Ҫул-йӗр
Скандинави циклонӗ Раҫҫее асар-писер ҫанталӑк илсе килчӗ: ҫумӑр ҫӑвать, ҫулсем пӑрлакланаҫҫӗ. Пӗрремӗш каналпа хыпарсен каларӑмӗнче Раҫҫейри хӑш-пӗр регионта ҫанталӑка пула сиксе тухнӑ пулӑмсем пирки кӑтартнӑ. Малтанах пӑрлӑ ҫумӑра пула пассажир самолетне анса лармашкӑн полоса ҫитменнине, вӑл унтан тухса кайнине пӗлтернӗ. Самолет хытӑ сийлӗ ҫул ҫинен тухса кайсан чарӑннӑ. Хыпарсен кӑларӑмӗнче База урамӗнче ҫула юсани пирки каланӑ. Ҫул ӗҫченӗсене пӑрлӑ ҫумӑр та хӑратмасть-мӗн: ҫаплипех ҫул сараҫҫӗ. «Мӗн чухлӗ вӑхӑта чӑтӗ-ши вӑл?» - ыйту сиксе тухнӑ. Унти ҫулӑн ҫиелти сийне 15 кун каялла илнӗ те чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне, юсама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
«Мускав—Хусан» магистральпе хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑс хӑҫан чупма пуҫлӗ? Анчах вӑхӑтлӑха. «Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне ҫӳлтисем ырламан. Аса илтерер, пирӗн республика территорийӗ урлӑ та пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнмалла. Малтан «Мускав—Хусан—Екатеринбург» маршрут пирки калатчӗҫ , кайран маршрута кӗскетрӗҫ. Калӑпӑшлӑ ҫак проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртнине те влаҫрисем хыпарланӑччӗ. Анчах ку ыйтупа паян та татӑклӑ йышӑну туман. Ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Ӗнер Раҫҫей Правительстви магистраль проектне юсама тавӑрса пани паллӑ пулчӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем хутлакан ҫулсем тума «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» организаци, патшалӑх укҫа хывнисӗр пуҫне инвесторсене те явӑҫтармалла. Китай хирӗҫ маррине маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Каярах Германи те пӗр участока илме кӑмӑл пуррине палӑртнӑ. РФ Правительстви проекта ҫӗнӗрен тишкерме ыйтнине экспертсем патшалӑх хӑй хывакан укҫа сая ан кайтӑр тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. «Мускав—Хусан» магистраль 770 км тӑршшӗ пулӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тума палӑртнӑ: «Мускав—Чулхула» тата «Чулхула—Хусан». Проект хакӗ — 1,2 трлн тенкӗ, ҫав шутран 613,5 млрд тенки пӗрремӗш тапхӑрта инфраструктура тума кайӗ, 501,4 миллиарчӗ — иккӗмӗшне валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарта ҫурт йӑтӑнса аннӑ. Граждан урамӗнче вырнаҫнӑскерӗн пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Унта никам та пурӑнман. Ку паян 11 сехетре пулнӑ. Ҫуртӑн сулахай енӗ мӗншӗн йӑтӑнса аннине тӳрех палӑртайман. Унта ҫынсем пурӑнман, анчах унта кӗрсе ҫырткаламалли кафе пулнӑ. Вырӑна специалистсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Икӗ хутлӑ ҫурт мӗншӗн ишӗлнине палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унта никӗсе ҫирӗплетес тесе ӗҫсем ирттернӗ. Ҫавна пула ҫӗр куҫнӑ, унтан сулахай кӗтес ишӗлнӗ. Телее, никам та шар курман. Шалта пулнисем ҫурт ишӗлсе аниччен урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Хӑлха илтменнисен обществи унта тӗлпулусем ирттернӗ. Вӗсен пӳлӗмӗ – сылтӑм енче. Галина, обществӑра ӗҫлекенскер, каланӑ тӑрӑх, вӗсем сасӑ илтсенех урама чупса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Паян Чӑваш Енре пӗрин хыҫҫӑн тепӗр авари пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пассажир автобусӗсем ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварисенче, телее, вилекен пулман, анчах ҫынсем, ҫав шутра ачасем те, шар курнӑ. Ирхи 5 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнче «Кисан-Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пӑрлӑ ҫул ҫинче руле итлеттереймен. Автобус картана пырса тӑрӑннӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра водительсӗр пуҫне тепӗр 22 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем. 11 пассажир шар курнӑ, вӗсем (10-ри тата 12-ри ачасем те пур вӗсен йышӗнче) тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тепӗр сехетрен, 6 сехет ҫурӑра, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка, Канашран Шупашкара каяканскер, ҫаврӑнса ӳкнӗ. 11 ҫын, вӗсен йышӗнче 7 ҫулти арҫын ача пур, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. 37-ри водитель юлашки ҫулталӑкра, ытларах чухне — ҫул ҫинче хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн, 16 хутчен явап тытнӑ-мӗн. Икӗ тӗслӗхре те авари япӑх ҫулшӑн пулнӑ. Вӗсене пӑхса тӑракансен тӗлӗшпе административлӑ материалсем ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Дворкович вице-пермьер Дмирий Медведева ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Платон» виҫине 1,53-рен 2,06 тенке хӑпартма сӗннӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара 3,06 тенкӗ тӳлеттерме каланӑ. Ку — федераци ҫулӗпе ҫӳренӗ пӗр ҫухрӑмшӑн. Аса илтерер: «Платон» ҫулталӑка яхӑн ӗҫлет. 12 тоннӑран ытларах таякан машинӑсен водителӗсем федераци ҫулӗпе ҫӳренӗшӗн налук тӳлеҫҫӗ. Чи малтанах кашни ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ илме сӗннӗ. Анчах водительсем протеста тухсан ку виҫене 1,53 тенке хӑварнӑ. Ҫуркунне ӑна ӳстерме палӑртнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви ку виҫене 3 ҫуллӑха хӑварма сӗннӗ. Ку таранччен водительсенчен 16,1 миллиард тенкӗ пуҫтарнӑ. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче РФ транспорт министрӗ Максим Соколов ҫӑмӑллӑхлӑ тапхӑр вӗҫленнине пӗлтернӗ. Анчах дальнобойщиксем виҫене хӑпартассине хирӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкартан Канаша 18 сехет те 40 минутра каякан пуйӑса расписанирен кӑларӗҫ. Чукун ҫул транспортне кӑмӑллакансемшӗн савӑнӑҫлах мар хыпара Тутарстанри Транспорт министерстви пӗлтернӗ. «Канаш—Шупашкар» тата «Шупашкар—Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑсӑн ҫӗнӗ рапсисанийӗ паянтан вӑя кӗрет. Ҫапла вара паян 03 сехет те 51 минутра Канашран Шупашкара 6502 номерлӗ пуйӑс килмӗ. Шупашкартан Канаша ҫӳренӗ 6505 номерлӗ пуйӑс та 18 сехет те 40 минутра ҫула тухмӗ. Канаша 07 сехет те 12 минутра тата Канашран Шупашкара 17 сехет те 05 минутра хутланӑ пуйӑссем малашне те ҫӳрӗҫ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ тесе шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ҫул-йӗр
Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ ҫак инкекпе ҫыхӑннисем ку сӑмаха унтанпа ҫитмӗл те ҫичӗ хутчен аса илчӗҫ пуль. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук. 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче пулса иртнӗ ку инкек. «Ауди 80» машинӑна тытса пыракан аллӑ урлӑ каҫнӑ водитель пӑрӑнма юраман йӗр ҫинчех сулахаялла ҫаврӑннӑ. Анчах каҫса кайса пӗтеймен — автомобиле мотоциклист пырса ҫапӑннӑ. Байкер транспорта чарма пӑхнӑ-ха, хӑвӑртлӑхпа пынӑ мотоцикл ҫаврӑнса ӳксен 150 метра яхӑн шуса пырса машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Мотоцикла тытса пынӑ 18-ти каччӑ вырӑнтах вилнӗ, унпа ларса пынӑ 17-ри хӗр пульницӑра куҫне хупнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ «Ауди» водительне кӑҫалхи кӑрлачра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Арҫынна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха колони-поселение ямалла тунӑ. Унсӑр пуҫне водитель правине 3 ҫуллӑха туртса илнӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе шар курнӑ амӑшӗсене — каччӑнне тата хӗрӗнне — 500-шер пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. |
Ҫул-йӗр
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн машини Шупашкарта юраман вырӑнта чарӑнни пирки, ӑна ҫынсем асӑрхани, водителе явап тыттарни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пӑтӑрмахӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Михаил Игнатьевӑн ӗҫ машини кӑнтӑрла Тӗп почтамта хирӗҫ юраман вырӑнта чарӑннине асӑрханӑ. Уншӑн А121АА машина водительне 1500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Правительство машини ҫул-йӗр правилине пӑсни пирки нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Элтепер хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл ун пек пӑтӑрмаха ырламасть кӑна мар, патшалӑх служащийӗсен ыттисемшӗн тӗслӗх пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Хӑйсене килӗшӳсӗр тытакан тӳре-шара пирки Элтепер мӗнпур шайри влаҫ ятне яраҫҫӗ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре ҫулсене юсакан тӗп организацие улӑштараҫҫӗ. «Чӑвашавтодор» текех республикӑри ҫулсене юсамӗ. «Чӑвашавтодор» юпан 1-мӗшӗнчен ҫулсене юсамасть. Ҫӗнӗ подрядчике чӳкӗн 1-мӗшӗччен тупасшӑн. Чӑваш Енри ҫул-йӗр пирки правительствӑра калаҫнӑ. Кӑҫал ҫулсене юсамашкӑн 4 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ, анчах 1\3 пайӗпе ҫеҫ усӑ курнӑ. Правительствӑра каланӑ тӑрӑх, ку темех мар. Чи кирли – ҫулсен пахалӑхӗ. Хальлӗхе 72 ҫухрӑм ҫула тата 170 картише юсанӑ. Кӗперсене юсас ӗнӗпе те нумай ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Кӑҫал Пӑрачкав тата Вӑрнар районӗсенче кӗпер ишӗлнӗ. Республикӑра пӗтӗмпе 45 кӗпере юсама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Вӑрмар районӗнчи ҫул вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пекех. Машина водителӗсем ӑна юсама ыйтаҫҫӗ. 17 ҫухрӑм ҫулпа кайма ҫук. Мӑнҫырма ялӗнчен пуҫласа Шӑхаль тата Тикеш ялӗсем таран 17 ҫухрӑм ҫул шӑтӑк-путӑклӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта саплакаланӑ-ха, анчах ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ тунӑ. Ку ҫулпа сехетре 15-20 ҫухрӑмпа ҫеҫ пыма пулать. Ҫапла пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата пӗр ҫын. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулшӑн Вӑрмар районӗн адимнистрацийӗ яваплӑ. Вӗсем вара ку лару-тӑру пирки пӗлеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ку ҫулшӑн яваплӑ подрядчик улшӑннӑ-мӗн. Вӑл авӑн уйӑхӗнчех ӑна юсама пикеннӗ, анчах ку ӗҫе кӑҫалах пӗтереймеҫҫӗ — укҫа ҫук. Апла водительсен ҫав ҫул ҫинче ҫитес ҫулччен нушаланма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |