Республикӑра
![]() Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑн Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫӑсен пухӑвӗ иртнӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ. Пухура итлесе ларнӑ Борис Чиндыков ҫыравҫӑ каласа панӑ тӑрӑх мероприятие ертсе пыма Анатолий Кипече шантарнӑ. Чи малтанах Сергей Павлов пухӑннисем умӗнче ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ. Ҫавӑн пекех устава улшӑнусем кӗртни ҫинчен те каласа хӑварас пулать. Сӑмахран, енчен те малтан пӗрлӗх ертӳҫине 5 ҫуллӑха суйланӑ пулсан малашне 3 ҫула ҫеҫ суйлама йышӑннӑ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Константин Яковлев тата пӗрлӗхе кӗрекен ҫыравҫӑсем пулнӑ. Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Юрий Артемьев тата ыттисем ҫыравҫӑсен паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки сахал мар тухса калаҫнӑ. Анлӑ ларура ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пурӗ 4 кандидата тӑратнӑ. Николай Максимов Геннадий Максимова сӗннӗ. Вӑл влаҫрисемпе те калаҫма пултарать, пӗрлӗх пайташӗсенчен те ҫирӗп ыйтма пултарать тесе хак панӑ. Любовь Фёдорова сӑвӑҫ Валерий Туркая сӗннӗ. |
Республикӑра
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ. Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть. Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пухура Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Тӗп ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта темиҫе ыйту сӳтсе яврӗҫ: ваттисен канашӗн ӗҫӗ-хӗлне, йышне, положенине тата ыттине. Уйрӑммӑн Руслан Сайфутдиновӑн, Олег Николаев депутатӑн доклачӗсене итлерӗҫ. Пухура Элтепер ҫумӗнче йӗркеленӗ Ваттисен канашӗн ӗҫне те сӳтсе яврӗҫ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе килӗшӳллӗн ҫак икӗ ваттисен канашӗ пӗр-пӗрне нихӑш енчен те ӗҫлеме чӑрмантармӗ. Пухӑннисен шучӗпе влаҫ тытӑмӗ тавра йӗркеленни ытларах экономика ыйтӑвӗсем тавра пуҫ ватӗ. Ҫавах та Виталий Станьял ертсе пыракан Ваттисен канаша те ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме никам та чарманни пирки каларӗҫ. Сахал мар сӑмах ваттисен канашне регистрацилесси пирки пулчӗ. Кун пирки вара шухӑшсем пайланчӗҫ. Пӗрисем регистрациленмеллех тесе пӗлтерчӗҫ пулсан, теприсем регистраци урлӑ тухманни ӗҫлеме нихӑш енчен те чарманни пирки каларӗҫ. Пуху вӗҫнелле Виталий Станьял Ваттисен канашӗн ертӳҫине улӑштармалли пирки сӑмах хускатрӗ. Хӑй вырӑнне мӗнле те пулин хастар ҫынна тупас килчӗ ун, анчах пухӑннисенчен нихӑшӗ те ҫак йывӑр ҫӗлеме хӑйӗн ҫине илесшӗн пулмарӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын ҫулталӑк ҫурӑ принтер урлӑ пичетленӗ водитель правипе ярӑнса ҫӳренӗ. Вӑл ӑна тӗспе пичетленӗ те ним пулман пек урапа рулӗ умне ларнӑ. Арҫын ку правапа 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи ака уйӑхӗччен ҫӳренӗ. Чӑн-чӑн права вӑл нихӑҫан та илмен иккен. Суд ун тӗлӗшпе приговор пӗлтернӗ. Арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ та ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унччен вӑл судпа виҫӗ хутчен айӑпланнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл 2014 ҫулхи ҫулла тата 2015 ҫулхи ҫуркунне Етӗрне районӗнчи сысна ферминчи пурлӑха вӑрланӑ. Арҫынпа сӑтӑр ӗҫ тунӑ 18-ти каччӑна вара 2,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. 17-ри йӗкӗте вара 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта урам чи лайӑх шӑлакана палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 21 ҫын хутшӑнать: вуннӑн — Ленин районӗнчен, улттӑн — Калинин районӗнчен, пиллӗккӗн — Мускав районӗнчен. Пӗрремӗш вырӑна тухакана хула мэрийӗ 15 пин тенкӗ преми, 2-мӗшшӗн 10 пин, 3-мӗшшӗн 5 пин парса хавхалантарма палӑртнӑ. Шупашкар районӗнче те чи лайӑх дворниксене хавхалантарма шут тытнӑ. Анчах хысна шучӗпе мар. