Кӳршӗре
![]() Паянтан Тутарстанра общество транспортне QR-кодпа ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. Ирхи 7 сехет ҫурӑра транспортран вакцинациленмен 500 ытла ҫынна кӑларса янӑ. Пассажирсем кӑмӑлсӑр-мӗн. Пӗр хӗрарӑма трамвая кӗртмен те вӑл полици чӗннӗ. Ҫавна май транспорт ҫур сехет хускалайман. Метрора та хирӗҫӳсем-тавлашусем-мӗн. QR-кодсӑр кӗртекен такси хакӗсем ҫӗпре ҫинчи пӗк ӳссе ларнӑ – ҫапла ҫырать Бизнес.Online. Паянтан Тутарстанра транспорта QR-кодсӑр 18 ҫул тултарман ҫынсене ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. Аслисенчен код е медотвод пулнине кӑтартакан справка ыйтаҫҫӗ. Ку хула тулашӗнче, муниципалитетсен хушшинче ҫӳрекен транспорта та пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫавӑн пекех пӑхӑр |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |