Кӑҫал республикӑри ҫул-йӗр шӑтӑк-путӑклӑ пулни пирки кашни кӗтесрех калаҫаҫҫӗ. Анчах ку таранччен кунашкаллине курманччӗ-ха. Канмалли кунсенче Чӑваш Енри пӗр автоҫул йӑтӑнмах тытӑннӑ.
Ку — «Етӗрне – Николаевское» ҫул ҫинче. Унта самаях пысӑк шӑтӑк пулса кайнӑ. Ку водительсемшӗн хӑрушӑ.
Асфальта йӑтӑннӑ-йӑтӑнман сапланӑ-ха. Анчах вӑхӑтлӑха ҫеҫ ку. Пысӑк шӑтӑк тӗлӗнчен водительсем асӑрханса иртеҫҫӗ халӗ.
Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑтӑк пӑрӑх тӗлӗнче пулнӑ. Унта хальлӗхе шыв-мӗн. Вӑл сӑрхӑнса пӗтсенех ҫула йӗркене кӗртме палӑртнӑ теҫҫӗ.