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов ҫитсе тухнӑ. Вӗсем чи тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене хӑйсен шучӗпе хавхалантарасшӑн. Ҫакна хастарсем урам шӑлакансен тӑрӑшӑвне сума сунипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Барсукова паянтан Экологи тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курас енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки хушӑва Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин 54-р номерлӗ хушу кӑларнӑ. Мӗн сӑлтавпа ун пек йышӑннине официаллӑ документра ӑнлантарса тӑман. Института ертсе пыма Владимир Барсуков 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче конкурс ирттерсе лартнӑ. Асӑннӑ институт автономи учрежденийӗ шутланать, вӑл республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пӑхӑнать. Владимир Евгеньевич — Наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин Евгений Барсуков генералӑн ывӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫук, темле хӑрушӑ преступлени туман вӑл. Алимент тӳлемен. Хӗрарӑм 2000 ҫулта ача ҫуратнӑ. Анчах вӑл ачине тивӗҫлипе пӑхман, амӑшӗн ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Ҫавна май 2008 ҫулта суд ӑна ӗҫлесе илнӗ шалӑвӗн 1\4 пайне алимент тӳлеттермелле тунӑ. Хӗрарӑм сусӑр-чӑлах мар, анчах вӑл ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ҫапла, паллах, амӑшӗ алимент та тӳлемен. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ — ҫур миллион тенке ҫитнӗ. Суд халӗ ӑна колони-поселение ҫур ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те ӑна ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн айӑпланӑ. Вӑл айӑпне саккун умӗнче «каҫарттарса» та пӗтереймен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче тин ҫуралнӑ ачана пульница умӗнче тупнӑ. Пӗчӗкскере ӑшӑтнӑ, унтан Шупашкара илсе кайнӑ. Ку Кӑшарни уявӗнче, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, пулнӑ. Хӗрачана ирхи 7 сехетре тупнӑ. Арҫынсем пирус туртма тухсан асӑрханӑ ӑна. Ачана утиялпа чӗркенӗ пулнӑ. Ун чухне ача ҫуралнӑранпа 5 кун кӑна иртнӗ. Пӗчӗкскерӗн сивве пула сасси те ҫӗтнӗ. Кӑвапине, ахӑртнех, амӑшӗ хӑйех ҫыхнӑ. Амӑшне тупма йывӑр, мӗншӗн тесен вӑл тухтӑрсем патӗнче учётра тӑман. Ача ялта килти условисенче ҫуралнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ хӗрача Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсемпе «Рен ТВ» телеканал журналисчӗсем пулнӑ. Вӗсем вӑл тӑрӑхри вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсене шыраса ҫитнӗ-мӗн. Татьяна Азарова тата Денис Поляничко корреспондентсем асӑннӑ районти Ҫичӗпӳрт ялӗнче вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсем нумай тенине илтнӗ-мӗн. Вӗсем ҫавсем пирки телесюжет ӳкерес тенӗ. Анчах, шел те, вӑрӑм ӗмӗрлисем паян ялта нумаях мар-мӗн. Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина «Советская Чувашия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм ӗмӗрлисем маларах, чӑн та, вӑл ялта йышлӑ пурӑннӑ-ха. 80 ҫултан кӗҫӗнреххисене унта пӗр вӑхӑтра ҫамрӑксен шутне кӗртменни кӑна пулнӑ иккен. Вӑл вӑхӑтра ялта 90 ҫултан пуҫласа 105 ҫулчченхи ватӑсем пурӑннӑ. Ҫапах та Мускав журналисчӗсене ахаль яман. Вырӑнтисем вӗсене 86 ҫулти Елена Михайловапа тата кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче 97 ҫул тултаракан Терентий Дверенинпа паллаштарнӑ. Тележурналистсем Терентий Дверенинӑн килхушшинчен тӑпрана тӗпчеме илсе кайнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫӑлти тата колонкӑри шыва та илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба пайташӗсем, правӑна сыхлакансем Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров хушнипех кайнӑ-мӗн. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчи профилактика кунне хутшӑннисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи прокурорӑн пулӑшуҫи Ю.А. Казаков, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен И.В. Макарова инспектор, Е.В. Петрова нарколог, ӗҫлӗх центрӗн районти центрӗн пуҫлӑхӗ О.И. Александров, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Т.А. Михайлова пулнӑ. Шкул ачисемпе профилактика темипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара учетра тӑракан ҫемьесене тата нумай ачаллисем патне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нумай ачаллисене Татьяна Андреевна пылак парнесемпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |