Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкара Хусанпа ҫыхӑнтаракан юханшыв маршрутне уҫнӑ хыҫҫӑн (унта «Валдай» кимӗ ҫӳрӗ) Тутарстан влаҫӗсем те асӑннӑ маршрутпа хӑйсен пассажир карапне яма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Советская Чувашия» кӑларӑма панӑ интервьюра пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсен ыйтӑвне хуравланӑ май икӗ республикӑн тӗп хули хушшинче ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӳреме пуҫлакан «Валдайсем» ҫинче билет хакӗ автобусринчен уйрӑлса тӑмӗ тесе пӗлтернӗ. Маршрутра хальхи вӑхӑтра Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара чарӑнусене пӑхса хӑварнӑ, Сӗве ялӗнче те чарӑну тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Олег Алексеевич юханшыв маршрутне Тутарстан влаҫӗсем те уҫма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун валли вӗсем хальхи вӑхӑтра Ешӗл Варти А.М. Горький ячӗллӗ савутра тума пуҫланӑ «Чайка» караппа усӑ курасшӑн. Пахалӑхӗсене танлаштарсан ку карапсем «Валдайсенчен» миҫе ҫынна турттарма пултарассипе (176 ҫынна хӑйпе илейрет; «Валдай» вара 45 ҫеҫ) ирттереҫҫӗ, анчах хӑвӑртлӑх енӗпе вӗсем япӑхрах. «Чайка» сехетре 18 ҫухрӑма яхӑн хӑвалама пултарать пулсан, «Валдай 45-Р» шывай ҫунатлӑ кимӗ сехетре 65 ҫухрӑм таран вӗҫтерме пултарать.
Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш «Валдай» кимме Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ те ӗнтӗ, ӑна халь пассажирсене турттарма хатӗрлеҫҫӗ, тепӗр икӗ кимӗ ҫуллахи вӑхӑт вӗҫнелле ҫитмелле.
