЭЛЬТЕПЕР тенине килёштеретёп. Кама сиенлё вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем