|
Ҫул-йӗр
![]() Михаил Резников вице-премьер йӗрке тума хатӗр Муниципалитетпа муницпалитета ҫыхӑнтаракан транспорта Шупашкара кӗртме пӑрахтарасшӑн-тӑр. Хулине кӗртӗҫ-ха, анчах вӗсене Шупашкар тӑрӑх пассажирсене илсе ҫӳреме чарасшӑн курӑнать. Мӗнле маршрутсем ун пеккисем тетӗр-и? Самай ун йышшисем. Ҫӗнӗ Шупашкартанах, сӑмахран, Шупашкара темиҫе маршрут хутлать. Ҫӗрпӳрен килекен 173-мӗш маршрут та вокзалта чарӑнмасть, Шупашкарӑн пӗр пайӗпе иртет. Кӳкеҫрен хутлакан 325-мӗш маршрут та ҫавӑн пекех. Тепӗр майлӑ каласан, пассажирсемшӗн питӗ меллӗ маршрутсем Шупашкарпа кӑна хутлакан транспортшӑн самай чӑрмав кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫынсем хулара тепӗр маршрут ҫине куҫса лармасӑрах ҫитес вырӑна ҫитме пултарнине, укҫа перекетленине теприсем тӳнтерле йышӑннӑ курӑнать. Шупашкар витӗр иртекен хула ҫумӗнчи маршуртсене йӗркелеме республикӑра ӗҫ комиссийӗ туса хунӑ, ӑна Михаил Резников вице-премьер ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑра ҫул ҫинче икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те — водитель айӑпӗпе. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче правасӑр водитель руле итлеттереймен — ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. 16 ҫулти пассажира вара Патӑрьелти пульница илсе ҫитернӗ. 21 сехетре «Вӑрнар — Упи — Красноармейски» ҫул ҫинче паллӑ мар водитель ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. 55 ҫулти арҫын ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличченех… Водитель вара вырӑнтан тарнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫак аварие куракансене шырать. Вӗсене 24-27-97 е 24-27-11 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫынсен шӑпишӗн пӑшӑрханать. Ӳсӗр водительсене курсан 8(8352) 24-27-11, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравлама та ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Кӳкеҫрен Шупашкара турттаракан 149С маршрутпа ҫӳрекен автобус саккуна пӑсать. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Монополипе кӗрешекен миграци службин республикӑри управленийӗ ҫитсе тухнӑ. Ку маршрутпа турттаракан автоубссем (маларах ГАЗельсем хутлатчӗҫ) 162-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекеннисемшӗн пӗр вӑхӑтра хытах конкурент пулса тӑнӑччӗ. Ара, вӗсем 16 тенкӗпе турттарнӑ чух лешӗ 10 тенкӗпе илсе ҫӳретчӗ. Кайран 162-мӗшсем хака 20 тенке ҫитерсен 149С маршрутпа хутлаканни 15 тенкӗпе турттарма тытӑнчӗ. Пӗрне-пӗри сирес тесе тахӑш кунсенче 149С 5 тенкӗпе илсе ҫӳрени те пулнӑччӗ. Ӑна кура 162-мӗшсем хака 10 тенке те хӑварса пӑхрӗҫ. Монополипе кӗрешекенсем 149С маршрут конкeренци ҫинчен калакан саккунӑн 14.8 статйине палӑртнӑ. Вӑл пассажирсене турттарасси пирки яваплӑ органсемпе килӗшӳ туман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарта ҫынсене хула тӑрӑх турттаракан ГАЗельсемпе ытти маркӑллӑ ҫавӑн йышши транспорта шута илнӗ. Коммерци маршручӗ шутланакан маршрут тӑрӑх хутлаканскерсем хавӑртлӑха иртнӗ уйӑхра 1418 хутчен ӳстернӗ. Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пассажир транспорчӗ епле ӗҫленине тишкерме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй хушнӑ. Сехетре 82 километртан ытларах хӑвалакан урапасен рейтингне те хатӗрленӗ яваплисем. Танлаштарӑма виҫӗ пая уйӑрсах тунӑ. Кам ӑҫта лекни хӑвӑртлӑха пӗр уйӑхра миҫе хут ӳстернинчен килнӗ. Сӑмах май каласан, ҫула тухсан асар-писер васкакан водительсем уйрӑм усламҫӑ евӗр регистрациленнисем хушшинче те, организацисем ҫинче тӑраканнисем хушшинче те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче пӗр пай арканнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унта специалистсем ҫийӗнчех ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче 30–50 метр тӑршшӗ ҫул арканнӑ. Ҫакна пула полицейскисем урапасене тавран, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ урлӑ, янӑ. Ҫул-йӗр арканнӑ чухне никам та шар курман. Ӗнер 13 сехет тӗлне ҫула йӗркене кӗртнӗ. Урапасем те унтанах ҫӳреме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Пуҫа вырнаҫман япала ку. Юрать, ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ. Унсӑрӑн… Шупашкарта урапа пынӑ ҫӗртех ача тухса ӳкнӗ. Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Калинин тата С.Радонежский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ. «Калина» маркӑллӑ урапан хыҫалти алӑкӗнчен 2 ҫулти арҫын ача тухса ӳкнӗ. Вӑл транспорт ҫӳрекен ҫул ҫинех ӳкнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра водитель сулахай еннелле пӑрӑннӑ чухне пулна ку. Ача вӑйлӑ суранланман. Пуҫӗ аманнӑ паллах. Ӑна халӗ амбулатори сиплевӗ ирттермелле тенӗ. Ачана ятарлӑ ларкӑчра илсе ҫӳремен-мӗн. «Калина» рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл эрех ӗҫменни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ транспорт министрӗпе Максим Соколовпа тӗл пулнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ тата Лапсар поселокӗсен, Шупашкар тавра иртсе каякан М-7 ҫул проектне хатӗрленӗ. Ҫулӑн ҫӗнӗ варианчӗ Шупашкар районӗнчи ялсем тавра иртӗ. Максим Соколов ведомство Чӑваш Енри ҫӗнӗ объект строительствине «Транспорт тытӑмӗн аталанӑвӗ» патшалӑх программине кӗртме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Ведомство Шупашкарти аэропорта инвестици программине (самолетсем вӗҫмелли лаптӑка искуственнӑй майпа витесси) кӗртес ыйтӑва та сӳтсе явма хатӗр. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнакансем валли тренировка ирттермешкӗн суйланӑ, ҫавӑнпа «Атӑл» М-7 ҫула та лайӑхлатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Нурӑсри кӗпер Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи урапасене кӗпер урлӑ каҫарма тытӑннӑ. Аса илтеретпӗр, ҫак уйӑхра унти кӗпер ҫурхи ейӗве чӑтайманччӗ, ӑна шыв илсе кайнӑччӗ. Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ейӳ вӑхӑтӗнче каҫса ҫӳреме вӑхӑтлӑх кӗпер те туса лартнӑччӗ унтисем. Районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳ илме пултаракан объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпер шыв-шурта чӑтаймассӑн туйӑннӑран вӑхӑтлӑх кӗпер ӑсталама йышӑннӑччӗ. Ӗнер Мӑн Ҫавал урлӑ автотранспорта каҫарма тытӑннӑ. Юсав ӗҫне «Чӑвашавтодор» акционерсен обществи пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Кӑҫал республикӑри ҫул-йӗр шӑтӑк-путӑклӑ пулни пирки кашни кӗтесрех калаҫаҫҫӗ. Анчах ку таранччен кунашкаллине курманччӗ-ха. Канмалли кунсенче Чӑваш Енри пӗр автоҫул йӑтӑнмах тытӑннӑ. Ку — «Етӗрне – Николаевское» ҫул ҫинче. Унта самаях пысӑк шӑтӑк пулса кайнӑ. Ку водительсемшӗн хӑрушӑ. Асфальта йӑтӑннӑ-йӑтӑнман сапланӑ-ха. Анчах вӑхӑтлӑха ҫеҫ ку. Пысӑк шӑтӑк тӗлӗнчен водительсем асӑрханса иртеҫҫӗ халӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑтӑк пӑрӑх тӗлӗнче пулнӑ. Унта хальлӗхе шыв-мӗн. Вӑл сӑрхӑнса пӗтсенех ҫула йӗркене кӗртме палӑртнӑ теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк автостоп мелӗпе ҫӗршыв курса ҫӳрет. Чипер-йӗркеллӗ ҫӳрекенскер, никама та чӑрмантарманскер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗнче пулнӑ. Ҫурҫӗр ҫитеспе йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ вӑл. Пакунлисене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартнӑ. Вӑл Тверь облаҫӗнчен килнӗ-мӗн. Унта вӑл ҫула май каякан пӗр урапана чарнӑ. Пӗр заправкӑра каччӑ «нушапа» тухнӑ. Водитель вара меллӗ лару-тӑрупа усӑ курнӑ — вырӑнтан тапраннӑ та кайнӑ. Салонра лешӗн япаласем чикнӗ рюкзакӗ, 10 пин тенкӗ ытла тӑракан телефонӗ юлнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
